Янтиковский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2006.08.01 Владислав Ананьев йывăçĕсем

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://yantik.cap.ru/

Тенеяль – Кĕтне шывĕ тăрăхĕнче тĕпленнĕ ял. Уйсем, сăр-тсем, вăрмансем, улăх-çаран, çырма-çатра – çаксем пурте пур ку таврара. Аяларах, лапамра – Тенеяль хуторĕ – Октябрь выçăлкки вырнаçнă. Çулла уйрăмах ырă кунта, çăтмахри пек: чечек-курăк, пыл пек сывлăш, улăх-çаран, шăнкăр-шăнкăр çăлкуç, шыв... Кĕскен каласан, канаканшăн – ырлăх. Анчах ял çынни канма хăнăхман çав, кунĕн-çĕрĕн тăрмашать, шăрчăк тусла, çу иртнине те сиссе юлаймасть.

Тавралăх илемлĕ терĕмĕр Тенеяльпе Октябрь выçăлкки тав-рашĕнче. Ял çумĕнчех – хуçалăх вăрманĕ. “32 гектар йышă-нать вăл пирĕн, ” – терĕ, манăн шухăша вуласа пĕлнĕн, “Но-вый путь” хуçалăх ертÿçи Ю.Д.Александров. Хутăш вăрманпа пыруçăн, карта тытса çавăрнă вырăна çитсе тухрăмăр. “Кунта хыр калчисем лартнă-ха, карта тытса вĕсене хÿтĕленĕ”, – ăн-лантарчĕ председатель. Вăрмана вăй çитнĕ таран типтерле-се-йĕркелесе тăнине каларĕ. Вăрманти уçланкăрах çуллен акатуй ирттереççĕ хуçалăх ĕçченĕсем. Çав кун уçланкăра су-ту-илÿ тăвакансем те йышлăн пулаççĕ. Хастар çынсене ял хуçалăх кооперативĕ парнесем парса чыслать. Юрă-кĕвĕ, вăйă-кулă – çак кун пурин те кăмăл уçă. Вăрман та ырă.

–Сăмах майăн каласан, эпир хуçалăх вăрманне пăхса тăма ятарласа лесник те тытатпăр, – пĕлтерчĕ ертÿçĕ.

Вăл ял старости Владислав Николаевич Ананьев пулчĕ. Эпир вăрмантан тухса курăк пуссинче чарăнса илнĕ чухне пиртен кăштах инçерехре çын тăрмашнине асăрхарăмăр. “Шăпах эпĕ калакан Владислав Ананьев вăл, выльăх масарĕ тавра çÿллĕ карта тытса çавăрас тесе тăрăшать хальхи вăхăтра”, – терĕ Юрий Демьянович.

Вăрманта куккук сасси илтĕнет. Вăл утă уйăхĕнче авăтма пă-рахать, теççĕ.

Люцерна пусси хĕвелтухăçнелле самаях тăсăлать. Аяккарах йывăçсем курăнаççĕ. “Хăрпар çырми унта пирĕн, йывăçĕсене вара Владислав Ананьев лартнă. Ун пек вырăнсем татах та пур колхоз çĕрĕнче. Владислав ытти çĕрте те йывăçсем чĕртнĕ. Уйрăмах – шыв çурса пыракан çырмасен пуçĕсенче. Эрозие чарма лартать вăл йывăçсене. Хăй ирĕкĕпех лартать. Кайран вĕсене карта тытсах çавăрать. Ÿркенмест. Хуçалăх та май килнĕ таран пулăшма тăрăшать ăна, материалсемпе тивĕçтерет, тÿлет”, – каласа парать кооператив председателĕ. Вăл асăннă вырăнсенчен пĕринче – Мишша çырминче хам та пулнă. Унта çын аллисемпе лартса ÿстернĕ йывăçсем çырмана епле çирĕплетсе тăнине хам куçăмсемпе курса ĕненнĕ. Çырмара шыв юххисем те тунă, пĕчĕк çатан картасем те тытнă хăй вăхăтĕнче. Çаксем пурте эрозие вăйсăрлатма, çăварлăхлама май параççĕ. Владислав Ананьев, çут çанталăк тусĕ, вырăнти условисенче эрозипе епле кĕрешмелли майсе-не пĕлсе тăрать, çав ĕçсене халăхпа пĕрле те, хăй тĕллĕн те тăвать. “Вăрман хуралçи пулнă май, вăрманта шăнкăрч вĕллисем те сахал мар туса çакнă вăл”, – хаваспа пĕлтерет ун пирки кооператив председателĕ.

Владислав Ананьева ятарласа ырлас шухăш-кăмăлпа çырмастăп эпĕ ку йĕркесене. Манран ытла ун пирки тенеяль-сем хăйсем лайăхрах пĕлеççĕ. Анчах вăл тăвакан ĕçсене те курмăш пулса тăма çук. Пурнăçра пурте хăй тĕллĕн пулса пы-масть. Нумайăшĕшĕн çынсен хăйсен тăрăшма тивет. Влади-слав Ананьев тавралăхшăн, çут çанталăкшăн тимлесе тăвакан ĕçсем вара пархатарлă. Ку тĕлĕшпе эпĕ тĕл пулса калаçнă Тенеяль çыннисем те манпа пĕр шухăшлă тата хаваспах çапла калаççĕ: “Ку йывăçсене Владислав Ананьев лартса чĕртнĕ”, – теççĕ.

Ытларах та ытларах çын пирки çапла калама май килсен, мĕн тери лайăх пулмалла.

 

Система управления контентом
429290 с.Янтиково, пр.Ленина, д.13
Телефон: 8(83548) 2-12-15
Факс: 8(83548) 2-12-15
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика