Янтиковский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

03.11.2009 _ Ял ĕçченĕсем савăнăçлă уявра («Сельский труженик (Ял ĕçченĕ)»

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://yantik.cap.ru/
Кăçал районти ял ĕçченĕсем хăйсен профессиллĕ уявне юпа уйăхĕн вĕçĕнче, иртнĕ эрнекун, уявларĕç. Мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетме, ял хуçалăхĕнчи улшăнусене сÿтсе явма, малашлăх тĕллевĕсене палăртма пухăнчĕç вĕсем Тăвайри культурăпа кану центрне.
“ЧР ялти культура учрежденийĕсене аталантарас енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен” Указа пурнăçа кĕртсе кунта юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Çĕнĕ сăн çапнă залра халь кашни çыннăн кăмăлĕ çĕкленет ĕнтĕ.
Фойере – тĕрлĕ курав. Пирĕн ывăнма пĕлмен кооператорсем çĕр ĕçченĕсем пекех маттур. Вĕсем çăкăрпа булка тата ытти изделисен суту-илĕвне йĕркеленĕ. Вĕри чейпе, пылак çимĕçсемпе сăйларĕç хăнасене. “Тăвай çăкăрĕ” тулли мар яваплăхлă общество хатĕрлекен çăкăрпа булка изделийĕсен хакĕсем чакнине туйрĕç ĕнтĕ районта пурăнакансем. Асăрхăр, ытти япаласен хакĕсем тăтăшах ÿссе пынă тапхăрта. “Хура çăкăр малтан 14 тенкĕ пулнă, халĕ 12 тенкĕ те 30 пуспа сутатпăр. Батон хакĕ 12 тенкĕрен вунпĕре çити чакнă. Çак ырă пулăм пирĕн ял ĕçченĕсем тăрăшса ĕçленинчен те чылай килет. Çăнăх йÿнелнĕ кăçал. Эппин, çĕр çыннисем тухăçлă тырă çитĕнтернĕ”, – тесе ăнлантарать “Тăвайри кооператив” потребобщество ертÿçин çумĕ Т.Обаськина.
Библиотекарьсем те парне кÿнĕ ял çыннисене. Çĕр ĕçĕнчи вăрттăнлăхсене уçса паракан хаçат-журналсен, кĕнекесен куравне хатĕрленĕ. Вуласа кулленхи ĕçре усă курмалла кăна ĕнтĕ.
Пухăннисем çавăн пекех сухан, çĕр улми, кишĕр, тырă, сĕт, çу куравĕпе тĕплĕн паллашрĕç. Районти хăш хуçалăх тухăçлă тыр-пул, пахча çимĕç çитĕнтернине, “аккондçăсем” кашни ĕнерен сĕт нумай суса илнине, “Тăвайри сĕт-çу завочĕ” обществăра пахалăхлă çу хатĕрленине, уйрăм çынсем харпăр хăй кил хуçалăхĕсенче мĕнле ĕçленине пĕлме пултарчĕç çапла çынсем.
Залри сценăна çĕнĕлле илемлетнĕ.
Вунпĕр сехетре район администрацийĕн тĕп специалисчĕсем В.Чайкинпа М.Тямина, ăшă сăмахсем каласа, уçрĕç уява.
Малтан район пуçлăхĕ Н.Иванов тухрĕ сцена çине. Вăл пухăннисене уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ, унтан Тăвай Енре пурăнакансен ĕçĕсем çинчен кĕскен каласа кăтартрĕ.
Экономикăпа пурлăх тата АПК аталанăвĕн управленийĕн начальникĕ В.Ванерке районти ял çыннисем Çĕр ĕçлекен çулталăкĕнче мĕнле çитĕнÿсем тунипе тĕплĕн паллаштарчĕ.
Районти пур йышши хуçалăхсенче кăçал 20, 0 пин тонна тырă, 28, 0 пин тонна çĕр улми, 9 пин тонна пахча çимĕç туса илнĕ. Тăвайсен тыр-пул тухăçĕ гектартан 20, 1 центнерпа танлашнă. “Акконд–агро фирма” (тырă) тата “Родник” (çĕр улми) обществăсем палăрнă ку енĕпе. Халиччен акман çĕрсенчен 1243 гектарне ĕçе кĕртнĕ.
Çитес çулхи тухăçшăн тăрăшса районта пурĕ 4761 гектар кĕр тыррисем акса хăварнă. В.Федоров (Ленин ячĕллĕ), А.Михайлов (”Акконд-агро фирма”), В.Шутов (”Красная Чувашия”) тĕп агрономсен ĕçĕсене ырăпа палăртмалла.
А.Моряков (”Шимкусский”) тата В.Саперов (”Акконд–агро фирма”) тĕп инженерсем хăйсене шанса панă тивĕçсене çÿллĕ шайра пурнăçлаççĕ.
В.Николаев (”Николаев” хрес.–фер. хуç.) районти комбайнерсем хушшинче, 12800 центнер тырă çапса тĕшĕлесе, мала тухнă. В.Семеновпа В.Капитонов (”Акконд–агро фирма”) комбайнерсем те ку енĕпе пысăк çитĕнÿ тунă.
Тăхăр уйăхра ял хуçалăх организацийĕсенче 314, 5 тонна аш-какай туса илнĕ. “Дружба”, “Красная Чувашия”, “Чутеевский” ЯХПКсен ĕçне ырăпа палăртмалла кунта. Районĕпе пур йышши хуçалăхсенче 14198, 1 тонна сĕт туса илнĕ. Ял хуçалăх производство кооперативĕсенче ку кăтарту, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, лайăхланнă. Машинăпа ĕне сăвакан операторсем – Т.Семина, А.Антонова, З.Морозова (”Акконд–агро фирма”), Н.Титова (”Чутеевский”), И.Герасимова, В.Васильева (”Красная Чувашия”), Л.Гурьева (”Новый путь”) хăйсен тĕллевĕсене аван пурнăçлаççĕ.
Т.Калашниковапа (”Дружба”) В.Федотов (”Красная Чувашия”) – ĕне выльăх, Г.Степановапа (”Грачев” хрес.-фер. хуç.) О.Максимова (”Шимкусский”) сысна пăхакансем пысăк кăтартусемпе палăрчĕç.
Ял хуçалăх техникине çĕнетес, ĕç вăйне перекетлеме май паракан оборудовани туянас енĕпе те начар мар ĕçленĕ коллективсенче.
2010 çулхи тĕллевĕсем пысăк. Çитес çул сĕте – 2, 5 процент, аш-какай туса илессине 1, 8 процент ÿстерме палăртатпăр.
Пур йышши хуçалăхсенче пĕрчĕллĕ культурăсем акнă çĕрсене 13620 гектара, çĕр улми лаптăкĕсене 1774 гектара çитермелле. Акман çĕрсен тепĕр 1150 гектарне ĕçе кĕртмелле. Пурĕ районĕпе 29, 7 пин тонна тырă, 269, 3 пин тонна çĕр улми туса илмелле. Тата нумай-нумай ĕмĕт тăрать пирĕн умра. “Пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса ĕçлесен, эпир хамăр задачăсене яланхи пекех пурнăçлатпăр. Профессиллĕ уяв ячĕпе сире, пурне те, ял ĕçченĕсем! Çирĕп сывлăх, ăнăçу, телей сунатăп”, – тесе вĕçлерĕ сăмахне Владимир Алексеевич.
Экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министрĕн çумне А.Быченкова та тимлĕ итлерĕç залра ларакансем.
Унтан ял хуçалăхĕнче малта пыракан ĕçченсене Хисеп грамотисемпе, Тав хучĕсемпе, парнесемпе хавхалантарма пуçларĕç. Раççейри ял хуçалăх министерствин Тав хутне – В.Софронов водителе (”Красная Чувашия”), Чăваш Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине – экономикăпа пурлăх тата АПК аталанăвĕ управленин сектор заведующине Л.Бериллона, В.Михайлов механизатора (”Чутеевский”), республикăри ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине – А.Матвеева уй-хир бригадирне (”Шимкусский”), В.Семеновпа (”Акконд–агро фирма”) В.Сичуркин (”Новый путь”) механизаторсене, ĕне выльăх самăртакан В.Федотова (”Красная Чувашия”), Л.Шашкова ферма заведующине (”Грачев” хресчен–фермер хуç.), район администрацийĕн Хисеп грамотине – А.Михайлов тĕп агронома (”Акконд–агро фирма”), ветстанцин ветврачне Г.Мясникована, П.Семина оператора (”Акконд–агро фирма”), С.Хумышев ертÿçĕне (”Хумышев” хрес. ферм. хуç.), Н.Яковлев водителе (”Райсельхозхими”), тепĕр çирĕм ытла çынна укçан преми панă.
Канашри “Акконд–хлеб” тулли мар яваплăхлă общество директорĕ О.Михайлова, “Тăвайри сĕт-çу завочĕ” обществăн генеральнăй директорĕ А.Казаков, “Россельхозцентр” федераллă учрежденин ЧР филиалĕн ертÿçин çумĕ А.Коршунов тухса калаçрĕç уявра. О.Михайлова ентешĕмĕрĕн, “Акконд” фабрика генеральнăй директорĕн, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕн, В.Ивановăн ăшă саламне илсе çитерчĕ районта пурăнакансем патне. Александр Разумович Казаков завода сĕт нумай панă ял хуçалăх коллективĕсене пысăк парнесем парса хавхалантарчĕ.
Кăçал районта ятарлă ятсем тата медаль парассине йĕркеленĕ. “Чи лайăх тыр-пул çитĕнтерекен” ята А.Матвеевана (”Шимкусский”), “Чи лайăх механизатор” – В.Семенова (”Акконд–агро фирма”), “Чи лайăх выльăх пăхакан” – Г.Степанована (”Грачев хресч. ферм. х.), “Чи лайăх комбайнер” В.Николаева (”Николаев” хрес.–фер. х.) панă. Вĕсене пурне те медальсем çакса янă.
Çавăн пекех “Красная Чувашия” ЯХПКри ĕне сăвакан оператора В.Васильевана нумай çул хушши хăйĕн тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн “ЧР ял хуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ят пани пирки пĕлтерчĕç. Знакне Шупашкарти савăнăçлă уявра параççĕ иккен.
Тĕрлĕ парнепе премине, Хисеп грамотисене тивĕçлисен йышĕ çуллен нумайлансах пырать. Хавхалантарсан, сума сусан тата лайăхрах ĕçлес килет ĕнтĕ.
Районти культурăпа кану центрĕнчи маттур ĕçченсем хальхинче те уява илем кÿчĕç. Хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Çĕмĕрле хулин артисчĕсем те пирĕнпе пĕрле савăнчĕç çав кун. “Культура территорийĕ” ята çĕнсе илнипе пирĕн пата хăйсен проектне хÿтĕлеме килнĕ çĕмĕрлесем. Залра ларакансем концертăн вăрăм программипе кăмăллă юлчĕç. Районта артистсене те, хăнасене те тăвăллăн алă çупса тав турĕç. Юлашкинчен ял хуçалăхĕнче вăй хуракансем çавра сĕтел хушшинче калаçăва малалла тăсрĕç. Çĕр ĕçлекен çулталăкне ăнăçлă вĕçлеме пулса килĕсене саланчĕç.
А.НИКИТИНА.

 

Система управления контентом
429290 с.Янтиково, пр.Ленина, д.13
Телефон: 8(83548) 2-12-15
Факс: 8(83548) 2-12-15
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика