Янтиковский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

11.03.2016 _ Чун ăшшине парать

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://yantik.cap.ru/

Галина Пантелеймоновна Табаевара чăваш хĕрарăмĕн пĕтĕм паха енĕсене куратăн. Сăпайлă, ĕçчен, ырă кăмăллă, чăвашлăха упрама чун-чĕре хĕлхемне пама хатĕр хĕрарăм вăл.

Патăрьел районĕнчи Анат Тăрмăш ялĕнче 1952 çулта çуралнă. Вăтам шкула лайăх паллăсемпе пĕтернĕ хĕр Чăваш ялхуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ. Диплом илнĕ хыççăн пурнăç урапи çамрăк специалиста Тăвай районĕнчи Тăрмăш ялне илсе çитернĕ. Зоотехник-селекционерта, аслă зоотехникра 30 çул ытла чуна парса ĕçленĕ. "Ĕç ветеранĕ" ята, ытти хисеплĕ хутсене тивĕçлĕ пулнă.

Пĕрле вĕреннĕ Йăнтăрчăри маттур каччăпа Николай Федоровичпа çемье çавăрнă вĕсем. Мăшăрĕ ферма заведующийĕнче тăрăшнă. Чăваш эстрадинче Эдик Табаева пĕлмен юрăç çук-тăр. Эстрада юрăçисенчен нумайăшĕ унăн юррисемпе "çăлтăра" тухнă. Эдик _ Тăрмăшри Табаевсен аслă ывăлĕ. Вăл çулталăк тултарсанах Галина Пантелеймоновна ĕçлеме тухнă. Колхозăн ĕне, пăру, сурăх, лаша, сысна, чăх-чĕп фермисем пулнă ун чухне. Зоотехник валли ĕç нумай, пур çĕре те вăхăтра çитмелле. Йĕркене юратакан хĕрарăма хуçалăх ертỹçисем яланах шаннă. Ачаранах юрлама юратаканскере ялти халăх хорне хапăллăн йышăннă. Халĕ "Тăрмăш" халăх фольклор ушкăнне çỹрет, шăпчăк сассипе килентерет куракансене. Галина Пантелеймоновна тивĕçлĕ канура. Ачисем пурнăç çулĕ çине тăнă. Эдик Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче вĕреннĕ. Мăшăрĕ Алена та ун пекех хитре саслă, тăвайсене темиçе хутчен те концертпа килсе савăнтарнă. Ывăлпа хĕр çитĕнет несĕлсен ырă йăли-йĕркине малалла тăсакансен çемйинче.

Люда Мускавра кооператив институчĕ пĕтернĕ, хĕрпе ывăл çитĕнет çемьере, хăй Тăвайри судра тăрăшать. Вова ывăлĕн те икĕ ача çитĕнет. Анюта Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ, ачисем пĕчĕкрех-ха, садике çỹреççĕ. Венера - чи кĕçĕнни. Саратов облаçĕнче пурăнать. Ывăл ача çитĕнтереççĕ мăшăрĕпе.

Ачисене ỹстернĕ чух кил-çуртра хаваслă сасă илтĕнсе тăнă. Халĕ вара мăнукĕсем куç тулли телей асламăшĕ-кукамăшĕшĕн. "Пỹрте кĕрсен ача-пăча сасси лайăх" юрăри çак сăмахсем халĕ те чуна çав тери çывăх 5 ача амăшĕшĕн.

Мăшăрĕ Николай Федорович чире пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Суранĕ паян кунчченех чĕрене ыраттарать. Анчах йывăрлăха парăнмасăр хĕрарăм малаллах талпăнчĕ, ĕçлерĕ, ачисене, мăнукĕсене пачĕ чун ăшшине. "Алла уссан хавшасах кайăп", - тетчĕ. Выльăх-чĕрлĕхĕпе те чунне йăпатрĕ пулĕ, çимĕçне тĕрлĕ йышшине ỹстеретчĕ. Халĕ те ĕне тытать-ха, пахчи те пуян. Çапла вăл анне чĕри... Пурне те май килнĕ таран пулăшма тăрăшать. Мал ĕмĕтпе пурăнать ĕçре те, сцена çинче те пултаруллă хĕрарăм. "Тăрмăш" фольклор ансамблĕн çитĕнĕвĕсенче унăн тỹпи те пĕчĕк мар. Галина Пантелеймоновнана малашне те хастарлăхпа çирĕп вăй-хал кăна суннă пулăттăм.

Е.МАТРОСОВА, "Тăрмăш" фольклор ушкăнĕн ертỹçи.

 

Система управления контентом
429290 с.Янтиково, пр.Ленина, д.13
Телефон: 8(83548) 2-12-15
Факс: 8(83548) 2-12-15
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика