Янтиковский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

04.03.2016 _ Çар медикĕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://yantik.cap.ru/

Светлана Петровна Коваль (Алексеева) 1977 çулта Тăвай ялĕнче çуралнă. Тăвайри вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн вăл медицинăна туртăннă. Малтанах Канашри медицина училищине вĕренме кĕнĕ. Унта фельдшер специальноçне алла илнĕ. Çар çыннисене сиплекен медицина ĕçченĕ пулас тĕллевпе 1998 çулта вăл контрактпа Раççей çарне каять. Унтанпа 18 çул иртрĕ ĕнтĕ.

Вăл службăна пуçланăранпах çар çыннисен Н.Н.Бурденко академик ячĕллĕ Тĕп клиника госпиталĕнче вăй хурать. Кунта ăна тĕрлĕ должноçсенче ĕçлеме тỹр килнĕ. Нумай çул хушши медсестрара тăрăшнă. 2012 çултанпа вара фельдшерта ĕçлет.

2014 çулхи июльтен пирĕн ентеше хирурги уйрăмĕн аэромобиль отделенийĕн фельдшерĕн должноçне шанаççĕ. Вăл ку ĕçпе çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене вĕçет. Вĕсен отделенине аманнă е йывăр чирленĕ нумай салтакпа офицерăн пурнăçне çăлса хăварма май килет. Тĕрĕссипе, вĕсен самолечĕ çитмен кĕтес çĕршывра çукрах та пулĕ. Вĕсем Омскри десантниксене хăтарма та хутшăннă. Десантниксем çавăн хыççăн вĕсене сума суса тельняшкăсем парнеленĕ. Ытти вырăнсенче те сахал мар тăрăшма тивнĕ. Аслă сержант Коваль ĕçлекен госпиталĕн аэромобиль отделенийĕ уйрăм вырăнта тăрать. Унăн сăн ỹкерчĕкне çар çыннисен Н.Н.Бурденко ячĕпе хисепленекен госпиталĕн официаллă сайтĕнче те курма пулать. Служба, чăн та, çăмăлах мар. Анчах та Светлана Петровна уншăн ỹпкелешмест, вăл çак служба çынсемшĕн епле кирлине лайăх пĕлсе тăрать.

Светлана Коваль аслă шкул пĕтернĕ: 2005 çулта вăл Атăлçи тăрăхĕнчи нацисем хушшинчи гуманитарипе техника институтĕнчен вĕренсе тухнă. Психолог квалификацине алла илнĕ. Халĕ те пĕлĕвне малалла ỹстерет. Службăра тăнă вăхăтрах заочно майпа Шупашкарти РФ Президенчĕ çумĕнчи Раççей халăх хуçалăхĕпе патшалăх служби валли специалистсем хатĕрлекен академире вĕренет.

Светлана Петровнана командовани темиçе хутчен те Тав хучĕсем парса чысланă. Службăри лайăх кăтартусемшĕн медальсемпе наградăланă. 2015 çулхи сентябрь уйăхĕнче командовани хушнă ĕçсене тивĕçлĕ пурнăçласа пынăшăн ăна II степеньлĕ "За воинскую доблесть" медальпе наградăланă. Патшалăх ăна тỹлевсĕр хваттер панă.

Службăра пулнипе пĕрлех Светлана Петровна икĕ ывăл пăхса ỹстерет. Çав вăхăтрах вăл спорт валли те вăхăт тупать. Çăмăл атлетикăна, теннисла выляма тата йĕлтĕрпе чупма килĕштерет. 2014 çулхи февраль уйăхĕнче госпитальте ирттернĕ темиçе команда хушшинчи ăмăртура вăл биатлонпа III-мĕш вырăн йышăннă, медале тивĕçнĕ. Нумаях пулмасть Мускавра, Сокольники паркĕнче, йĕлтĕрпе чупассипе "Чапаев йĕлтĕр йĕрĕ" иртнĕ. Унта Тăвай хĕрĕ Светлана Петровна Коваль (Алексеева) пĕрремĕш вырăн йышăннă, кубока тивĕçнĕ. Службăра та, спортра та çапла тăрăшуллă вăл çĕршыв тăнăçлăхне хỹтĕлекен Тăвай хĕрĕ. Ăна нумаях пулмасть уявланă Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисен кунĕпе тата çывхарса килекен хĕрарăмсен кунĕпе пĕтĕм чун-чĕререн саламлас, çирĕп сывлăхпа ăнăçусем сунас килет.

И.ГЛАДКОВ.

Сăн ỹкерчĕкре: Светлана Петровна Коваль.

АУ «РЕДАКЦИЯ ЯНТИКОВСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ «ЯЛ ĚÇЧЕНĚ» («СЕЛЬСКИЙ ТРУЖЕНИК») МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИ

 

Система управления контентом
429290 с.Янтиково, пр.Ленина, д.13
Телефон: 8(83548) 2-12-15
Факс: 8(83548) 2-12-15
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика