Ĕç кашкăр мар, вăрмана тармасть, теççĕ. Çакнах вырăсла тепĕр тĕрлĕ вăйлăрах та калаççĕ. Анчах çакнашкал каланипе хĕрÿ вăхăтра пушшех ниепле те килĕшме çук. Акă Тенеялĕнчи “Новый путь” ял хуçалăх кооперативĕнче пултăмăр эрнекун. Ĕçре çынсем. Бригадирпа складсен заведующийĕ будкăра ĕç пирки калаçатчĕç, Олег Львовичпа унăн хĕр-хĕрарăм ĕçтешĕсем йĕтем территорине тасатса типтерлеççĕ.
Александр Егоров механизатор Т-25 тракторпа процентлăх утă çулма кайма хатĕрленетчĕ. Валерий Андреев юлашки утта пуçтарса преслама наряд илнĕ, МТЗ-82 тракторĕ рулонлă пресс-подборщикпех ларать парк территоринче, уя тухса ĕлкĕреймен-ха. “Вăл ĕлкĕрет, ун пек сатур механизатор тупма хĕн”, – пĕр кăмăллă пулчĕç манпа калаçакансем. Валерий Сергеевича хам та пĕлетĕп-ха. Çуркунне, сăмахран, тăрăшсах тырă акатчĕ вăл, халĕ акă рулонлă преса кăкарнă. Вăл тĕркемлесе янтăланă рулонсенчен ферма çывăхĕнче урасем ÿссе ларнă. Маттур пулнăранах ĕнтĕ районти акатуйра та преми парса чысларĕç ăна. Яваплă ĕçсенче вăл ялан. Çакна, ман шутпа, хăй те лайăх туйса тăрать, тăрăшать.
Çулпа йĕплĕ МТЗ трактор иртрĕ. Андрей Гурьев пулчĕ ку, терĕç. Вăл фермăри пăрусене рулонлă утăпа тивĕçтерет иккен, йĕппи çавна тирсе илме кирлĕ. Тенеяль ферминче пăрусене çулла та кĕтĕве кăлармаççĕ, алă вĕççĕн тăрантараççĕ. Люцерна утисĕр пуçне выльăхсене пĕлтĕрхи сенаж та параççĕ. Сенажĕ траншейăран фермăна турттарса кайнă чухне çул çине ÿке-ÿке юлнă та, унран ырă шăршă сарăлать. Пахалăхĕ начар мар курăнать. Маларах пăрусем тенĕрен, сăмах çине тенĕ пекех, Надежда Дмитриевапа Наталия Васильева пăру пăхакансем фермăна васкатчĕç – çамрăк выльăхсем кăнтăрлахи апат кĕтеççĕ вĕсенчен. Амăшĕпе, Надежда Петровнăпа пĕрле, унăн кĕçĕн хĕрĕ Оля та пур. Вăл та, аппăшĕ пекех, амăшне фермăра тăтăшах пулăшнине каласа пачĕç манпа калаçакансем. Çапла ĕçе хăнăхса ÿсеççĕ çамрăклах. Хăйсем Йăнтăрчăри вăтам шкулта вĕренеççĕ иккен. Халĕ вара каникул – вĕренÿрен ирĕклĕ вăхăт.
Машина-трактор паркĕнчен уялла плуг çакнă МТЗ–1221 трактор çул тытрĕ. Сергей Сергеев механизатор пулчĕ унпа. Вăл тата гусеницăллă ДТ–75 тракторпа ĕçлекен Виктор Ильин ял çумĕнчи анана кĕрхи тырăсем акма сухаласа хатĕрлеççĕ. Çумăрсем хыççăн ана çемçелсе кăпăшланнă, сухалама ансатланнă. Иртнĕ кĕркунне кĕр тыррисем акайман тенеяльсем, кăçал вара, Ю.Д.Александров председатель каланă тăрăх, вĕсем ыраш та, тритикале те, кĕрхи тулă та вăхăтра акса хăварма ĕмĕтленеççĕ. “Вăрлăхĕсем те пур, вĕсене пахалăхне палăртма районти вăрлăх инспекцине тăратнă”, – терĕç Т.Г.Гурьева бригадирпа С.С.Гурьева завсклад.
Ку лайăх ĕнтĕ. Пĕлтĕр тимлесе çитерейменнине, ĕлкĕрейменнине кăçал тÿрлетме тăрăшаççĕ, малашлăха никĕслеççĕ.
Халĕ сухаласа кăпкалатакан аллă гектарлă уйăн пĕр пайне тислĕк те кăларнă. Тислĕкĕ ферма çывăхĕнче татах та пур. Ăна Владимир Ермолаев механизатор бульдозерпа тĕртсе купалать. Купара вăл лайăхрах пулса çитет, сиенсĕрленет, кунсăр пуçне вырăнĕ те типтерленет. Типтерлĕх, мĕнле калас, хамăршăн та, тавралăхшăн та лайăх.
Хуçалăхра утă хатĕрлесси вĕçленеймен терĕмĕр маларах. Пухса янтăлани те сахалах мар. Утçине хутшăннă çынсене процент панă хыççăн тÿрех сенаж хывма пуçласшăн тенеяльсем. Ăна валли хуçалăхра тырă хутăшĕ акнă, ытти те çук мар. Тырă хутăшĕ тенĕрен, вĕсене кăçал, тĕпрен илсен, чи малтан тенĕ пек акса хăварнă. Сенажлăх массăна çулма икĕ техника явăçтарас шухăшлă.
Тĕш тырă уйĕсем тĕрлĕрен. Лайăх, таса, куçа илĕртекен лаптăксем те, вăйсăртараххисем те пур. Маларах тата кăткăс удобрени парса акнă участоксем чылай курăмлăрах. Анчах минераллă удобрени пур лаптăкра та тивеймен кăçал, иртнĕ çултан юлнипе кăна усă курнă. Тырă уйĕсем вара, çакна асăрхамасăр тăма çук, тĕсне улăштарсах пыраççĕ, вырма вăхăчĕ çывхарсах пынине систереççĕ. Хальлĕхе вара, Тенеялĕнче кăна мар, ытти чылай çĕрте те комбайнсем патне алă пырса перĕнмен-ха.
Улăха ансан хуçалăхăн ĕне кĕтĕвне те асăрхарăмăр. Вăл Кĕтне юханшывĕ хĕррине тапăра пынăччĕ. Маларахри çулсенче ĕнесене ку вырăнта çуллахи лагерьте усратчĕç, кунне виçĕ хутчен сăватчĕç. 16–18 литртан кая мар сĕт паратчĕç ĕнесем. Халĕ каçхине фермăна хăваласа килеççĕ, кунне иккĕ сăваççĕ. Çавăнпа сĕчĕ те, паллах, унчченхине çитеймест. Анчах, ĕнесен йышĕ иртнĕ çулхинчен чакнă пулсан та, сăвăм умĕнхи çулхинчен пысăкрах пулнине каларĕ председатель. Продукцишĕн тăрăшсах, белоклă культура – соя акнă выльăх апачлĕх. Пĕлтĕр ăна выльăхсен апат рационне кĕртсен сĕт сисĕнмеллех хушăннине каларĕç.
Тенеялĕнчен Тăвайне килнĕ чухне Йăнтăрчă уйĕнче чарăнтăмăр. Кунта Александр Осипов фермер хăйĕн çĕрулми анине опрыскивательпе фитофторăпа колорадо нăрринчен имçамсем сапатчĕ. Лаптăкĕ 40 гектартан кая мар пулнине каларĕ Александр Александрович. “Паян имçам сапса пĕтеретпĕр те, ыран-тепĕркун çĕрулми речĕсене виççĕмĕш хут купалатпăр” – терĕ. Çум курăксемпе сахал мар кĕрешме тивнĕ пулсан та, çĕр улми начар мар çитĕнет. Тухăçшăн тăрăшса удобрени те лайăх панă ăна. Юнашарах – хĕрлĕ чĕкĕнтĕр лаптăкĕ. Вăл аван шăтнă, анчах ани гербицид сапнине пăхмасăр питĕ çумлă, çавăнпа чĕкĕнтĕрне хĕн килет. Чăн та, халĕ çумлаççĕ. Çак ĕçе районти ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă хĕрарăмсене явăçтарнă. Геннадий Фомин бригадир та вĕсемпе пĕрле. Фермер кашни ĕçленĕ куншăн укçа тÿлет вĕсене, центр фермера укçа куçарса парать.
Урпа уйĕ те кунтах фермерăн. Вăл таса та хÿхĕм çитĕнет. Вăхăтра акнă, удобрени панă, çум курăксене хими препарачĕпе пĕтернĕ. Урпа пысăк тухăçпа савăнтарасса шанма пулать.
Йăнтăрчă çаранĕ енче кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлеттерет. Хăйĕн çĕнĕ МТЗ тракторĕпе имçам сапать пулсан, çĕр хатĕрлеме Йăнтăрчă ял çыннипе Андрей Исаевич Андреевпа килĕшÿ тунă-мĕн. Вăл хăйĕн тракторĕпе тата БДТ-3 дисклă сÿрепе çĕр кăпкалатса парать. Шарлă çырми хĕрринченех пулĕç кĕр тыррисем, пурĕ 100 гектар.
Сăхăтпуçĕнче те тырă акса тăвать фермер. Хăй вăл тушкилсем. Анчах унта та, кунта та ĕлкĕрме тăрăшать. Сăхăтпуçĕнче 150 гектар кĕрхи тулă, тепĕр çавăн чухлĕ çуртрисем çитĕнеççĕ. Пурне те удобренипе акнине каларĕ. Кунтах 110 гектар кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлесе хунă. Çитес çул 30 гектар çинче соя туса илме те ĕмĕтленет. Вăл тупăшлă культура. Ăна валли çĕрне халех хатĕрленĕ, çум курăксене пĕтерме кăпкалатса тăрать. Соя уйĕ чи малтанах çум курăкран таса пулмаллине палăртаççĕ специалистсем. А.Осипов çакна тĕпе хурса ĕçлеме тĕв тунă хăйне хăй. Ĕçсене вăхăтра туса пыма май килтĕр тесе, кустăрмаллă тепĕр трактор туянма шухăшлать. Нумаях пулмасть кивĕрех копалка сутăн илнĕ. Ку вăл çакăн йышши иккĕмĕш техника. Минераллă удобренисемшĕн хальтерех субсиди пани те пулăшнă ăна.
Çанă тавăрса ĕçлесен, йĕркелеме, пурнăçа ăнтарса пыма пĕлсен, ÿсĕнет авă.
И. Гладков.