Янтиковский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

18.03.2016 _ "Аш королĕ"

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://yantik.cap.ru/

Кĕрше ялĕ - вырăс ялĕ. Хитре те илемлĕ вырăнта вырнаçнă вăл. Яла кĕрсенех чиркỹ. Хăйĕн мăнаçлăхĕпе илем кỹрет вăл. Ял варринче - виçĕ кỹлĕ. Вĕсенче тулли хур-кăвакал.

Çак пĕчĕк вырăс ялĕнче те "Ял ĕçченĕ" хаçата çырăнса илекенсем пур. Чăваш çыннисем, вырăнта ĕçлекенсем çырăнса илеççĕ ăна. Яланах илсе тăраканнисенчен пĕри - Киселевсен çемйи. Питĕ ĕçчен, маттур, ырă кăмăллă, шăкăл-шăкăл калаçса пурăнать çак çемье.

Кил хуçи - Михаил Андреевич пысăк çемьере çуралса ỹснĕ. Ашшĕпе амăшĕ 10 ача çуратса ỹстернĕ. Ашшĕ Аслă Отечествăлла вăрçă инваличĕ. 10 ачаран кĕçĕнни Михаил шкулта вĕреннĕ, салтака кайса килнĕ, ун хыççăн Вăрнарти совхоз-техникума ветеринара вĕренме кайнă. Вăрнар поселокĕнче паллашнă пулас мăшăрĕпе Галина Анатольевнапа. 1979 çулта пĕрлешнĕ икĕ юратнă чĕре. Çемьеленсен те вĕренес шухăш пуçрах пулнă. Мăшăрĕ пулăшнипе заочно йĕркепе Шупашкарти ялхуçалăх институчĕн зоотехника факультетне пĕтернĕ. Мĕн пĕчĕкрен пурнăçĕ выльăхсемпе çыхăннă. Малтан вăл бригадирта, ферма заведующийĕнче, унтан тĕп зоотехникре ĕçленĕ. 2000 çулта предпринимательте ĕçлеме пуçланă. Ялта "Комета" киоск уçнă. 2015 çулта вара 60 çул тултарса тăван-пĕлĕшĕпе пĕрле юбилей ирттерчĕç. Таврара Михаил Андреевича "Аш королĕ" ("Мясной король") тесе чĕнеççĕ. Çак ят ăна питĕ килĕшет.

Михаил Андреевичпа Галина Анатольевна алран-алă тытăнса пурнăçра 37 çул пĕрле утаççĕ. Маттур та ĕçчен Киселевсен çемйи. Чăваш хĕрĕ - Галина Анатольевна 8 класс пĕтернĕ хыççăн Канашра медучилищĕрен вĕренсе тухнă, направленипе 3 çул Вăрнарта ĕçленĕ. Михаил Андреевичпа мăшăрлансан КБОра, библиотекăра ĕçленĕ малтанах, 1984 çултанпа - фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ. 2012 çулта пенсие тухнăранпа халĕ хăйсен лавккинче тăрăшать.

Туслă çемьере икĕ ывăл çитĕнсе ỹснĕ. Ĕçчен ачасем. Икĕ ывăлĕ те аслă пĕлỹ илсе хăйсен специальноçĕпе тимлеççĕ. Кашни канмалли кунах пулăшма, канма çемйисемпе тăван яла килеççĕ. Куç тулли мăнукĕсем - Паша тата Андрюша, чĕрисене савăнтараççĕ аслашшĕпе асламăшне.

Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк тытаççĕ Киселевсем. Вĕсен выльăхĕсем те хуçисем пекех маттур. Вăт, сăмахран, хур аçи кашни çулах хур чĕпписемпе кăвакал чĕпписене кỹлле илсе çỹрет, амăшĕ пек пăхса ỹстерет.

2016 çул - Ĕç çыннин çулталăкĕ. Çавăнпа çырса кăтартас килчĕ çак çемье пирки. Вăл пултаруллă, шăкăл-шăкăл калаçса пурăнакан туслă çемье. Пире, культура ĕçченĕсене те, манмаççĕ вĕсем, пулăшсах тăраççĕ уявсем ирттерме: Çĕнĕ çул, çĕршыв хỹтĕлевçисен, хĕрарăмсен кунĕсемпе хавхалантарчĕç пулăшу парса. Ялан çапла ырлăх та сывлăх, килĕшỹ хуçалантăр вĕсен çемйинче.

Н.БАРАНОВА, Кĕршери культура çурчĕн администраторĕ.

АУ «РЕДАКЦИЯ ЯНТИКОВСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ «ЯЛ ĚÇЧЕНĚ» («СЕЛЬСКИЙ ТРУЖЕНИК») МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИ

 

Система управления контентом
429290 с.Янтиково, пр.Ленина, д.13
Телефон: 8(83548) 2-12-15
Факс: 8(83548) 2-12-15
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика