Янтиковский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

29.03.2016 _ Пĕчĕк тата вăтам бизнес представителĕсен ĕçне-хĕлне пĕтĕмĕшле тишкермелли тапхăр вĕçленсе пырать

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://yantik.cap.ru/

Пĕчĕк тата вăтам бизнес представителĕсен ĕçне-хĕлне пĕтĕмĕшле тишкермелли тапхăр вĕçленсе пырать. Чăвашстат предпринимательсенчен анкетăсем йышăнать. Вĕсене йышăнмалли юлашки кун - 2016 çулхи мартăн 31-мĕшĕ. Кам та пулин отчетсене тăратма ĕлкĕреймен пулсан, почтăпа та, курьерсем урлă та, Чăвашстатăн сайтĕнче формăсене çырса электрон мелĕпе те, çыхăнăвăн ятарлă операторĕсем урлă та çак ĕçе пурнăçлама пултарать.

Пĕтĕмĕшле тишкерỹ пур предпринимательшĕн те обязательнăй пулса тăрать. Çак ĕçрен пăрăнса юлнисене штрафлама пăхнă. Харпăр хăйĕн тишкерỹ даннăйĕсене вара никама та пĕлтермеççĕ.

Пĕтĕмĕшле тишкерĕвĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвне кăçалхи декабрь уйăхĕнче пичетлесе кăлараççĕ, тулли информаци 2017 çулхи июнь уйăхĕнче хатĕр пулать.

Сăмах май, пĕтĕмĕшле тишкерỹ вăхăтĕнче çĕршывĕпе вăтам бизнес представителĕсене 2,8 млн çынна тата 3,5 млн уйрăм предпринимателе, республикипе вăтам бизнес представителĕсене 17,9 пин çынна тата 32,4 пин уйрăм предпринимателе, Тăвай районĕнче вăтам бизнес представителĕсене 52 çынна тата 255 уйрăм предпринимателе тишкермелле.

А.КАЛИСТРАТОВА, специалист-эксперт.

 

Система управления контентом
429290 с.Янтиково, пр.Ленина, д.13
Телефон: 8(83548) 2-12-15
Факс: 8(83548) 2-12-15
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика