Янтиковский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

15.01.2016 _ Ĕçре те, юрă-ташăра та маттур

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://yantik.cap.ru/

Халăхра ун пеккисем пирки лара-тăра пĕлмен çын теççĕ. Ăçтан пур çĕре те ĕлкĕрет вăл? Ир тăрса килти ĕçсене пуçтарса Тăвайне почта уйрăмне васкать. Сăмахăм Ираида Ивановна Евдокимова почтальонка çинчен.

Вăл Улянкăра çуралса ỹснĕ. Вăтам пĕлỹ илнĕ хыççăн хĕр телеграфа ĕçлеме вырнаçнă. Пĕр уйăхранах вĕренекенрен сменăра ĕçлеме куçарнă. Професси ăсталăхĕ туптансах пынă. Ĕçленĕ хушăрах радиооператорсен курсĕнче пĕлĕвне ỹстернĕ. Коллективра ăна ырă кăмăллă, сăпайлă пулнăшăн сума сунă. 27 çул сисĕнмесĕрех иртнĕ. Линипе техника цехĕнче ĕç вырăнĕсене кĕскетнине пула вуншар çул кунта вăй хунă çынсен юратнă профессийĕпе сывпуллашма тивнĕ, çав шутра Ираида Евдокимован та. Кăштахран çамрăк хĕрарăм шкулта техничка ĕçне кỹлĕннĕ. Почтальон сумкине çĕклеме пуçлани вара нумаях мар-ха. Участокĕ пысăк. Район центрĕнчи Çăлпуç, ЖКХ енчи урамсене хаçат-журналпа, çыхăнăвăн ытти услугисемпе тивĕçтерет. Хăвăрт хăнăхрĕç çĕнĕ почтальона кунта пурăнакансем. Чуна пусарса та калаçаççĕ. Тепĕр чухне ăшă сăмах темрен те сиплĕрех. Уйрăмах пĕччен, тухса çỹреймен ватăсемшĕн. Ираида Ивановна вара - ырă та ăшă чунлă çын.

"Ял ĕçченĕ" хаçата 2016 çулта илсе тăма мĕнле çырăннипе те интереслентĕм калаçнă майăн.

-Иртнĕ çулхи шайрах, район хаçатне юратса вулаççĕ, чи малтан ăна алла илнине куратăп, - кăмăллăн хуравларĕ хĕрарăм.

Вулама юратакансенчен чи малтанах Александровсен çемйине асăнчĕ. Сăмах май Аркадий Александрович нумай çул райхаçат редакцийĕнче фотографра ĕçленĕ. "40 лет Победы" урамри Николаевсем 8 экземпляр тĕрлĕ издани çырăннă.

Почтальонка шалăвне пысăк тееймĕн. Çавăнпа ĕне выльăх усрани çемье бюджетне кăштах та пулин тупăш парать. Сĕтне кăмăлласах туянаççĕ тăвайсем. Вăл ялтан килессе кĕтсех тăраççĕ.

Иринăн юрă-ташăри хастарлăхĕ пирки епле асăнмасăр иртĕн-ха? Клуб çумĕнче фольклор ушкăнĕ чăмăртаннă. Ăна Людмила Петрова завклуб ертсе пырать. Хаваспах çỹреççĕ унта ялти хĕрарăмсем. Халăх вĕсен килĕшỹллĕ янăракан юррисене итлесе киленет. Пĕчĕк ялта культура вучахне сỹнтерме памаççĕ. Ирина Евдокимова пек Елена Петрушкова, Светлана Кириллова, Любовь Иванова, Вера Лаптина, Татьяна Иванова, Марина Александрова маттурсем уявсем хатĕрлеме те, ирттерме те пулăшаççĕ. Чăваш халăхĕн наци йăли-йĕркине упрама, аталантарса пыма хăйсен тỹпине хываççĕ.

"Пĕр çемьери пек пурăнатпăр", - терĕ сăпайлăн Ираида Ивановна.

Çимĕк каçĕ вара Улянкăра аслă вăййа тухаççĕ. Чăваш тумне тăхăннă фольклор ушкăнĕн членĕсем пĕр пысăк картана тăрса юрă пуçлаççĕ. Ял çийĕн илемлĕ кĕвĕ-çемĕ юхнă май ушкăн пысăклансах пырать. Ватти-вĕтти те, хăнасем те савăнаççĕ пĕрле. Çулленех уява çынсем ытларах та ытларах хутшăнаççĕ. Паллах, çакă ял пурнăçне çĕнетет.

Ираида Евдокимова çемьеллĕ. Турă çырни хăйсен ялĕнчех тупăннă. Мăшăрĕпе Николай Михайловичпа 3 ача пăхса ỹстереççĕ. Иккĕшне пурнăç çулĕ çине кăларнă. Кĕçĕнни 8 класра вĕренет. Пĕр мăнукĕпе савăнаççĕ.

Р.ШУМОВА.

АУ «РЕДАКЦИЯ ЯНТИКОВСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ «ЯЛ ĚÇЧЕНĚ» («СЕЛЬСКИЙ ТРУЖЕНИК») МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИ

 

Система управления контентом
429290 с.Янтиково, пр.Ленина, д.13
Телефон: 8(83548) 2-12-15
Факс: 8(83548) 2-12-15
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика