Янтиковский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

13.11.2015 _ Тăван чĕлхене хисеплесе ỹсчĕр

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://yantik.cap.ru/

Пирĕн ачасене мĕн пĕчĕкренех тăван чĕлхене юратма вĕрентмелле. Вĕсене чăвашла кĕнекесем туянса памалла. Ытларах чăвашла калаçмалла.

Кăçалхи çу уйăхĕнче чăваш литературин классикĕ К.В.Иванов çуралнăранпа 125 çул çитрĕ. 2015 çула Чăваш Енре "Нарспи" поэмăн вилĕмсĕр авторне халалланă. Çак кунсенче район центрĕнчи 2-мĕш номерлĕ ача садĕнчи "Çăлтăр" ушкăна çỹрекенсемпе литература çулталăкĕ ячĕпе Иванов кунне ирттертĕмĕр.

Поэт кун-çулĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа панине тимлесе итлерĕç ачасем. Вăл юмахсем те çырнине пĕлсен, вĕсемпе паллаштарма ыйтрĕç. "Нарспи" поэма содержанийĕ те кăсăклă пулчĕ вĕсемшĕн.

Пуш уйăхĕн вĕçĕнче

Хĕвел пăхрĕ ăшăтса.

Силпи чăваш ялĕнче

Юр ирĕлчĕ васкаса.

Поэмăри çак сăвă йĕркисене кашниех пăхмасăр калама вĕренчĕ. Юлашкинчен пĕчĕк шăпăрлансем Сентти пек "лашалла" выляса савăнчĕç.

З.ПАВЛОВА, воспитательница.

 

Система управления контентом
429290 с.Янтиково, пр.Ленина, д.13
Телефон: 8(83548) 2-12-15
Факс: 8(83548) 2-12-15
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика