Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://yantik.cap.ru/
Чăваш Ен Пуçлăхне суйланнă хыççăн М.Игнатьев хăйĕн малтанхи Указĕпе нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленисен пĕр ушкăнне тĕрлĕ наградăсемпе чысланăччĕ. Районти тĕп больницăри Маргарита Ивановна Никитина фтизиатр "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ" хисеплĕ ят илнисен хушшинче.
"Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă", - тенĕ халăхра. Маргарита пĕвĕпе çỹллех мар, тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ те илемлĕ хĕрарăм. Ĕçленĕ чух вăр-варлăхĕпе такамран та ирттерет. "Юн вĕресе тăрать унра", - тенине такамран та илтме тỹр килнĕ. Сывлăх сыхлавĕн профессине те ахальтен суйламан тăр. Ялти фельдшер пунктĕнче ĕçлекен амăшĕн ĕçне курса ỹснĕ хĕр ача. Шкула лайăх паллăсемпе пĕтернĕ хыççăн Ленинградри медицина институтне вĕренме кĕнĕ. Диплом илсен тăван тăрăхах таврăннă.
М.И.Никитинана туберкулез чирĕсемпе кĕрешекен врач ĕçне шанса панă. Сиплев çурчĕ сăртра ларнă. Çак хăрушă та ерекен чирпе чирлекенсем чылайăн пулнă. "Ĕç условийĕсене паянхипе танлаштармалли те çукчĕ", - тет вăл. Ачаран ĕçре пиçĕхсе ỹснĕ хĕр йывăрлăхсем умĕнче алăсене усман. Вĕреннĕ вăхăтра больницăра вăй хунăскер, тĕп врач хулана юлма ỹкĕтленине пĕрре те аса илмен. Тăван енрен аякка каяс килмен унăн. Ĕçе хăвăрт хăнăхнă, уйрăма ертсе пыма шансан хăй тавра ăста коллектив чăмăртанă.
Калаçса ларнă хушăра, М.И.Никитинана медицинăра 38 çул ĕçленине, пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 41 çултан та иртнине пĕлтĕм. Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ вăл.
-Пирĕн ĕçĕн пархатарĕ - çынна сыватса ура çине тăратса ĕмĕрне тăсни, çĕнĕ пурнăç парнелени, - калаçăва тăсрĕ Маргарита Ивановна.
Кашнинпе чуна уçса калаçма, йывăр самантра лăплантарма пĕлет. Тепĕр чухне ăшă сăмах темле хаклă эмелрен те сиплĕрех-çке. "Шурă ромашка" уйăхлăх, "Тухтăрпа пĕрле уçăлса çỹрени" акцисем ирттерессине те йăлана кĕртрĕ вăл. Вĕсен тĕллевĕ - харпăр хăйне сывлăхне тĕреклеттерме хăнăхтарассин, ку енĕпе пĕлĕве анлăлатасси, сывă пурнăç йĕркине пăхăннин пĕлтерĕшне ăнлантарасси.
Самани улшăннă май, районти тĕп больницăри туберкулез уйрăмне пĕтерчĕç. Çавна май чирлисене пĕр хушă Вăрмар районĕнче сипленĕ, халĕ - Канаш хулинче. Чир-чĕре маларах тупса палăртас тĕлĕшпе сывлăха тăтăшах тĕрĕслеттермеллине асăрхаттарсах тăрать пулин те, туберкулезпа чирлĕ хăш-пĕр çынсене вăйпах сиплев учрежденине вырнаçтарма тивнине те пытармарĕ.
Маргарита Ивановна заведующи пулнă вăхăтра туберкулез уйрăмĕ республикăри кăтартуллă сывату учрежденийĕсем хушшине кĕнĕ. Темиçе çул каялла кăна кунта республикăри семинар та иртнĕ. Çапла чунне парса тăрăшать хăй юратса суйланă ĕçре республикăн тава тивĕçлĕ врачĕ. Пĕлĕвне те вĕçĕм ỹстерсе тăрать. Хисеп хучĕсем те сахал мар ăста тухтăрăн. Маларах Чăваш Республикин, Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн министерствин грамотисемпе чысланăччĕ.
Никам та ăна хăй çулне памасть. Ытла та çамрăк сăн-питлĕ. "Ĕçлекен çын ватăлмасть", - теççĕ. Çумра ăнланакан, пулăшакан мăшăр, çывăх çынсем пурри хăватне парать пулĕ. Алексей Ивановичпа иккĕшĕ те Çĕнçырмара çуралса ỹснĕ. Ир тăрса ĕçе пĕрле пикенеççĕ Никитинсем. Аш-пăшне хăйсем туса илеççĕ. Пахча ĕçĕ те чун киленĕçĕ çемьешĕн. Дачăри ĕçсене вĕçленĕ хыççăн тăван ялне васкаççĕ. Михаил ывăлĕ унта тымар янăран пулăшмалли тупăнсах тăрать. Михаил Алексеевич та çемье телейне кунта тупнă. Мăшăрĕпе Ленăпа 3 ача ỹстереççĕ. Çемье пуçне кăçал ял тăрăхĕн депутачĕ пулма шанчĕç. Наташа хĕрĕн те Турă çырни ашшĕпе амăшĕ çуралнă ялĕнчех пулнă иккен. Геннадийпе иккĕшĕн пĕр ывăл, Хусанта ĕçлесе пурăнаççĕ Буровсем. Кĕçĕнни Николай та çемьеллĕ. Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ вăхăтра паллашнă хула хĕрĕпе Маринăпа.
Мăнукĕсем килсен Никитинсен хваттерĕ ачасен хаваслă сассипе тулать. Маргарита Ивановнапа Алексей Иванович бассейна тăтăшах çỹренине кура мăнукĕсем те вĕсемпе пĕрле шывра ишме юратаççĕ. Çакă сывлăхшăн усăллине ăнланса ỹсеççĕ. Аслăраххисем йĕлтĕр йĕрĕ çине тăрсан мăнукĕсем те пĕрле уçăлма тухаççĕ.
Пултаруллă, халăх сума сăвакан тухтăра хисеплĕ ят илнĕ ятпа ăшшăн саламлатпăр. Чăннипех те тивĕçлĕ вăл ят-сума. Хăйĕн ĕçне чунтан парăннипе çĕнсе илнĕ ăна.
Р.ШУМОВА.
Сăн ỹкерчĕкре: ЧР тава тивĕçлĕ врачĕ М.Никитина.