Янтиковский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

100-лет Амалыковской школе

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://yantik.cap.ru/

Амалăх шкулне – 100 çул
ШКУЛ ИСТОРИЙЕНЧЕН

1901 çулта Егоров Поликарп Егорович Амалăх ачисене хăйĕн килĕнче хай укçипе вĕрентме пуçланă. 1902 çулта шкула пат-шалăх хăй çине илет. çав çулах кунта учитель пулса ĕçлеме Соловьев Александр Николаевича янă? Вăл Кольцовка ялĕнчен пулнă: Амалăхра 1907 çулччен вĕрентнĕ. Ун хыççăн Кĕршери священник ывăлĕ Петропавловский Федор Евдокимович вырăс вĕрентнĕ. Ана Киччĕ ялĕнчи Герасимов Евдоким Федорович пулăшса пынă. Вĕсем пĕр çул кăна ĕçленĕ. Унтан Канаш районĕнчи Ямаш каччи Семен Родионович вĕрентнĕ. 1908-1914 çулсенче Комсомольски районĕнчи Степановкăри Антонов Петр Антонович ĕçлет. Ана империализм вăрçине илсе кайсан: 1915-1916 çулсенче Иван Терентьевич вĕрентет. 1916 çулта Петр Антонович вăрçăран таврăнать те тепĕр çул шкулта вăй хурать.
1917 çулта Краснов Петр шкула хăйĕн туса пĕтермен çуртне панă. çурта халăх вăйĕпе туса пĕтереççĕ. Анчах Краснов вăрçăран таврăнать те тин кăна хăтлă çуртра вĕренме тытăннă ачасене  кăларса ярать.
1918 çулта ачасене Чернова Евдокия Степановна Павлов Изосим çуртĕнче вĕрентет. 1920 çултан ăна Белкова Анна Васильевна пулăшма тытăнать. Анна Васильевна ĕçлеме пуçланă çул Амалăхра пĕр сыпăклă шкул уçнă. Анчах шкулăн çав-çавах ятарлă çурт пулман-ха. Ачасене пуянрах пурăнакан çемьесен çурчĕсене арендăна илсе вĕрентме тивнĕ. Сăмахран: Сергеев Иван №çерçи Иванĕ№: Рассадников Василий Егорович çурчĕсенче вĕрентни паллă.
 1922 çулта ачасене Матвеев Кирилл Матвеевич вĕрентме пуçлать. 1931 çулта шкулта виçе учитель ĕçленĕ% Кирилл Матвеевич: Иван Иванович: Федор Петрович.
1929 çулта пуянсене раскулачить туса вĕсен пурлăхĕсене туртса илеççĕ. Мария Герасимовапа 3-мĕш гильдири купсан Назар Ивановичăн чаплă çурчĕсенчен шкул тăваççĕ. Вĕсен çурчĕсем халĕ те тĕрĕс-тĕкелех лараççĕ. Караç Марйин пилĕк кĕтеслĕ эрешлĕ çурчĕ хальхи шкул территорийçнчех? Назар Ивановичăн кирпĕч çуртĕнче магазин вырнаçнă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçиччен шкул хальхи магазин тĕлĕнче пулнă. Унта вăрçăчченхи тĕрлĕ çулсенче кам шкул заведующийĕнче кам учительре ĕçленĕ. Вĕсен хушшинче% Нилов Валентин Алексеевич: Шакров Яков Дмитриевич: Задоров Николай Алексеевич: Якимов Александр Якимович: Петров Герасим Петрович: Пирогов Николай Петрович: Марьин Иван Петрович: Чайкин Василий Егорович. 
    1936 çулта Икишин Павел Александровича: çăлпуç каччине: шкул заведующийĕ пулма çирĕплетеççĕ.
    1940 çулта тулли мар вăтам шкул туса хураççĕ. Ачасене çичĕ çул вĕрентме пуçлаççĕ. Икишин шкул директорĕ пулать.
    1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче Тăван  çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланать. Ялти 165 çынна вăрçа илсе каяççĕ. Вĕсем хушшинче арçын учительсене те – Кирилл Матвеевичпа Кузьма Семеновича.
  Юнлă вăрçăран 71 çын каялла таврăнайман. Вĕсен шутне Кирилл Матвеевич та лекнĕ. çак паттăрсен ячĕсене ял халăхĕ ырăпа кăна асăнать. Шкул ачисемпе ял  администрацийĕ çулсеренех: вăрçăра пуçĕсене хунă ентешсене асăнса лартнă палăк умĕнче вăрçă ветеранĕсене чыслаççĕ: палăк умне чечек кăшăлĕсем хурса пуç таяççĕ.
«Арçын учительсене фронта илсен: шкулта педагогика пĕлĕвĕ илнĕ вĕрентекен эпĕ кăна тăрса юлтăм. Вĕрентекенсем çитменнипе шкула Канашри педагогика училищинче пĕрремĕш çул вĕренекен хĕрсене ярса пачĕç: - аса илет Малинина Александра Николаевна. - Вуттине те хамăрăн: шкул ачисен вăйĕпе хатĕрлеме тиветчĕ. Вăйпитти çынсем çитменнипе колхозра та шкул ачисем ĕçленĕ. Классем çителĕксĕрччĕ. 1941-1942 çулсенче ял халăхĕ пулăшнипе виçĕ пура купаласа виçĕ класс валли п.лĕмсем турăмăр». Шкул территорийĕ тавра ачасемпе учительсем хăйсен вăйĕпе çатан карта тытаççĕ. «Кашни ачана вăрмантан карта тытма патаксем: шалчасем% кам мĕн пултарать - çавна илсе килме хушрăмăр»: - аса илет Васильева №халĕ Шайкина№ Антонина  Васильевна: 1942 çултан пуçласа мĕн пенсие тухичченех Амалăх шкулĕнче вĕрентнĕскер.
1942-1962 çулсенче №çирĕм çул№ шкула Мюресов Георгий Осипович ертсе пырать. Вăл тăрăшнипех 1961 çулта: пилĕк класлă йывăç çурт купаласа лартаççĕ? çав çулах сакăр çул вĕренмелли шкул туса хураççĕ.
 Халĕ ачасем вĕренекен 6 класлă кирпĕч çурта 1962-1964 çулсенче шкул директор пулнă Малинин Иван Григорьевич тутарма пуçланă та №шел: 1966 çулхи раштавăн 9-мĕшĕнче вăрçă суранĕсене пула вăхăтсăр çĕре кĕнĕ отставкăри капитан№ Куракин Роман Павловичпа Самойлов Иван Самойлович тутарса пĕтерттернĕ.
1973-1980 çулсенче шкул директорĕнче вăрçă ветеранĕ: тăватă орденпа нумай медаль кавалерĕ: гварди капитанĕ Максимов Василий Максимович тăрăшать.
1980-1988 çулсенче шкула Дмитриев Иван Дмитриевич ертсе пынă. çав тери ырă кăмăллă: таса чунлă çынччĕ: аса илеççĕ ăста педагога ял çыннисем.
1988 çултан пуçласа паянхи кунчченех директорта ăста педагог: вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Перлова Галина Сергеевна вăй хурать.
1993 çулта Амалăхри сакăр çул вĕренмелли шкултан пĕтĕмĕшле пĕл. паракан тĕп шкул туса хураççĕ.
Ачасене тарăн пĕл. парас: çĕршыва юрăхлă çынсем тăвас тесе тимлеççĕ вĕрентекенсем. Икĕ çул каярах çеç-ха Амалăх шкулĕн 9-мĕш класĕнчен вĕренсе тухнă вунă ачаран тăваттăшĕ аслă вĕрен. заведенийĕсене: виççĕшĕ тĕрлĕ техникумсене вĕренме кĕчĕç. 7-мĕш класа пиллĕксемпе пĕтернĕ Яковлева Светлана Шупашкарти Лебедев ячĕллĕ лицее экзаменсенче чи пысăк балл пухса вĕренме кĕчĕ.  çак çитĕн.сем Амалăх шкулĕнче вĕрентекенсем   тăрăшмасăр пулман: паллах.

 

Система управления контентом
429290 с.Янтиково, пр.Ленина, д.13
Телефон: 8(83548) 2-12-15
Факс: 8(83548) 2-12-15
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика