Янтиковский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

29.03.2016 _ Республикăра Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравне хатĕрленсе ирттерес ыйтусене Иван Моторин ертсе пынипе Правительство комиссийĕн ларăвĕнче пăхса тухнă, ăна видеоконференци мелĕпе ирттернĕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://yantik.cap.ru/

Республикăра Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравне хатĕрленсе ирттерес ыйтусене Иван Моторин ертсе пынипе Правительство комиссийĕн ларăвĕнче пăхса тухнă, ăна видеоконференци мелĕпе ирттернĕ.

Унта пирĕн районтан администраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан - вĕрентỹ пайĕн начальникĕ Олег Ломоносов, организаципе контроль ĕçĕсен тата информаципе тивĕçтерекен пай ертỹçи Валерий Чайкин, АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Николай Краснов, çак пайăн тĕп специалист-эксперчĕ Елена Михайлова, Чăвашстатăн Тăвай районĕнчи ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Альбина Калистратова, Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен районти уполномоченнăй Эльвира Кучеренко хутшăннă (сăн ỹкерчĕкре).

ЧР ялхуçалăх министрĕн çумĕ Александр Жуков çырава хатĕрленсе финанс пайĕпе йĕркелỹ ĕçĕсене мĕнле пурнăçласа пыни çинчен чарăнса тăнă. Раççей правительствин 2015 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнчи хушăвĕпе республикăна ялхуçалăх çыравне хатĕрленсе ирттерме 20686,0 пин тенкĕ парассине пĕлтернĕ.

Правительство Председателĕ Иван Моторин районсенче йĕркелỹ ĕçĕсене хăвăртлатма кирлине палăртнă. Çав тĕллевпе пỹлĕмсем, транспорт уйăрса памалла, çыхăнупа сыхлав услугисемпе тивĕçтермелле.

Ялхуçалăх министрĕн çумĕ Николай Якимов çырав вăхăтĕнче çĕрсене учета илес ыйтăва çĕкленĕ.

Видеоконференци итогĕсене 2016 çулхи Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен районти комиссин ĕнерхи ларăвĕнче пăхса тухнă. Унта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе çĕр ыйтăвĕсемпе ĕçлекен специалистсем, Чăвашстат представителĕсем хутшăннă.

Вопросы организации и проведения сельскохозяйственной переписи рассмотрены в режиме видеоконференции

 

Система управления контентом
429290 с.Янтиково, пр.Ленина, д.13
Телефон: 8(83548) 2-12-15
Факс: 8(83548) 2-12-15
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика