Янтиковский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

06.10.2009 _ Ярмăркка пурне те савăнăç кÿчĕ («Сельский труженик (Ял ĕçченĕ)»

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://yantik.cap.ru/
Кăçал кĕрĕн малтанхи уйăхĕ йĕпе пулмарĕ. Юпа уйăхĕн иккĕмĕш кунĕнче çумăр çурĕ. Тепĕр ирхине сывлăш температури самаях чакнăччĕ, кÿлленчĕксем те пăрланнăччĕ. Ярмăрккана кайма хатĕрленнĕ çынсен кăмăлне пĕрех сÿрĕклетеймерĕ çанталăк улшăнăвĕ.
Район центрĕнчи культура çурчĕн капăрлатнă умĕ, таврана саланакан хаваслă кĕвĕ çынсене уява йыхăрчĕç. Уйри кĕрхи ĕçсене вĕçлесен пĕрле пухăнса савăнма хăнăхнă районта пурăнакансем.
Малтан çынсем культура çурчĕ хыçĕнчи лапамра йĕркеленĕ суту-илÿпе паллашрĕç. “Çĕнĕ Пуянкасси, Тăвай, Тăрмăш ял поселенийĕсенчен ытларах килнĕ ярмăрккана харпăр хăй ăсталанă е çитĕнтернĕ, туса илнĕ таварсемпе”, – пĕлтерчĕ районти ял хуçалăх управленийĕн тĕп агрономĕ Н.Краснов.
“Акконд–агро фирма” общество сĕлĕ, тулă, урпа, вика, люцерна вăрри тата тислĕк илсе тухнă сутма. Черет тăрсах илсе пĕтерчĕç аккондçăсен тыррине. “Тепĕр хут кайса илтĕмĕр”, – терĕ Н.Захарова сутуçă кайран. Пăрачкав, Куславкка районĕсенчен килнисем карпсемпе карассем сĕнчĕç ярмăрккана пухăннисене. Патăрьел районĕнчи питомникре ĕçлекенсем тата Саранск хулинчи Гамиевсем тĕрлĕ йывăç-тĕмпе савăнтарчĕç çынсене. Мĕнле кăна хунав çук пуль вĕсен;! Пирĕн район ĕçченĕсем тавралăха симĕслетме кашни çулах активлă хутшăнаççĕ. Кăçал та чылай тĕм илчĕç. “Лартма вырăн юлмарĕ ĕнтĕ пахчара, пĕрех абрикос йывăççи туянтăм-ха”, – текенсем те пулчĕç. Харпăр хăй кил хуçалăхĕнче пыл туса илекенсем – В.Соловьев, Ю.Филиппов (Пуянкасси), П.Печников (Тăвай), А.Краснов (Çăлпуç) кăмăл тунă уявра районта пурăнакансемпе пĕрле пулма. “Пыл туса илесси – çăмăл ĕç мар. Сахалтарах çывăрмалла, çак çимĕçе илесси çуллен лайăхланса пытăр тесен. Тавар сутнисĕр пуçне ярмăрккара пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма пулать тата”, – калаçăва хаваспах хутшăнчĕç пыл хурчĕсене пăхакансем.
С.Федоровапа (Пуянкасси) В.Терентьева (Тăвай) учительницăсем ал ĕç тума юратаççĕ. Светлана Ивановна çăвăнмалли мунчаласем çыхнă. Валентина Кирилловнан пысăк тутăрĕсем умĕнче чылайччен пăхса тăраççĕ, туянакансем те пулчĕç.
Л.Шакинапа Н.Петрова, А.Леонидов (Тăрмăш), О.Кузьмина (Тăвай) пахчисенче ĕçлеме юратаççĕ. Улма-çырла хунавĕсемпе чечексен вăррисемпе тымарĕсене илсе тухнă вĕсем ярмăрккана. В.Викторовпа (Тăвай) П.Николаевăн аллисем ăста. “10 карçынкка, çава аври сутрăм та. Пĕр тăван Владимир Николаевич та килнĕччĕ-ха, кайрĕ пулас”, – çынсем хăйĕн ĕçне пысăка хурса хакланипе кăмăллă ватă.
“Буяново” тулли мар яваплăхлă общество уçăлнă Пуянкассинче. В.Анастасьева йĕркеленĕ ăна. Хыçсăр пукансем тăваççĕ. Япалисене тĕрлĕ çĕртен кайса илеççĕ. Хатĕр тавара Çур çĕре е Шупашкара илсе каяççĕ. “Вунă ытла çын валли ĕç вырăнĕ тупăннă çапла. Кашни уйăхрах тÿлетпĕр вĕсене”, – кĕскен хăйсен ĕçĕ пирки каласа кăтартрĕ А.Степанов тĕп инженер.
Уяв программине А.Павловпа А.Абрамова ертсе пыракансем уçрĕç. Тĕрлĕ пахча çимĕç тумне тăхăннă культура ĕçченĕсем Кĕркуннене (Н.Иванова) кĕтсе илчĕç. Пухăннисене хăйĕн пуянлăхĕ пирки каласа кăтартрĕ вăл. Район пуçлăхне Н.Иванова, ЧР “Культура программисен дирекцийĕ” унитарлă предприятин директорне М.Матросова, Тăвай ял поселенийĕн пуçлăхне А.Ломоносова, ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченне Т.Нестерована (Тенеяль) çăкăр-тăвар сĕнчĕ Кĕркунне çакăн хыççăн.
Николай Ильич пухăннисене Ваттисен кунĕпе тата “Тăвай районĕ – культурăллă территори” ята çĕнсе илнипе, уйри ĕçсене лайăх вĕçленипе саламларĕ. Тăвай енри ĕçсемпе кĕскен паллаштарчĕ, район çыннисене ăнăçусем сунчĕ. Çамрăк çемьесене пурнăç условийĕсене лайăхлатма укçа-тенкĕ уйăрнине çирĕплетекен документ пачĕ. М.Матросов пирĕн район культурăллă территори ята çĕнсе илнине çирĕплетекен свидетельствăпа паллаштарчĕ, тăвайсене уявсемпе саламларĕ.
Т.Нестерован ăшă сăмахĕсене тимлĕ итлерĕç çынсем, тăвăллăн алă çупрĕç.
“Мегафон” компани тата Чăваш патшалăх филармонийĕ йĕркеленĕ урам театрĕсен артисчĕсем ачасене вăйă-кулăпа, сувенирсемпе, аслисене юрăсемпе савăнтарчĕç.
Тăрмăш, Енĕш Нăрваш, Çĕнçырма, Тенеяль ялĕсенчи юрра-ташша юратакансем нумайăн килнĕ уява. Вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Кĕршесемпе пуянкассисем те вĕсенчен юлмарĕç. Район центрĕнчи культурăпа кану центрĕн тата библиотека ĕçченĕсем вара кашни уявах илем кÿреççĕ. Тĕмер, Чутей, Тăвай, Тушкил ял поселенийĕсенче пурăнакансем концерт программине пуянлатма темшĕн хутшăнаймарĕç. Культурăллă территори ята çĕнсе илнĕрен ытти районсенчи коллективсем хăйсен проекчĕсене пирĕн районта хÿтĕлĕç малашне. Куравсемпе те паллашрĕç çынсем. Тăвайри Т.Семенован тĕрлĕ сăнарлă çĕр улмийĕсене тыта-тыта пăхакансем те пулчĕç.
“Тăвайри кооператив” потребобщество ĕçченĕсене те ырăпа асăнмалла. Вĕсем хăйсем хатĕрленĕ тата ытти таварсем, тутлă шашлăк сутрĕç.
Иртнĕ шăматкун пулнă кĕрхи ярмăркка кашни çынна савăнăç кÿчĕ çапла.
А.НИКИТИНА.

 

Система управления контентом
429290 с.Янтиково, пр.Ленина, д.13
Телефон: 8(83548) 2-12-15
Факс: 8(83548) 2-12-15
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика