Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://yantik.cap.ru/
Хаклă ентешĕмĕрсем!
Сире Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 71 çул çитнĕ ятпа - тĕнче историйĕн аталанăвне тĕпрен улăштарнă, çĕршывăмăра никама пăхăнман тата вăйлă патшалăх пек, тĕнчене нацизм пусмăрĕнчен ирĕке кăларнă малта пыракан аслă çĕршыв пек малалла аталанма майсем туса панă пулăмпа - пĕтĕм чунтан саламлатăп.
Пирĕн мăн асаттемĕрсен паттăрлăхĕ ĕмĕрлĕхех вышкайсăр хастарлăх тĕслĕхĕ, мăнаçланмалли пулăм, Тăван çĕршыв мухтавлăхĕпе хăватлăхĕн символĕ пулса юлĕ.
Çав хăрушă вăрçăри çĕнтерĕве пирĕн халăх калама çук пысăк йывăрлăхсене парăнтарса, миллионшар çынна яланлăхах çухатса, таврăнми йывăр та хурлăхлă çухатусем тỹссе çĕнсе илнĕ. Ветерансен чĕрисенче çав ылханлă çулсем кỹрсе хăварнă сурансем нихăçан та тỹрленеймĕç, вĕри куççуль йỹçекĕ тата чăтса ирттернĕ асап-нуша та манăçаймĕç.
Анчах йывăрлăхсем аслă халăха хуçайман. Пирĕн çĕршыв ĕçченĕсем вăрçă хыççăнхи çулсенче халăх хуçалăхне кĕске вăхăтрах çĕнĕрен ура çине тăратнă, Раççейĕн килес ăрăвĕсене мирлĕ пурнăç тăнăçлăхне, таса тỹпе илемлĕхне парнелес тесе юнлă çапăçусен тата ытла та хăрушă аркатусен йĕрне çĕр питĕнчен шăлса тăкнă.
Эпир ветерансен умĕнче ĕмĕрлĕхех парăмра. Вĕсен паттăрлăхĕ паян та пире тăрăшса ĕçлеме, тăнăçлăхпа ырăлăх тата тĕрĕслĕх идеалĕсемпе çунатланса Тăван çĕршыва чунтан парăнса тăма хавхалантарать, çамрăк ăрăва патриотла воспитани парса ỹстерме пулăшать.
Çак уяв кунĕнче, айтăр-ха, пурте хамăрăн ветерансене пĕрле саламлар, вĕсене ытларах тимлĕх уйăрса май килнĕ таран пулăшма тăрăшар, чĕремĕрсен ăшшине парнелер, чунтан тав туса çирĕп сывлăх, хастар кăмăл тата мĕнпур лайăххине сунар!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.ИГНАТЬЕВ.
Дорогие жители республики!
Сердечно поздравляю Вас с праздником Великой Победы! Искренне желаю Вам здоровья, сил, радости, благополучия и мира в ваших домах!
Подвиг, совершенный советскими солдатами, будет всегда для нас ярким символом несгибаемой воли, мужества и патриотизма нашего народа. Низкий поклон нашим ветеранам и вечная память тем, кто, как и мой прадед, не вернулся с войны!
Алена АРШИНОВА, депутат Государственной Думы России.
Дорогие жители Чувашии!
Тепло и сердечно поздравляю вас с Днем Великой Победы.
В этот священный для всех нас день в очередной раз мы склоняем свои головы перед памятью всех, кто отдал свою жизнь во имя будущего. Мы сегодня славим тех, кто своим созидательным трудом укрепляет экономическую и оборонную мощь нашей Родины. Мы бесконечно благодарны воинам армии и флота, надежно защищающим священные рубежи Отечества.
Желаю вам, уважаемые соотечественники, доброго здоровья, счастья, силы духа, мира, чистого неба!
Секретарь Чувашского регионального отделения Партии "ЕДИНАЯ РОССИЯ" Н.В.МАЛОВ.
Аттелĕх вăрçин хисеплĕ ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем, район çыннисем!
71 çул эпир мирлĕ пĕлĕт айĕнче пурăнатпăр. Хăрушă вăрçă ахрăмĕ аяккалла кайса пырать, ăна нихăçан та курмалла ан пултăрччĕ.
Уяв ячĕпе пурне те чĕререн саламлатпăр!
Шел, вăрçă ветеранĕсем сахалланса пыраççĕ. Районта халĕ 18 ветеран, 1 салтак арăмĕ пурăнать. Вĕсене пирĕн пур майлă пулăшса пымалла, ватлăхĕ канлĕ пултăр тесе тимлемелле. Çав вăхăтрах вара районтан 5429 çын хаяр вăрçа кайнине, 3156-шĕ каялла таврăнайманнине манса каймалла мар.
Юхăннă хуçалăха ура çине тăратма тыл ĕçченĕсем, пĕтĕм халăх тăрăшнă. "Никама та манса кайман, нимĕн те манăçман", - девиза асрах тытмалла.
Çирĕп сывлăх сире, хаклă ветерансем! Пурин çине те ăшă хĕвел пăхтăр, ĕçĕрсем ăнса пыччăр, тăнăç пурнăç, телей сунатпăр!
Район пуçлăхĕ А.В.ШАКИН.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.А.ВАНЕРКЕ.
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии