Янтиковский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

29.03.2016 _ Район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче Пĕтĕм Раççейри 2016 çулхи ялхуçалăх çыравне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен районти комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://yantik.cap.ru/

Район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче Пĕтĕм Раççейри 2016 çулхи ялхуçалăх çыравне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен районти комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ.

Унта райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан, вĕрентỹ пайĕн начальникĕ О.А.Ломоносов, райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ В.В.Чайкин, Чăвашстат ертỹçин çумĕ Л.А.Петрова, ЧР ялхуçалăх министерствин пай пуçлăхĕн çумĕ С.В.Ласкина, район пуçлăхĕ А.В. Шакин, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе çĕр ыйтăвĕсемпе ĕçлекен специалисчĕсем тата ыттисем хутшăннă.

Ялхуçалăх çыравне хатĕрленсе пурнăçланă мероприятисемпе тата умра тăракан задачăсемпе комисси членĕ, Чăвашстатăн Тăвай районĕнчи ертсе пыракан специалист-эксперчĕ А.В.Калистратова паллаштарнă.

Ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене, çав шутра хупăннă, хресчен фермер хуçалăхĕсемпе уйрăм предпринимательсенне те, право тĕлĕшĕнчен йĕркене кĕртес тĕлĕшпе мĕнле ĕçлесе пыни çинчен АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Н.Р.Краснов каласа панă. Тушкил, Мучар ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем П.И.Захаровпа О.П.Шакшина ялхуçалăх çыравне хатĕрленсе пурнăçлакан, ялсенче адрес хуçалăхне йĕркелес ĕçсемпе паллаштарнă.

Чăвашстат ертỹçин заместителĕ Л.А.Петрова ялхуçалăх çыравне хатĕрленсе ирттерме федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрас, пỹлĕмсем суйлас, ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр лаптăкĕсем тĕлĕшпе патшалăх акчĕсене саккунпа килĕшỹллĕн йĕркелес ыйтусене хускатнă.

Çавăн пекех ларура комиссин 2016 çулхи ĕç планне тата халăха ялхуçалăх çыравĕн пĕлтерĕшĕпе тĕллевĕсене анлăрах пĕлтерес енĕпе информаципе ăнлантару ĕçĕсен мероприятийĕсене çирĕплетнĕ.

Р.ШУМОВА.

 

Система управления контентом
429290 с.Янтиково, пр.Ленина, д.13
Телефон: 8(83548) 2-12-15
Факс: 8(83548) 2-12-15
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика