Янтиковский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

25.08.2015 _ Туслăх уявне хутшăнтăмăр

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://yantik.cap.ru/

Августăн 19-мĕшĕнче Ульяновск облаçĕпе Чăваш Республикин Туслăх уявне хутшăнтăмăр, вăл Шăмăршă районĕнчи ипподромра иртрĕ. Уяв программи анлă пулчĕ. "Тăрмăш" халăх фольклор ушкăнĕ те уявра юрласа та ташласа савăнтарчĕ курма килнĕ хăнасене. Нумай коллектив килнĕ тĕрлĕ çĕртен. Кашнин юрри-ташши хăйне май илемлĕ.

Пỹрт умĕсене те хитре илемлетрĕмĕр, чăваш тĕррисем çинчи эрешсем куçа илĕртеççĕ. Эпир пỹрт умĕнче "Туй" кăтартрăмăр, ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан М.В.Игнатьева çăкăрпа тăварпа сăйларăмăр. Шỹрпе пĕçерсе Ульяновскран килнĕ хăнасене те хăналарăмăр, пĕрле чылайччен калаçрăмăр, чăваш юррисене юрларăмăр (сăн ỹкерчĕкре).

Çавăн пек уявсем чăвашлăха, йăла-йĕркесене манма памаççĕ, туслăха çирĕплетеççĕ. Питĕ савăнтăмăр кайса курнăшăн, татах та тухса çỹресчĕ-ха ытти регионсене те. Çавăн пекех лашасемпе ăмăртнине те курса тĕлĕнтĕмĕр, çул хĕрринче пурăнакан упана та куртăмăр.

Е.МАТРОСОВА. Тăрмăш ялĕ.

 

Система управления контентом
429290 с.Янтиково, пр.Ленина, д.13
Телефон: 8(83548) 2-12-15
Факс: 8(83548) 2-12-15
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика