Янтиковский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

13.11.2015 _ Халăхшăн усăллă ĕç

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://yantik.cap.ru/

Район центрĕнчи "Милана" магазин нихăçан та çынран татăк мар. Халăх иртен-çỹрен вырăнта вырнаçнă вăл. Таварĕсене куллен кỹрсе килеççĕ, хакĕсем вара ытти çĕртинчен кăшт та пулин йỹнĕрех.

Кунта ытларах бакалея, кондитер таварĕсем, сĕт продукчĕсем, кăлпасси изделийĕсем, çăкăр-булка, улма-çырла, цитрус çимĕçĕсем, вĕсен сĕткенĕсене сутаççĕ. Тăвăртарах ĕнтĕ, анчах тавар туянакан кунтан ялан тулли кăмăлпа тухать.

Суту-илỹ точкине 10 çул каялла Николай Николаевич Кольцов йĕркеленĕ. Хамăр тăрăхранах темелле. Амăшĕ Мария Тихоновна - Кивĕ Пуянкассинчен, ашшĕ Николай Дмитриевич - хамăрпа кỹршĕллĕ районти Хĕрлĕ Çыртан. Иккĕшĕ те кăмăлçах çынсемччĕ. Кольцов Коля тĕл пулсан нихăçан та сăмах чĕнмесĕр, алă тытмасăр иртместчĕ. Тăван пекехчĕ вăл. Маншăн кăна мар, нумай çыншăн çаплах пулнă ĕнтĕ. Кампа та пулин сасса хăпартса калаçнине, кампа та пулин вăрçăннине астумастăп. Шел, вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Ачисем те ашшĕ-амăшне хывнă, ĕçчен те сăпай. Кольцов кĕçĕнни Тăвайри вăтам шкултан чиперех вĕренсе тухнă. Спортпа та туслăччĕ. Анчах çар служби хыççăн малалла вĕренме каймарĕ. Те ашшĕ-амăшĕн пурнăçне йывăрлăх кỹрес темерĕ, хăй тĕллĕн ура çине тăма шутларĕ. Людмила аппăшĕ те витĕм кỹчĕ пулас. Люççа хăйĕн мăшăрĕпе Канашра магазин тытатчĕ. Çавăнпах-тăр Николай аппăшĕпе йыснăшĕ патне "Шинмонтажа" вырнаçрĕ.

-Ĕç çăмăл марччĕ, вăхăта нихăçан та шеллемен, иртен пуçласа каçчен тар тăкнă, тепĕр чух талăкĕпе ĕçлени те пулнă. Çамрăк чух вăй-хал тапса тăрать мар-и? Манăн та хамăн ĕçе йĕркелес килчĕ. Аппапа йысна манăн шухăша ырларĕç. Çапла автостанцире пỹлĕм тара илсе "Сластена" магазин уçрăм. Вунă çул каялла Йăла çуртĕнче хальхи магазин лаптăкне харпăрлăха куçартăм. Магазин тытса пуйса каяймастăн, çавах çемьене тăрантма пулать, - каласа парать Николай Николаевич.

Сăмах май калас-тăк, унăн мăшăрĕ Елена Алексеевна кунтах сутуçăра тăрăшать. Икĕ ача çитĕнтереççĕ туслă çемьере. Аслă хĕрĕ Катя шкулта чи хастаррисенчен пĕриччĕ. Республика Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕччĕ, шкул республикин президенчĕ пулчĕ. Аттестатпа пĕрле вĕренỹри çитĕнỹсемшĕн ылтăн медаль пачĕç ăна. Шкулта унсăр пĕр савăнăçлă мероприяти те иртмен. Хĕр халĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче биологи факультетĕнче вĕренет, пĕр вăхăтрах тепĕр специальноçа - акăлчан чĕлхине алла илет. Кĕçĕнни садике çỹрет.

-Паллах, эпĕ тавар туса кăлармастăп, хатĕррине кăна сутатăп, çавах манăн ĕç те çынсемшĕн усăллине туятăп, - хушса хурать предприниматель.

Районта спорт мероприятийĕсем ирттернĕ чух Кольцовсем айккинче юлмаççĕ, спонсор пулаççĕ. Магазин ирхине 8 сехетрен пуçласа каçхине 20 сехетчен ĕçлет. Малтанхи çулсенче Николай Николаевич тавара хăйĕн "Газелĕпе" кỹрсе килетчĕ, халĕ ку ĕç ансатланчĕ, поставщиксем хăйсем килеççĕ, заявка кăна парса хумалла. Татьяна Григорьева, Елена Кольцова, Людмила Мареева тата Светлана Гурьева сутуçăсем кĕрен-тухана яланах тарават, ыйтса кăна тăраççĕ кама мĕн кирлине. Ĕçе хăвăртлатма харăс икĕ енчен тивĕçтереççĕ. Кунне вуншар пин тенкĕлĕх тавар сутăнать кунта.

Пĕр сăмахпа, Николай Кольцов предприниматель халăхшăн усăллă ĕç тăвать, çынсене кулленхи пурнăçра кирлĕ таварпа тивĕçтерет.

И.СОЛОВЬЕВ.

АУ «РЕДАКЦИЯ ЯНТИКОВСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ «ЯЛ ĚÇЧЕНĚ» («СЕЛЬСКИЙ ТРУЖЕНИК») МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИ

 

Система управления контентом
429290 с.Янтиково, пр.Ленина, д.13
Телефон: 8(83548) 2-12-15
Факс: 8(83548) 2-12-15
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика