Янтиковский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

21.07.2009 _ Утă-сенаж ытларах та пулĕ ("Хыпар")

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://yantik.cap.ru/

“Акконд-агро” фирма - Тăвай районĕнчи çамрăк пĕрлешÿсенчен пĕри. Вăл 2006 çулхи утă уйăхĕн 11-мĕшĕнче Шупашкарти “Акконд” кондитер фабрикин генеральнăй директорĕ Валерий Иванов çине тăнипе чăмăртаннă. Валерий Николаевич ентешĕсене обществăна çĕкленсе ура çине тăма çĕнĕ техника, оборудовани туянса панă. Выльăх-чĕрлĕх комплексне хута яма укçапа пулăшнă.

Фирмăна 2008 çултанпа Вячеслав Иванов ертсе пырать. Предприятие ăнăçлă аталантарма çĕршыври, республикăри семинар-канашлусене хутшăнсах тăрать. Эпир пулнă кун та вырăнта марччĕ вăл - Чăваш Енĕн делегацийĕпе Беларуçе тухса кайнăччĕ.

Пĕрлешÿ палăртнă тĕллевсене пурнăçа ăнăçлă кĕртсе аталану çулĕпе пырать: виçĕм çулхипе танлаштарсан пĕлтĕр кашни гектартан тырă илесси 4,2 центнер ытларах пулнă. Кашни ĕнерен сĕт суса илесси те ÿснĕ: 2007 çулта - 2716, пĕлтĕр 3889 килограмм. Беларуçре туяннă ăратлă ĕнесем малашне сĕт ытларах антарасса кĕтеççĕ. Хуçалăхăн 908 ĕне выльăх, сăваканни - 469. Кĕтÿ - çамрăк, ĕнесем пĕр хутчен çеç пăруланă. Паянхи кун талăкра вăтамран 14,3 килограмм сĕт суса илеççĕ. “Çитес çул сăвăм 18-20, малашне 26-30 килограма çитессе шанатпăр”, - тет Алексей Максимов тĕп зоотехник. Вăл Германири 8 уйăхлăх курсран пуян опытпа таврăннă. Халĕ çав пĕлÿпе ĕçре анлă усă курать.

“Акконд-агро” АПШра туса кăларнă “Case Magnym-310” тракторпа, Канадăра хатĕрленĕ “Flexi-Coil” комплекспа /агрегат 30 метра яхăн вăрăмăш/ тырă акрĕ. “Кунашкал техника республикăра та пĕрре”, - çирĕплетет Владимир Саперов тĕп инженер. Удобрени вăхăтра хывнăран, им-çам сапнăран уйсем таса, илемлĕ. Кĕрхисем тинĕсе аса илтереççĕ, “карапсене” йышăнма хатĕрленеççĕ. Çуртрисем те пучах кăларнă, юлашки çумăрпа хăвăрт çĕкленеççĕ.

Хуçалăхра халĕ хĕрÿ вăхăт. Выльăх апатне кăçал пĕлтĕрхинчен те ытларах янтăласшăн. “Çулпа çул пĕр килмест. Пĕлме çук, çитес çул типĕ пулсан ăçта кайса кĕрĕпĕр? Саппас кирлех, - тет Анатолий Михайлов тĕп агроном. - Пĕлтĕр çĕртме уйăхĕ çумăрпа савăнтарнăччĕ. Кăçал вара уяр тăчĕ. Тырра, пĕр çул ÿсекен курăксене иртерех акни, вĕсем вăхăтра тымарланса, вăйланса юлни кĕтнĕ тухăçа илме май пачĕ”.

Анатолий Николаевичпа хире çул тытрăмăр. Сергей Григорьев “КСК-600” комбайнпа курăк çулать. Алексей Козлов КамАЗне унпа тан пыртарать. Кузов тепĕр самантранах вĕтетнĕ курăкпа тулчĕ, водитель тулли машинăпа комплекс еннелле çул тытрĕ.

Беларуçре туса кăларнă хир карапĕпе ĕçлеме шутсăр çăмăл. “Кнопкăсем çине пусса çеç пыратăп, - кăмăллă Сергей Григорьев. - Таврара шăрăх пулсан та, кондиционер вырнаçтарнăран, кабинăра уçă. Ывăннине туймастăп”.

Сергей ку хуçалăхра пĕрремĕш çул çеç-ха. Унччен Ленин ячĕллĕ ЯХПКра вăй хунă. Тăрмăшра пурăнать. Кунта куçнин сăлтавне шалу ытларах тÿленипе çыхăнтарчĕ.

“Çамрăксем хастар. Ирхине çиччĕре хире тухаççĕ. Каçхине 8-9 сехетсенче çеç килĕсене таврăнаççĕ, - тет малалла тĕп агроном. - Комплекс çывăхĕнчи курăка пуçтарса илтĕмĕр. Кунти 146 гектар çинчине те темиçе кунра çулса пĕтересшĕн”.

Кăнтăрла çитрĕ. Николай Евдокимов “Газельпе” техĕмлĕ апат илсе килчĕ: ашлă купăста яшки, катлет, компот... “Елена Васильевна повар яланах тутлă хатĕрлет, - юратса çиет Николай Степанов водитель. - Каçхине вăл тепре килет. Выçă пурăнмастпăр”.

Силос епле хатĕрленипе те паллашрăмăр. Кунта Георгий Николаевпа Михаил Егоров трактористсем тăрăшаççĕ. Выльăх апачĕ хатĕрлес технологипе килĕшÿллĕн, силоса 5 кунран кая юлмасăр хатĕрлесе, лайăх пусăрăнтарса çиелтен ятарлă та çирĕп пленкăпа витмелле. Унсăрăн унăн пахалăхĕ чакать, пăсăлма та пултарать. Ĕçе Алексей Максимов тĕп зоотехник йĕркелесе тăрать, механизаторсене кирлĕ хушусем парать.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

 

Система управления контентом
429290 с.Янтиково, пр.Ленина, д.13
Телефон: 8(83548) 2-12-15
Факс: 8(83548) 2-12-15
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика