Янтиковский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

16.05.2017 _ АТТЕ-АННЕ - КИЛ ĂШШИ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://yantik.cap.ru/

2017 çул Чăваш Республикинче Амăшĕпе ашшĕн çулталăкĕ . Майăн 15-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери Çемье кунĕ. Ăна ООН-ăн Генеральнăй Ассамблейи 1993 çулхи сентябрĕн 20-мĕшĕнче йышăннă резолюципе килĕшỹллĕн ирттерме палăртнă. Çак икĕ пулăма халалласа Тушкилти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн 8-мĕш класĕнче хаваслă уяв иртрĕ. Илемлĕ зала  ачасемпе ашшĕ-амăшĕ пухăнчĕç. «Атте-анне - кил ăшши» темăпа килĕшÿллĕн ачасем янăравлă юрăсем шăрантарчĕç, сăвăсем каларĕç, синквэйн, кластерсем турĕç,ашшĕ-амăшне ырă сăмахсем каласа савăнтарчĕç. Арçын ачасем ашшĕсем пек çирĕп те патвар, хĕр ачасем вара амăшĕсем пек ырă чунлă та ĕçчен пуласшăн пулнине палăртрĕç. Çавăн пекех уявра интереслĕ вăйăсем, конкурссем иртрĕç.

«Кашни ҫыншăн ҫĕр ҫинче чи хакли - атте-анне. Аннесĕр пурнăҫ кичем, аттесĕр ҫутă мар. Ҫавăнпа та атте-аннене, ҫывăх тăвансене хисеплесе пурăнасчĕ, вăхăтĕнче вĕсене тав тума пĕлесчĕ, нихăҫан та кӳрентерес марччĕ.Атте-анне-кил ăшши.

                                                   Аттепе анне пулсассăн

                                                  Пуринчен те эпир пуян!»-тесе çирĕплетрĕç саккăрмĕшсем. 

 

Система управления контентом
429290 с.Янтиково, пр.Ленина, д.13
Телефон: 8(83548) 2-12-15
Факс: 8(83548) 2-12-15
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика