Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://yantik.cap.ru/
Тăвайри ача-пăча искусствисен шкулĕнче ĕçлекен Елена Иванова - Чăваш Ен Пуçлăхĕн ятарлă стипендине тивĕçнисенчен пĕри. Вун пиллĕкĕн вĕсем районта.
Елена Николаевна - аслă категориллĕ преподаватель. Вунă çул ытла ачасене юрă-кĕвĕ тĕнчин вăрттăнлăхĕсене алла илме пулăшать. Йăл кулăллă, пурне те пĕлме ăнтăлакан хĕрачасем çине пăхса, хăйне амăшĕ 3 класра чухне музыка шкулне çавăтса килнине пĕрре çеç мар куç умне кăларнă. Фортепиано уйрăмĕнче вĕреннĕ вăхăтра пуçласа сцена çине тухни те асрах-ха. Халĕ хăй музыкăн асамлă вăйĕпе ача-пăчан шалти туйăмĕсене çутатать, тĕнчене илемлĕрех курма, ырă та тỹрĕ чунлă пулма вĕрентет.
"Веселые нотки", "Серебряный дождь" ятлă ансамбльсем чăмăртаннă çамрăк юрăçсенчен.
-Вĕрентекенĕ те, вĕренекенĕсем те чăннипех мухтава тивĕçлĕ, - терĕç искусство шкулĕнче вĕсем пирки.
Елена Иванова çавăн пекех районти учительсен хорне те ăнăçлă ертсе пырать. Муниципалитет шайĕнчи "Живи и помни" ятлă патриотла юрăсен конкурсĕнче 2014-2015 çулсенче çĕнтернĕ, республикăри вĕрентекенсен хорĕсем хушшинче тăвайсем пĕрремĕш вырăна тухнă.
Елена Николаевнан професси ăсталăхĕ çỹллĕ шайра пулнине район, регион, халăхсем хушшинчи конкурссенче ỹсĕмсем туни те яр-уççăн çирĕплетет. Вăл - Пĕтĕм тĕнчери "Тайна таланта" конкурс-фестиваль призерĕ, "Лучший преподаватель" номинаци дипломанчĕ, "Талант-2016" телеинтернет-проект конкурсăн II степеньлĕ лауреачĕ, Пĕтĕм Раççейри "Пултарулăх тĕнчи" конкурс призерĕ. Унсăр пуçне пĕлтĕр кăна фестиваль-конкурссенче тăватă хутчен малтисен йышне кĕнĕ. Ачисене илес пулсан, юлашки çулсенче икĕ ансамблĕ те вун-вун сумлă конкурссенче çĕнтерсе Тăвай ен чысне çỹле çĕкленĕ.
Ăçта кăна çитсе курмаççĕ-ши шăпчăк сассиллĕ çамрăк артистсем? Кашни музыка конкурсĕнчен лауреатсем, дипломантсем пулса таврăнаççĕ. Çакна çирĕплетсе вĕсенчен хăшне-пĕрне кăна асăнар-ха: "Навстречу звездам" ятлă ачасемпе çамрăксен Пĕтĕм тĕнчери вокалпа хореографи конкурсĕ, "Спой ты мне про войну" патриотла юрăсен, Пĕтĕм Раççейри çамрăк юрăçсен, "Шуçăм", "Иволга", "Кумир эстрады-2016" конкурссем, регионсем хушшинчи "День Победы" фестиваль...
"Серебряный дождь" ансамбль тăватă çул ĕнтĕ республикăри ялти çамрăксен художество пултарулăх фестивалĕн çĕнтерỹçи.
Е.Иванова музыка пĕлĕвĕ паракан ушкăнсене тĕрлĕ ỹсĕмри 32 ача çỹрет. Ертỹçĕ занятисенче юрлама, музыка инструменчĕсемпе выляма хăнăхтарнисĕр пуçне сцена çинче епле тытмаллине те вĕрентет. Уроксенче хальхи технологи хатĕрĕсемпе усă курни те килĕшет ачасене. Юратаççĕ вĕсем хăйсен вĕрентекенне. Чăннипех те ачасемпе ĕçлеме çуралнă вăл. Чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхипе, ăш пиллĕхĕпе туртать пĕчĕкскерсене хăй патне. Ача кăмăл-туйăмне кура уйрăмшарăн ĕçлессине йĕркеленĕ. Çемье пултарулăхне сарассине те тимлĕхе хурать. Ашшĕ-амăшĕпе те тачă çыхăнура. Чăваш халăхĕн ырă йăли-йĕркисене упрас, малалла аталантарас ĕçе хăйĕн тỹпине хывать. "Наци тумĕллĕ çамрăк юрăçсене пур çĕрте те хапăллăн йышăннине курма питех те кăмăллă", - тет вăл.
"Веселые нотки", "Серебряный дождь" ансамбльсем хутшăнмасăр Тăвайĕнче сахал мероприяти иртет пулĕ. Акă, ЗАГСра çамрăк çемьесене, сумлă юбилярсене чыслаççĕ - Елена Николаевнан юрă ăстисене яланах хавас унта. Аслă Çĕнтерỹ, ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен, ваттисен е ытти паллă кунсенче, сăмахран, акатуйра, ял уявĕсенче хăйсен пултарулăхĕпе килентереççĕ халăха.
Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендиачĕ Елена Иванова хăйĕн кун-çулне ачасене вĕрентессипе çыхăнтарнăшăн пĕрре те ỹкĕнмест. Чун туртнипе суйланă-çке çак ĕçе. Музыка учителĕ пулас ĕмĕтпе çунатланнăскер, малтан Канашри педагогика колледжĕнче вĕреннĕ, унтан, ĕçленĕ хушăрах, Шупашкарти педагогика университетĕнче пĕлỹ илнĕ.
Ĕçри çитĕнỹсемшĕн Е.Иванована вĕрентỹ пайĕн, район администрацийĕн, Чăваш Республикин культура министерствин Хисеп грамотисемпе наградăланă.
Черченлĕхĕпе, уçă кăмăлĕпе, ăшă сăн-сăпачĕпе илĕртнĕ пулĕ хĕр Тăвай каччине Андрей Витальевич Иванова. Çуралнă кĕтесрех йăва çавăрнă вĕсем. Хĕр пĕрчийĕ Ксюша тепĕр çултан шкула чупма пуçлĕ, акă. Халĕ вара садике леçеççĕ ăна. Ашшĕпе амăшĕ ерçеймен чухне кукамăшĕ, Валентина Гумаровна, пулăшма васкать. Аленăпа йĕкĕреш Алеша та çемьеленнĕ, йыш та хушăннă нумаях пулмасть. Ывăлĕ аслă вĕренỹ заведенийĕ пĕтернĕ, врач профессине илнĕ. Уншăн та, Елена хĕрĕ стипендиат пулнишĕн те хĕпĕртет амăшĕн чĕри. Ăнăçу пултăр малашне те ачасен хастар вĕрентекенне.
Тăвай çĕрĕ культурăпа искусство çыннисенчен пуян. Талантсене вăхăтра асăрхаса малалла аталанма пулăшаççĕ те Е.Иванова пек пуçаруллă вĕрентекенсем.
Р.ШУМОВА.
АУ «РЕДАКЦИЯ ЯНТИКОВСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ «ЯЛ ĚÇЧЕНĚ» («СЕЛЬСКИЙ ТРУЖЕНИК») МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИ