Янтиковский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

04.08.2015 _ Пуянланать ялти музей

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://yantik.cap.ru/

Иртнĕ çулхи çу кунĕсенче Енĕш Нăрвашри историпе асăну музейĕ тĕрлĕ çар экспоначĕсемпе пуянланни çинчен "Ял ĕçченĕ" хаçатра статья пичетленсе тухнăччĕ. Халĕ вара музея çар экспоначĕсем парнеленĕ Сергей Иванович Лукин тăван яла отпуска килнĕ. Хальхинче те пушă алăпа мар. Ывăлĕпе Ильяпа ПТР - танксене хирĕç кĕрешмелли пăшал стволĕ, пысăк калибрлă снаряд пайĕ, пулемет дискипе патронĕсем, винтовка обоймин патронĕсем, гильзăсем илсе килнĕ. Вĕсене Мускав облаçĕнче, хăй пурăнакан вырăнти шырав ĕçĕсене туса пыракан отряд членĕсем тупнă. С.Лукин çав отрядпа тачă çыхăну тытса тăрать. Асăннă çар экспоначĕсене тăван ялти музея Аслă Çĕнтерỹ 70 çул çитнине халалласа парнелерĕ.

Мускав облаçĕнчи хаклă ентешĕмĕр çуралнă кĕтесре час-часах пулаймасть. Кашни килмессеренех чылай улшăну асăрхать. Хальхинче вара вăл "Упа кĕтесĕ" турбазăра пулса курчĕ, ĕлĕкхи колхоз сачĕ пулнă çĕрте çавăн пек хăтлă кану вырăнĕ тунипе чăннипех тĕлĕнчĕ. Кăçал çеç йĕркеленĕ "Шатер" та хăнасене тыткăнларĕ. Турбаза йĕркелекенĕпе С.Дмитриевпа С.Лукин хушшинче ăшă та кăмăллă калаçу пулса иртрĕ. "Ют çĕршывсенчи чаплă пансионатсем пекех туйăнса кайрĕ кунта", - терĕ вăл.

С.Лукина асăнмалăх кăçал кăларнă "Астăвăм. Енĕшнăрвашсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче" кĕнекене парнелерĕмĕр.

В.ПЕТРОВ, музей заведующийĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: Сергей Лукин музея экспонатсем парнеленĕ самант.

 

Система управления контентом
429290 с.Янтиково, пр.Ленина, д.13
Телефон: 8(83548) 2-12-15
Факс: 8(83548) 2-12-15
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика