Янтиковский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

03.11.2015 _ Юбилейпе сана, ветеран

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://yantik.cap.ru/

Тăвай енре аслă ăрури çынсене пысăк тимлĕх уйăрасси йăлана кĕнĕ. Ватăсем çапла майпа хăйсем çĕршыва кирлине, вĕсене манманнине, хисепленине туйсах тăраççĕ.

Çĕнçырма ялĕнчи Перасковья Никифоровна Никифорова 90 çул тултарчĕ нумаях пулмасть. Çак ятпа ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке, ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти канашĕн председателĕ Римма Гурина саламларĕç. Ватă çынна Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В.В.Путинăн çырăвне, хаклă парне пачĕç, вăрăм ĕмĕрпе çирĕп сывлăх сунчĕç.

Перасковья Никифоровна виçĕ ача пăхса çитĕнтернĕ. Куславкка районĕнчи санитарипе эпидемиологи станцийĕнче, Элпуç больницинче, Тăвайри васкавлă пулăшу уйрăмĕнче 30 çул вăй хунă. Кирек ăçта ĕçлесен те хастарлăхĕпе, тỹрĕ кăмăлĕпе палăрнă. Кирлĕ чухне яланах çынсене пулăшма тăрăшнă. Хальхи вăхăтра ывăлĕн çемйипе пурăнать ватă. П.Никифорован 7 мăнук тата вĕсен ачисем саккăрăн.

Юлашкинчен Перасковья Никифоровна хăйне çапла киле пырсах чысланăшăн чĕререн тав турĕ хăнасене.

А.ИВАНОВА.

 АУ «РЕДАКЦИЯ ЯНТИКОВСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ «ЯЛ ĚÇЧЕНĚ» («СЕЛЬСКИЙ ТРУЖЕНИК») МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИ

 

Система управления контентом
429290 с.Янтиково, пр.Ленина, д.13
Телефон: 8(83548) 2-12-15
Факс: 8(83548) 2-12-15
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика