Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://yantik.cap.ru/
Чи сумлă та пархатарлă профессисенчен пĕри вăл - учитель ĕçĕ. Акă, М.Т.Тимофеев Енĕш Нăрваш шкулĕнче 46 çул тăрăшнă. Александр хăйăвĕ çинчи кĕмĕл медале тивĕçнĕ. А.М.Тимофеева ялта 27 çул ĕçленĕ. Ун хыççăн Тăвай шкулĕнче тепĕр 21 çул вĕрентсе "РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ" хисеплĕ ята, Ленин орденне илнĕ. М.М.Демидова (Тимофеева) Канаш хулинчи шкулта 50 çул вăй хунă, ăна Ленин орденĕпе наградăланă (иккĕшĕ те М.Т.Тимофеевăн хĕрĕсем).
А.В.Майраслова - РСФСР тата ЧАССР шкулĕсен тава тивĕçлĕ учителĕ, мăшăрĕ С.П.Майраслов та ЧАССР шкулĕсен тава тивĕçлĕ учителĕ, Нăрвашра ĕçленĕ. Д.С.Самуилов (Ураскасси) Енĕш Нăрвашра 29 çул учительте, директор çумĕнче вăй хунă. Ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Хисеп Палли орденсемпе наградăланă. М.А.Лукина, Г.И.Иванова, М.С.Майраслов, Н.А.Данилова, Л.К.Ванерке, Н.П.Майраслова, В.Н.Пайманова - республикăн тава тивĕçлĕ учителĕсем. П.В.Моисеев "Халăх шкулĕ" журналăн тĕп редакторĕ пулнă. "ЧР вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. "РСФСР халăха вĕрентес ĕç отличникĕ" ята А.А.Ефимова, Ю.С.Кириллова, О.И.Меркурьева, М.Д.Арестова, В.В.Петров, В.В.Баранова тивĕçнĕ. Г.М.Миронов, П.Е.Егоров, А.Г.Егорова, Е.Е.Егорова "Ĕçре палăрнăшăн" медаль илнĕ. В.К.Терентьевана "Аслă учитель", "Учитель-методист" ятсем парса чысланă. Вĕрентỹри çитĕнỹсемшĕн В.В.Лукина, Л.В.Данилова Раççей Федерацийĕн вĕренỹ министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ, чылай учитель Чăваш Республикин вĕрентỹ министерствин грамотине илнĕ.
Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика университечĕ учительсем хатĕрлекен тĕп вĕренỹ заведенийĕ шутланать. Ректор ĕçĕсене чылай вăхăт пирĕн ентеш Б.Г.Миронов йĕркелесе пынă. Вăл _ "РФ Аслă профессиллĕ вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ", Чăваш патшалăх премийĕн лауреачĕ. Математикăпа физика наукисен докторĕн диссертацине хỹтĕленĕ.
Пĕртăван Инессăпа Вероника Юрьевна Арестовасем - биологипе педагогика наукисен кандидачĕсем, педуниверситетра вăй хураççĕ.
И.А.Дмитриев Харьков хулинчи аслă шкулта (ХИАДУ) кафедра пуçлăхĕ, экономика наукисен докторĕ, академик. Ăна "Отличник образования Украины" хисеплĕ ят панă.
И.А.Алексеев - Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче зоогигиенăн мифологипе физиологи кафедрин профессорĕ, ветеринари наукисен докторĕ.
С.А.Артемьев (Аслă Отечествăлла вăрçă участникĕ) Мускаври аслă пĕлỹ паракан тĕрлĕ вĕрентỹ институчĕсенче ĕçленĕ. 1961-1976 çулсенче М.В.Ломоносов ячĕпе хисепленекен патшалăх университетĕнче вăй хунă. 1974 çулта истори наукисен докторĕ ученăй степеньне илме диссертаци ăнăçлă хỹтĕленĕ, ăна профессор звани панă.
Д.А.Пускаев (Аслă Отечествăлла вăрçă участникĕ) Мускаври аслă пĕлỹ паракан тĕрлĕ институтсенче ĕçленĕ. Истори наукисен кандидачĕн ученăй степеньне ăнăçлă хỹтĕленĕ (1970 ç.), доцент званине тивĕçнĕ.
Пилĕк пĕртăван Самуиловсем хăйсене нăрвашсем тесе шутлаççĕ, мĕншĕн тесен пĕтĕм çамрăклăхĕ, шкулта вĕренесси, пурнăçăн аслă çулĕ çине тухасси çак ялпа çыхăннă. Ф.Д.Самуилов Хусанти ял хуçалăх институтĕнче ботаникăпа ỹсентăрансен физиологийĕн кафедрин заведующийĕнче ĕçленĕ. Биологи наукисен докторĕ, профессор, Тутар АССР наукăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ. В.Д.Самуилов Мускаври М.В.Ломоносов ячĕпе хисепленекен университетăн биологипе тăпра факультечĕн деканĕн заместителĕнче ĕçлет. Вăл - биологи наукисен докторĕ, профессор.
Я.Д.Самуилов Хусанти С.М.Киров ячĕпе хисепленекен технологи университетĕнче вăй хурать. Хими наукисен докторĕ, профессор.
Ачасене вĕрентес ĕçре чи малтанхи тапхăрта ялти садикре ĕçлекенсен тỹпи те пысăк. Ĕçри пысăк çитĕнỹсемшĕн унăн заведующине Г.П.Петрована, Л.Н.Павлова воспитательницăна Раççей Федерацийĕн вĕрентỹ министерствин Хисеп грамотипе наградăланă. Паллах, пĕр статьяра вĕрентỹ системинче вăй хуракан ентешсем пирки çырса пĕтереймĕн. Хăшĕсем çинчен шырав, тĕпчев ĕçĕсем малалла пыраççĕ.
В.ПЕТРОВ, ялти музей заведующийĕ.