Чĕлхе - халăх пуянлăхĕ. Тăван чĕлхене юратман çын çук та пулĕ çĕр çинче. Атте-анне чĕлхи - пирĕн халăхăн пахаран та паха ылтăн çỹпçи, сĕм авалтан паянхи куна çити упранса юлнă нимĕнпе танлаштарма çук пысăк пуянлăх. Пирĕн чăваш чĕлхи иртнĕ ĕмĕрсемпе паянхи куна çыхăнтарса тăракан тĕрлĕ эрешлĕ, пин-пин тĕрĕллĕ, пин-пин чечеклĕ асамлă кĕпер.
Тăван чĕлхемĕрĕн çỹпçи тарăн та пуян. Н.И.Ашмарин словарĕнчех 40 пин сăмах: ытларах та-и тен? Калаçура эпир тĕрлĕ сăмахпа усă куратпăр. Вĕсен йышĕ тĕрлĕ сăлтавсенчен килет. Çакă паллă: ăçта чĕлхене хисеплеççĕ - унта вăл илемленсе пырать.
Чăваш чĕлхи - питĕ илĕртỹллĕ чĕлхе. Вăл тĕнчери чи çепĕççисен шутне кĕрет. Кун пирки паллă та сумлă ăсчахсем те палăртнă. Чăваш чĕлхине нумайранпа тĕпчекен венгр ученăйĕ Рана-Паш хăйĕн ĕçне сăваплă тесе шутлать. Чăваш чĕлхине тĕпчеме пултарнăшăн чунтан савăнать. Паллă ученăй Г.Н.Волков профессор, академик, 1970 çулта Прагăра, Тĕнче конгресĕнче чăвашла тухса калаçнă. Тĕрлĕ халăх çыннисем вăл чăваш чĕлхипе шухăша ăнланмалла, уçăмлă калаçма пултарнинчен тĕлĕннĕ (калаçăва ытти чĕлхесене куçарса пынă). Халăхăмăра çутта кăларнă И.Я.Яковлев пуласлăх çыннисене тăван чĕлхемĕре упрама сĕнсе хăварнă. "Чăваш чĕлхи ыттисенчен кая пулмĕ", - тенĕ вăл. Анчах асра тытатпăр-и-ха пĕтĕм тĕнче педагогики сума сăвакан вĕрентекенĕмĕрĕн сăмахне?
И.Я.Яковлевшăн ак, ачасене пăхса çитĕнтересси тăван чĕлхе урлă йĕркелесе пыни тĕп вырăнта пулнă. Тăван чĕлхе уншăн чи ăслă педагог шутланнă.
"Мĕншĕн пĕлмелле чăваш чĕлхине, мĕншĕн вĕренмелле ăна?" -тенине илтме пулать хăш-пĕр чухне чăвашсенченех. Мĕн тума кирлĕ-ха тăван чĕлхе? Ман шутпа, чăваш чĕлхи - тăван чĕлхе, çавăнпа вĕренетпĕр, вăл çынна ăс парать.
"Эпĕ чăвашла вулама юратмастăп, чăвашла вĕренме йывăр", - теççĕ тата теприсем.
Чĕлхе пире пĕр-пĕринпе калаçма, хутшăнма кирлĕ. Анчах унăн функцийĕ кунпа çеç вĕçленмест. Чĕлхе - халăх ăс-хакăлне, пултарулăхне кăтартакан тĕкĕр. Шел, анчах çакна юлашки вăхăтра манма пуçларăмăр.
Чăвашăн çын хушшинчи ырă туйăмĕсем яланах тăван сăмахпа çыхăннă: тăван кил, тăван анне, Тăван çĕршыв... Хăй чĕлхине хисеплеме хăнăхнă çын нихăçан та тепĕр чĕлхене хурласа калаçмасть. Пĕр чĕлхене тăрăшса вĕренекен тепĕр чĕлхене хăвăрт ăнкаракан пулать.
П.Хусанкай чирлесе выртнă вăхăтра та пăлхар чĕлхине вĕреннĕ. Чăвашларан пăлхарла, пăлхарларан чăвашла тỹрех куçарма хăнăхнă. Иван Яковлевич та ют çĕршыв педагогĕсемпе вĕсен чĕлхипе çыру çỹретнĕ. Мухтавлă ученăй, чăвашран тухнă Н.Я.Бичурин А.С.Пушкинпа, декабристсемпе туслă пулнăскер, нумай чĕлхе пĕлнĕ. Китай чĕлхине пĕлнĕ, вĕреннĕ, тĕпченĕ, словарьсем хатĕрленĕ. Пĕтĕм тĕнчипе паллă пулса тăнă.
Пĕр чĕлхе - пĕр ăс, икĕ чĕлхе - икĕ ăс. "Чăвашла вĕренни вырăсла вĕренме чăрмантарать", - теççĕ тата. Эпĕ ку шухăшпа пачах килĕшместĕп. Кун пек сăмахсене ансăр тавракурăмлă çын çеç калама пултарать. Эппин, унăн хăйĕн те нумай вĕренмелле-ха. Чĕлхене пĕлни никама та, нихăçан та хур туман, чăрмантарман.
Чĕлхемĕрте сăмахсен йышĕ питĕ нумай. Вĕсемпе хăвăн шухăшна ытарлăн тата илемлĕн калама пулать.
Пĕррехинче пĕр ачан амăшĕ: "Ман мальчик паян шкула пыраймасть-ха", - тет. "Мальчик" вырăнне "ывăлăм" тенĕ пулсан çепĕçрех илтĕнместчĕ-и вара? Чăваш чĕлхинче пур сăмаха мĕншĕн юттинче шырамалла-ха? Эппин, чĕлхе культури çук унăн.
Тăван чĕлхен чи çивĕч ыйтăвĕсенчен пĕри - чĕлхе тасалăхне упрасси. Ак, пирĕн республикăра тĕрлĕ вырăнсенче аннене хăйне евĕр чĕнеççĕ. Вирьялсем "аки, апи, апай, апу" теççĕ. Анатрисем аннене ытларах "мама" тесе чĕнеççĕ. Ĕлĕкхи дворянсем куштанланса хăйсен амăшĕсене "маман", (француз чĕлхинчи пек) тесе каланă. Çавăн пекех тете, пичче, аппа, кукамай, асанне, кукаçи, асатте сăмахсене те вырăсла çавăрттарса "дядя", "тете", "бабушка", "дедушка" тени килĕшỹллĕ мар.
Мĕншĕн-ха чăваш ачине "асанне, асатте, кукамай, кукаçи" сăмахсем мĕне пĕлтернине ăнлантармалла?
Вырăс чĕлхинче кукамайпа асанне - "бабушка", асаттепе кукаçи - "дедушка". Тăван чĕлхере вара вĕсем валли уйрăм сăмахсем пур. Ирĕксĕрех "пуян та-çке чăваш чĕлхи" текен шухăш патне пырса тухатăн.
Халĕ чылай ялсенче ача сачĕсем пур. Вĕсенче ытларах вырăсла калаçаççĕ. Ку, паллах, пăшăрхантарать. Ачасен калаçăвĕ çурри вырăсла, çурри чăвашла пулса тухать вара. Урампа иртсе пыратăп та пĕр ачаран: "Мĕн тăватăн-ха?" - тесе ыйтрăм. Вăл мана: "Играть тăватăп", - тесе хуравларĕ. Те вырăсла, те чăвашла каласшăн пулчĕ ĕнтĕ ача, пĕлеймерĕм. Вырăсла-чăвашла перкелешсе чĕлхене çỹплемелле мар. Хамăрăн кил-çурта таса тытма тăрăшатпăр пулсан, чĕлхене те вараламалла мар. Чăвашла сăмахсемпех темĕн çинчен те хитре, сăнлăхлă калаçма пулать.
Шкулта чăваш чĕлхипе литератури урокĕсенче çеç тĕрĕс калаçни çителĕксĕр. Килте те ашшĕ-амăшĕ тăван чĕлхене хисеплеме, ачисене пĕчĕкренех илемлĕ калаçма вĕрентсен чĕлхе аталанĕ. Пулас ăрăвăмăра хамăрăн çепĕç те хаклă сăмахсенчен сивĕтес марччĕ. Уйăрас марччĕ тăван чĕлхемĕр ăшшинчен ача-пăчана. Тăван чĕлхене пĕлни, хисеплени халиччен никама та усал туман. Тăван чĕлхемĕрĕн ăш-пиллĕ сăмахĕсем янăраччăр те янăраччăр таврара, çакăн хыççăн илемленĕ çеç пирĕн пурнăç.
Тăван чĕлхене тĕллевлĕн вĕрентес, чăвашлăха упраса хăварас тесе шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем питĕ тăрăшаççĕ-ха. Ашшĕ-амăшĕн те воспитани ĕçне тĕрĕс туса пымалла. Анчах нумай чухне мĕн асăрхатпăр-ха эпир? "Чăвашлăха упрамалла", - тесе калаçаççĕ пуçлăхсем. Хăйсем вара ачисене вырăсла çеç вĕрентеççĕ, вĕсен çемйисенче пĕр чăваш сăмахĕ те илтме çук. Пухусенче вырăсла-чăвашла калаçаççĕ. Чăвашла таса та яка калаçма пултаракансем çук мар пирĕн хушăра. Чăваш пуплевĕ вырăс чĕлхипе хутăштармасăрах вăйлăн, илемлĕн янăрать.
Çеçпĕл Мишши чăваш чĕлхине чунтан юратнă, чĕлхе аталанайманшăн куляннă, ăна вăй-хăват кĕртессишĕн тăрăшнă. "Чăваш чĕлхи ячĕпе пурте пĕр пулар!" - тесе чĕннĕ. Тăван культурăшăн пурне те чăмăртанса ĕçлеме сĕннĕ вăл.
З.ГРИГОРЬЕВА, вĕрентекен.
Тăрмăш ялĕ.