Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://yantik.cap.ru/
Лия Николаевна Афонова Тенеялĕнче çуралнă. Учитель пулас ĕмĕт ăна И.Я.Яковлев ячĕллĕ Шупашкарти педагогика институтне илсе çитернĕ. Конкурс витĕр ăнăçлă тухса ял хĕрĕ студентсен ретне тăнă. 1977 çулта аслă шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă дипломлă специалист валли хамăр районтах ĕç тупăннă. Чутейри вăтам шкул коллективĕ биологипе тата химипе вĕрентекене ăшшăн йышăннă.
Çапла 39 çул пĕр улшăнмасăр çак шкулта вăй хурать Лия Николаевна. 62 çулта пулин те юратнă ĕçĕпе сывпуллашма васкамасть-ха. Ырă кăмăллă та сăпайлăскере ачасем юратаççĕ, ашшĕ-амăшĕ хисеплет.
"Ăста вĕрентекенĕн ачисем те пултаруллă. Тарăн пĕлỹ парассишĕн, çамрăксене тĕрĕс çул çине тăма пулăшассишĕн вăй-халне шеллемесĕр ĕçлет, - теççĕ ун пирки ĕçтешĕсем. -Вăл ертсе пыракан биологи кружокне те кăмăлласа çỹреççĕ".
Л.Афонова вĕренекенĕсем çулленех районти олимпиадăсенче çĕнтерỹçĕсемпе призерсен йышĕнче. Республика шайĕнче те аван пĕлỹпе палăраççĕ.
Юратнă учителĕн ĕçне тăсакансем те сахал мар. Тинтерех шкул пĕтернĕ хĕрсем - Алевтина Чайкина, Ангелина Шамбулина, Татьяна Походкина, Мария Михайлова хăйсем суйласа илнĕ професси вĕренĕвĕнче шкулта биологипе, химипе тарăн пĕлỹ илни мĕн тери пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса, Лия Николаевнана ăшшăн тав тăваççĕ, ĕçре ăнăçу сунаççĕ. Учитель кунĕ умĕн уяв саламĕсем килсех тăраççĕ. Çакă мар-и-ха ĕнтĕ пархатарлă ĕçĕн хаклавĕпе чыславĕ!
Хисеп хучĕсем сахал мар Лия Николаевнан. 2002 çулта "Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле професси вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" ята тивĕçнĕччĕ.
Л.Н.Афонова çемйи пирки пĕр-ик сăмах. Мăшăрĕпе 3 ача пăхса ỹстернĕ вĕсем. Виççĕшĕ те аслă пĕлỹ илнĕ, ĕçлеççĕ.
Лия Николаевна - çамрăк учительсемшĕн ырă вĕрентỹçĕ. "Сывлăхăр çирĕп пултăр сирĕн", - теççĕ вĕсем ырă сунса хăйсен ĕç наставникне.
Сăмах май каласан, Лия Николаевна кун-çулне шкул ĕçĕпе çыхăнтарни ăнсăртран мар ĕнтĕ. Вăл учительсен çемйинчен. Амăшĕ Перасковья Ильинична Йăнтăрчă шкулĕнче 40 çула яхăн ачасене чăваш чĕлхипе литературине юратма, тăван халăхăмăрăн ырă йăлисене упрама вĕрентнĕ. Ашшĕ Николай Миронович пуçламăш классен учителĕнче нумай çул тỹрĕ кăмăлпа тăрăшнă. Ял-йыш вĕсене сума сунă.
Л.МИХАЙЛОВА. Чутей шкулĕ.