Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://yantik.cap.ru/
Таврара çурла уйăхĕ хуçаланать, вырма вăхăчĕ тăрать. Хуçалăхсем тырă çапса тĕшĕлеççĕ, кĕр тыррисемпе пĕрлех майĕпен çуртрисем çине те ÿкеççĕ комбайнсем. Тырри ĕлкĕрнĕ пулсан, мĕн кĕтмелли. Вăхăтра çапса илнине нимĕн те çитмĕ. Уяр çанталăкра тырă типĕ кĕрет.
Çапла шутлаççĕ, ахăртнех, тенеяльсем те. Вĕсем эрнекун урпа пуссине ÿкме хатĕрленетчĕç. Пĕр комбайнĕ тăххăр çурă-вуннăсенче заправка турĕ те вăт-вăт уя тухассăн ун еннелле пăхса ларатчĕ. Икĕ комбайн тухать терĕç тырă пуссине: пĕринпе Михаил Моисеевпа Виталий Ермолаев, тепринпе – Евгенийпе Владимир Ермолаевсем тырă çапса тĕшĕлĕç. Асăннă Ермолаевсем – пурте пĕртăвансем. Виççĕмĕш комбайнĕ вара хуçасăр тунсăхласа ларатчĕ. Унăн та ыттисем пекех уя тухмалла-ха ĕнтĕ, тырă вашлаттарса çулмалла. Шел, хальлĕхе унпа ĕçлеме кăмăл тăвакан тупăнман терĕç. Шыраççĕ пуль-ха, тен, ку вăхăт тĕлне тупрĕç те пуль.
“Новый путьре” çавăн пекех выльăх апачлĕх сенаж хывассипе малалла ĕçлеççĕ. Унта бригада халăхĕ тăрмашнине каларĕ С.Гурьева завсклад. Вăл – пыл хуçи те. Хыпалантарнă та хунă кăçал халăх Тенеяль пылне, уçланă-уçламан илсе пĕтернĕ.
Пылак çимĕç хыççăн кайса, кăштах пăрăнтăмăр-ха. “Сенажлăх массăна Андрей Гурьев вĕтетсе çулнине, ăна Андрей Андреевпа Сергей Сергеев механизаторсем турттарса тăнине, вĕтетнĕ курăка траншейăра Виктор Ильин “хурçă утпа” таптаса пусăрăнтарнине асăнса ĕлкĕреймерĕмĕр. Хĕл каçмалăх кунашкал пысăк ĕç çынсемсĕр, техникăсăр пулмасть. Тата кашни апатăн хăйĕн технологийĕ.
Çĕнĕ тырă кĕме тытăнсан, йĕтемре те ĕç шавĕ пуçланать.
Кĕр тыррисем акма пĕркунах çĕр кăпкалатса хатĕрлетчĕç, вăрлăхĕ куçса пыраканни те пур тенеяльсен.
Йăнтăрчăсем тенеяльсенчен маларах пуçăннă тырă çапма. “Лучăн” кĕр тыррисем пур пухса кĕртмелли. Машина-трактор паркĕ çывăхĕнчи кĕрхи тулла çурри çапса тĕшĕленĕччĕ эпир Йăнтăрчăра пулнă чухне. Владимир Ивановпа Виталий Евдокимов çапса тĕшĕлеççĕ СК–5 “Нива” комбайнпа. Чăн та, эпир пынă чухне “уй-хир карапĕн” тырă шнекне майлаштарса яратчĕç. Çапнă тырра уйран йĕтеме Олег Матвеев ГАЗ–53 машинăпа турттарнине каларĕç. Вăл та кунтахчĕ. Николай Тарасов та хăйĕн ЗИЛ–130 машинине юсаса хатĕрлетчĕ. Ăна йĕтемре кĕтеççĕ, имĕш.
Йăнтăрчăсен тырă çапса илмелли 300 гектара яхăн. Кĕр тырри те, çуртри те. Çавăнпа Çĕнçырмари В.Николаев фермер комбайнĕ те пырса çитнĕ терĕç пулăшма.
–Ÿсĕнтĕр тесе, çĕрлечченех тырă çапатпăр, ун хушшинчи ромашка нÿрленсе пĕтĕрĕнме тытăнсан чарăнатпăр”, – тет В.Иванов комбайнер.
Тухăç пирки сăмах хускатсан, мĕн çитĕннине пĕтĕмпех пухса илмелле ĕнтĕ, терĕç.
Кĕрхи вăхăтăн ĕç нумай: Александр Борисовпа Александр Тимофеев механизаторсем кĕр аки валли çĕр хатĕрлеме “хурçă учĕсене” юсаса йĕркелетчĕç.
И.ГЛАДКОВ.