Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://yantik.cap.ru/
Григорий Филиппович Филипповăн пултарулăхĕ иртерехех палăрнă. Вăл 1926 çулхи сентябрĕн 14-мĕшĕнче Вăтаялĕнче вăтам хресчен çемйинче çуралнă. Ялти пуçламăш, Тĕмерти вăтам шкулсенче вĕреннĕ. 1948 çулта Саратоври консерватори çумĕнчи чăваш опера студине вĕренме кĕнĕ. Çав вăхăтрах Карл Маркс ячĕпе хисепленекен драма студине те çỹренĕ.
"Тĕрĕссипе каласан, манăн летчик пулас килетчĕ, - тенĕ Григорий Филиппович, - анчах та урăхла пулса тухрĕ. Шупашкарти музыка училищинче Саратоври консерватори çумĕнчи чăваш опера студине вĕренме кайма çамрăксене пуçтаратчĕç, эпĕ вара унта кăсăкланма кăна кĕрсе тухас терĕм. Эпĕ юрлама юрататтăм, тĕрĕслесе пăхчăр-ха тесе шухăшларăм".
-Ăçтан эсĕ, миçере? - ыйтать сасă тĕрĕслекен çамрăках мар кăмăллă арçын. Каласа патăм.
-Ну, мĕнле юрă юрласа паратăн? - терĕ. Эпĕ вăйлă сасăпа "Ан авăн, шĕшкĕ" юрра янăратрăм.
- Майĕпенрех, майĕпенрех эсĕ, ачам, хăлхасăр хăваратăн, _ терĕ çав çын (каярах вăл В.П.Воробьев композитор пулнине пĕлтĕм).
Унтан хăлха сасса мĕнле уйăрнине, ритм тĕрĕслерĕç. Çавăн хыççăн ним шухăшламан çĕртен вĕренме кайма лекрĕ.
1949-1954 çулсенче Г.Филиппов республикăри куçса çỹрекен колхоз театрĕнче ĕçленĕ.
1954-1992 çулсенче, 38 çул хушши, К.В.Иванов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче артист пулса вăй хунă. Драма театрĕн администраторĕ те пулнă.
Драма театрĕнче ĕçленĕ вăхăтра Григорий Филиппович 100 ытла тĕрлĕ сăнар калăпланă. Ян Райнисăн "Вĕр, вăштăр çил" лирикăллă драминче Улдыс, Ф.Шиллерăн "Хаярлăхпа юрату" трагедийĕнче Фердинанд, "Кай, кай, Ивана" комедире Хĕветĕр тата Иван сăнарĕсене, А.Островскин "Хăв пурăнас килнĕ пек ан пурăн" драминче Петĕр, П.Осиповăн "Икĕ каччăн пĕр шухăш" комедийĕнче Петĕр сăнарĕсене калăпланă.
Драма театрĕпе Мускавра виçĕ хутчен, Ленинградра, Хусанта, Ульяновскра, Самарта, Воронежра тата ытти хуласенче гастрольсенче пулнă.
РСФСР халăх артисчĕпе Виктор Родионовпа пĕрле Григорий Филиппов телевиденипе чылай çул сатирăпа юмор передачисем ертсе пынă. Вĕсене куракансем хапăлласа йышăннă.
Нумай çул тỹрĕ кăмăлпа тата пултаруллă ĕçленĕшĕн Г.Филиппова "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ" хисеплĕ ят панă, виçĕ хутчен Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе, СССР, РСФСР Культура министерствисен Хисеп грамотисемпе наградăланă.
1992 çулта Григорий Филиппович тивĕçлĕ канăва тухнă. Анчах канăçсăр чĕреллĕ артист вăхăта хваттерте ларса ирттереймен - çав çулах Чăваш опера театрĕ чĕннипе театр директорĕн çумĕ пулса ĕçлеме тытăннă.
Пурăннă пулсан вăл кăçалхи сентябрĕн 14-мĕшĕнче 90 çул тултаратчĕ.
В.РОДИНА. Тăвайри тĕп библиотека.