Янтиковский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

08.09.2015 _ Музей ĕçĕпе кăмăллă юлчĕç

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://yantik.cap.ru/

Енĕш Нăрвашри историпе асăну халăх музейĕ Чăваш Енри чи паллисенчен пĕри шутланса тăрать. Республикăра ирттернĕ "Хамăр алăпа илем кĕртер" конкурсра 1-мĕш вырăн та çĕнсе илнĕччĕ эпир.

2015 çулхи çу кунĕсенче Енĕш Нăрвашри музейра тĕрлĕ ушкăнсем пулса курчĕç, унăн ĕçне тивĕçлипе хакларĕç, малашне ăнăçу сунчĕç. Шупашкарти И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен университетран вĕренсе тухнисем (чăваш чĕлхипе литература уйрăмĕнче вĕреннисем); 1975 тата 1985, 1990 çулсенче Енĕш Нăрвашри вăтам шкултан вĕренсе тухнисен ушкăнĕсем; ялти 2-ĕ класлă училищĕрен вĕренсе тухнă, унтан шкулта учитель пулса ĕçленĕ Григорий Трофимовпа Чĕмпĕрти Чăваш шкулĕнче священник пулса ĕçленĕ Лука Трофимовăн çывăх тăванĕсем; А.П.Майраслов скульпторăн Чулхулари тăванĕсем, П.М.Меркурьев художникĕн Шупашкарти тăванĕсем тата ытти çынсем пулчĕç.

Шупашкарти 5-мĕш гимназире вĕренекенсем (11 кл.) икĕ автобуспах килсе кайрĕç. Тăвай районĕнче çак кунсенче республикăри ветеринарсен семинарĕ иртрĕ, унта хутшăннисем Енĕш Нăрвашри музея та кĕрсе тухма кăмăл турĕç. Вĕсен ертỹçи С.И.Скворцов тав сăмахĕсем çырса хăварчĕ. Çав кун Мускавран килнĕ ял хуçалăх министерствинче мобилизаци енĕпе ĕçлекен уйрăм начальникĕн çумĕ Азат Самигдялин тата Чăваш ял хуçалăх министерствинче ĕçлекен М.Ванерке те музейра пулчĕç. Чăваш ялĕнче çакăн пек хăтлă музей йĕркеленĕшĕн тав сăмахĕсем çырса хăварчĕç.

В.ПЕТРОВ, музей заведующийĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: Енĕш Нăрвашри музей хăнисем.

 

Система управления контентом
429290 с.Янтиково, пр.Ленина, д.13
Телефон: 8(83548) 2-12-15
Факс: 8(83548) 2-12-15
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика