Янтиковский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

29.03.2016 _ 2016 çулхи ялхуçалăх çыравĕн пресс-центрĕ мартăн 1-мĕшĕнчен тытăнса çырава халалланă юрă-такмаксен конкурсне ирттересси пирки пĕлтернĕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://yantik.cap.ru/

 2016 çулхи ялхуçалăх çыравĕн пресс-центрĕ мартăн 1-мĕшĕнчен тытăнса çырава халалланă юрă-такмаксен конкурсне ирттересси пирки пĕлтернĕ. Унта çул çитнĕ кашни çын хутшăнма пултарать.

Ĕçе текст мелĕпе те, видеоформатпа та тăратма юрать. Юрлани пирки мини-ролика кĕсье телефонĕпе те ỹкерсе илме пулать. Кашнин хăйĕншĕн меллĕ меслет суйласа илме май пур. Такмак текстне электрон почтипе (kuplet@vshp2016.ru) ярса памалла, конкурса хутшăнаканăн даннăйĕсене кăтартмалла. Видеоформатпа ĕçлеме кăмăл тăвакансем такмака юрлама, видео ỹкерме, YouTube видеохостингра вырнаçтарса тата конкурс йĕркелỹçисене хăйсен ĕçĕ пирки пĕлтернине ярса пама пултараççĕ.

Конкурса хутшăнакансен çыравçă ĕçĕ-хĕлĕ, вĕсем ялта пурăнакансемпе, ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен фермер хуçалăхĕсен ертỹçисемпе, сад-пахча ăстисемпе хутшăнса ĕçлени çинчен ансат, халăх чĕлхипе каласа кăтартмалла.

Конкурс материалĕсене 2016 çулхи майăн 31-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Конкурсăн преми фончĕ - 50 пин тенкĕ. Такмак тексчĕсемшĕн тата видеоматериалсемшĕн премисем уйрăм пулаççĕ. Конкурс положенийĕпе тĕплĕнрех 2016 çулхи ялхуçалăх çыравĕн пресс-центрĕн сайтĕнче (Ỹhttp:ỸỸwww.vshp 2016.ruỸcontestỸ) паллашма пултаратăр.

Пĕтĕм Раççейри 2016 çулхи ялхуçалăх çыравĕ июлĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса августăн 15-мĕшĕччен иртет. Инçетре вырнаçнă, çитме йывăр территорисенче çырава сентябрĕн 15-мĕшĕнчен тытăнса ноябрĕн 15-мĕшĕччен ирттерме пăхнă.

 

Система управления контентом
429290 с.Янтиково, пр.Ленина, д.13
Телефон: 8(83548) 2-12-15
Факс: 8(83548) 2-12-15
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика