Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://yantik.cap.ru/
Районти тĕп больницăра 35 çула яхăн куç врачĕнче тăрăшать Людмила Александровна Павлова. Ĕçтешĕсем те, сипленекенсем те ырă сăмахсем кăна калаççĕ ăста тухтăр пирки.
Ĕнер те халăх йышлăччĕ кабинет умĕнче: пĕрисем куç кураслăхне тĕрĕслеттерсе куçлăх çыртараççĕ, теприсен медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла, операци тутарса килнисем сывлăхне тĕрĕслеттересшĕн, хăшĕсем Шупашкара операцие кайма направлени çыртараççĕ. Нумайăшне амбулатори сиплевĕпе кунтах тивĕçтерет врач. Сĕнỹ-канашпа те яланах пулăшма хатĕр вăл. Чылайранпа Л.Александрова медсестрапа пĕрле килĕштерсе ĕçлеççĕ.
Шкул вĕреннĕ чухнех врач пулма ĕмĕтленнĕ Тĕмер хĕрĕ. Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн тăван района таврăннă дипломлă специалист. Сывлăх хуралĕнче ĕçлеме Турă панă пархатар та кирлĕ. Çутçанталăк вара ăна пысăк пуянлăх парнеленĕ - чун ăшши, ыр кăмăллăх, çепĕçлĕх. Кирек кампа та пĕр чĕлхе тупать. Йывăрлăхра яланах сăмахпа та, ĕçпе те хавхалану кỹрет. "Людмила Александровнапа калаçнă хыççăн чунра шанчăк çуралать",- теççĕ пациентсенчен чылайăшĕ.
Канашри узел больницинче те Тăвай енри куç тухтăрĕн ăсталăхне, пысăк яваплăхне палăртаççĕ. Мăшăрĕ Николай Гаврилович та кунта медицина оборудованийĕсене пăхса тăрас енĕпе вăй хурать.
Паян, пысăк технологисем ĕçе кĕрсе пынă май, çĕннине алла илсе пыма тимлемелле. Л.Павлова тĕрлĕ курссенче ĕç опытне ỹстерет. Иртнĕ уйăхра кăна Мускавран вĕренсе килчĕ. Кỹршĕри район больницинче куç врачĕ пулманран виçĕ çул хушши (эрнере пĕр кун) кунти çынсене пулăшма çỹрерĕ. Паянхи кунчченех тав тăваççĕ ăна вăрмарсем.
Унăн ĕçри хастарлăхне тивĕçлипе хакланă. Район шайĕнчи, республикăри, Раççей Федерацийĕнчи сывлăха сыхлас ĕç Министерствисен Хисеп грамотисемпе наградăланă. Мăшăрĕпе виçĕ ача пăхса ỹстернĕ вĕсем.
Район хаçачĕн тусне паллă юбилей ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, ăнăçу, çемье телейĕ сунатпăр.
Р.ШУМОВА.
Е.ШИБАЛОВ сăн ỹкерчĕкĕ.