Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://yantik.cap.ru/
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче нимĕç фашисчĕсене Мускав патĕнче çĕнтернĕренпе 75 çул тултарчĕ. Çав çĕнтерỹ 1941-1945 çулсенчи вăрçă историйĕнче хăйне уйрăм вырăн йышăнать.
Совет Союзĕ çине тапăнса кĕриччен Гитлер вăрă-хурахĕсем пĕтĕм Европăна тенĕ пек çăмăллăнах хăйсен айне пĕтĕрсе чикнĕ. Анчах ку хутĕнче фашистсем совет халăхĕн хăюлăхĕпе паттăрлăхĕ çинче такăннă. Хĕле кĕриччен Мускава ярса илме ĕмĕтленекен нимĕç каппайчăкĕсене Тăван çĕршывăн тĕп хули патĕнче тытса чарнă кăна мар, вĕсене унтан сирсе ывăтма пултарнă. Çак пулăм совет çыннисен вăрçăра çĕнтерес шанăçне çĕнĕ хăват хушса панă, иккĕленекенсем иккĕленме пăрахнă. Тăван çĕршыв вилĕмле хăрушлăх умĕнче те пуçа çухатман. Фронтпа тыл пĕрлĕхĕ, халăхсен туслăхĕ хăрушă тăшмана аркатса тăкма май панă. Мускав патĕнчи çапăçусем малашнехи тытăçусен шăпине татса панă. Сталинград, Курскпа Орел пĕкки, Крымпа Кавказ, Днепр урлă каçни... Вăрçă хумĕ каялла анăçалла куçнă, юлашкинчен тăшман йăви - рейхстаг çине совет салтакĕсем Хĕрлĕ ялав çакнă.
4418 кунпа çĕре пынă вăрçăра совет халăхне тем те тỹсме тивнĕ. Ура айĕнче çĕр çуннă, металл шăраннă, пиншер хулапа яла тăшман бомбисемпе снарячĕсем ишĕлчĕк айне тунă, мĕльюншар çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, ачасем тăлăха юлнă, ашшĕ-амăшĕ ывăлĕ-хĕрĕсене каялла кĕтсе илеймен. Мĕн чухлĕ куççуль юхман-ши çав çулсенче совет çыннисен? Çĕр чăмăрĕ çинчи нихăш вăрçăра та çавăн чухлĕ çын пĕтмен.
Телее, пирĕн хушăра çав хаяр çапăçусене хутшăннă, çĕнтерĕве çывхартнă çынсем теплерен халĕ те тĕл пулаççĕ. Акă вĕсенчен пĕри Кивĕ Пуянкассинче çуралса ỹснĕ, халĕ Мускав облаçĕнчи Щелково хулинче пурăнакан 99 çулхи Иван Матвеевич Краснов. Отставкăри подполковник, Мускав облаçĕн хисеплĕ ветеранĕ вăрçа хăйĕн взвочĕпе Литва республикинче кĕнĕ. Ржев патĕнче тăшман ункине тăрса юлнă. Çавах та каçсерен вăрттăн куçа-куçа, полк хамăрăннисем патне тухнă. Алферово çывăхĕнче Волоколамск-Мускав шоссене хỹтĕлеме хутшăннă. Аманнă, пĕрремĕш хут "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн" медале тивĕçнĕ. Кĕске вăхăт çар госпиталĕнче сипленнĕ хыççăн каллех строя тăнă. Пирĕн çарсем контрнаступление куçнă, Можайскпа Гжатск еннелле тапăнса пынă. Тăшман вăйлă çирĕпленсе ларма ĕлкĕрнĕ, окопсене вырнаçнă, дотсемпе дзотсем, пулемет йăвисем туса тултарнă, çĕр ăшне чавса лартнă танксенчен персе тăнă. Пирĕн çарсем чĕркуççи таран юра ашса ăçта чупнă, ăçта хырăмпа малалла шунă. Черетлĕ атака вăхăтĕнче Иван Краснова снаряд ванчăкĕ амантнă. Каллех госпиталь, анчах çамрăк организм, тăшмана хăвăрт çĕнтерес хавха сурана хăвăрт ỹт илме пулăшнă, вăл строя таврăннă. Хальхинче ăна 16-мĕш çар йышĕнче рота шанса панă. 1942 çулхи февралĕн 22-мĕшĕнче Чернышино ялĕшĕн хаяр çапăçусем пынă. Пирĕн ентеш йывăр аманнă. Ку хутĕнче ăна самолетпа Тула хулинчи госпитале ăсатнă.
Сипленсе тухсан ăна Хĕвел анăç фронт валли командирсем хатĕрлекен курса вĕренме янă. Кĕске вăхăтлăх курс хыççăн вăл батальон йышăнать, Курскпа Орел пĕккинчи çапăçусене хутшăнать, 4-мĕш хут аманать. 3 е унтан ытларах аманнă офицерсене фронта яман. Сурансем сипленсен Иван Краснов тĕрлĕ штабсенче, оборона министерствин статистика управленийĕнче службăра тăнă, Мускав облаçĕнчи Серебряно-Прудск районĕнчи Щелковăри çар комиссариачĕсенче ĕçленĕ, çар комиссарĕсен çумĕ пулнă. Отставкăна тухсан та Иван Матвеевич ĕçсĕр ларман, обществăлла апатлану системинче тăрăшнă.
Мăшăрĕпе иккĕшĕ пĕр хĕр пăхса çитĕнтернĕ. 70 çул пĕрле туслăн, пĕр çăвартан пурăннă. Елена Федоровна, шалкăм çапнăскер, 2013 çулта çĕре кĕнĕ. Иван Матвеевича Люба ятлă хĕрĕпе мăнукĕ пăхса тăраççĕ. Мухтавлă ентешĕмпе эпир 10 çул ытла çыхăну тытатпăр. Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултарнă ятпа Иван Краснов хăй утса тухакан кун-çула альбом-кĕнекере сăнласа пачĕ. Вăл Щелковăра кăна мар, Мускав облаçĕпех сумлă ветерансенчен пĕри. Ун çинчен "Комбат, не мучайся былым" юрă çырнă. Иртнĕ çул вĕçĕнче вара вырăнти тележурналистсем Мускав патĕнчи çĕнтерỹ 75 çул тултарнине халалласа Иван Матвеевич Краснов çинчен кĕске метражлă фильм кăларнă. Унта фронтовик асаилĕвĕсене, çемье архивĕнчи сăн ỹкерчĕксене, вăрçă эпизочĕсене кĕртнĕ. Халĕ кĕнеке-альбомпа фильм копийĕ фронтовик вĕреннĕ Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕнче те упранаççĕ. Çав материалсемпе ачасене патриотла воспитани парас ĕçре анлăн усă кураççĕ. Кивĕ Пуянкассинчи Красновсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине виççĕнтен хутшăннă: Матвей Красновпа унăн ывăлĕсем Иванпа Василий. Аслă ăру çыннисен вăрçăри паттăрлăхĕ çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать.
И.СОЛОВЬЕВ.
АУ «РЕДАКЦИЯ ЯНТИКОВСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ «ЯЛ ĚÇЧЕНĚ» («СЕЛЬСКИЙ ТРУЖЕНИК») МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИ