Янтиковский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

17.01.2014 _ Вăл яланах çынсем хушшинче

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://yantik.cap.ru/

Çулталăк пуçланчĕ. Аранах кĕтсе илтĕмĕр сивĕ хĕл кунĕсене. Часах çутăлмасть халь. Тавралăх тĕттĕм чаршавне сиричченех ĕçе кайма тухаççĕ çынсем. Вĕсен çулне лăпкă çăвакан юр çутатать, тасатать, кăпăшлатать, пурне те ырă ĕç эрни сунать. Ура айĕнчи юр нăтăртатăвĕ шухăшсен сăпкинчен анса пурнăç таппине таврăнма хистерĕ.

–Ырă ир. Çут çанталăк илемĕпе киленетĕр-и? Çутăр-ха, çутăр. Тăван çĕре лайăх хуплатăр юр. Кĕр калчисем аван хĕл каçĕç хулăн кавир айĕнче, çуркунне вара хăвăрт вăй илĕç, – илтĕнсе кайрĕ арçын сасси хыçра.

–Ырă ир, килĕшетĕп сирĕнпе, – хурав патăм çул юлташне.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Валерий Васильевич Чайкин тунти кунхи ларăва васкатчĕ пулин те, хальхинче те сăмах хушмасăр иртмерĕ. Тăвай енри кашни çынпа пĕр чĕлхе тупма тăрăшать вăл çапла.

Çулталăк пуçламăшĕнче вара, район çыннисене уявпа саламласа, малашлăхра ÿсĕмсем сунса, сăвă çырассине йăлана кĕртнĕ.

“Çĕн хăватпа çĕн кун килет,

Ĕнерхи кун хыçа юлать.

Нумай çĕнни халь çĕнтерет,

Ĕлкĕрекен малта пырать.

Çĕлен çулне мал ĕмĕтпе

Утар хастарлăх çулĕпе.

Лăпкă, тăнăç пурнăç кашнине,

Пурнăçа кĕртесчĕ плансене

Алла ал тытасчĕ пĕр-пĕрне”, – çакнашкал ăшă сăмахсем тупнăччĕ В.Чайкин. Акросăвă йĕркисен пĕрремĕш саспаллисене илсен, “Çĕнĕ çулпа” тени вуланать. Тĕрлĕ тема хускатма пултарать вăл. 2002 çултанпа Раççейри журналистсен союзĕнче тăрать Валерий Васильевич, “Хыпар”, “Чăваш хĕрарăмĕ” кăларăмĕсемпе туслă. “Советская Чувашия” хаçат журналисчĕсем те усă кураççĕ унăн материалĕсемпе. Темиçе çул каялла харсăр корреспондент йĕркелесе пынипе районта пурăнакан вăрçă ветеранĕсем çинчен “Вĕсем çĕнтерĕве çывхартнă” кĕнеке кун çути курчĕ. Тăвай енри вĕренекенсен сăввисен пуххине, “Кĕтнепе Эль хушшинчи” ятлă альманаха пичете хатĕрлеме пулăшнă тата. Республикăри радиопередачăсенче тăтăшах илтме пулать вăл чăвашла таса калаçнине, район пурнăçĕпе кăмăлласах паллаштарать итлекенсене.

Çавăн пекех В.Чайкин спектакльсенче ăста вылянине те палăртмасăр иртес килмест. 1978 çулта А.Ĕçхĕлĕн “Виçĕ туй” ятлă произведенине сцена çине кăларма хутшăннинчен пуçланнă унăн артист пултарулăхĕ. Асăннă постановкăра маттурскер тĕп роле, Чудеев бригадира, вылянă. Çавăн чухне тăвайсем республикăри ялсенчи театрсем хушшинче пĕрремĕш вырăна тухнă, Чăваш Ен телевиденийĕ те ÿкерсе илнĕ вĕсене. “Унтанпа çирĕм ытла спектакльте те выляма тÿр килнĕ пулĕ, кашнинчех текста тĕплĕн вуласа тухаттăм малтан, хам калăпланă сăнарсем куракансене ăнланмалла пулччăр тесе тимлеттĕм. И.Алексеев, Н.Кузьмин, В. Иванов, Г.Терентьев, С.Иванов режиссерсем те чылай пулăшатчĕç”, – аса илет Валерий Васильевич.

Н.Сидоров ентешĕмĕр çырнă “Кантăкран шаккарĕ хамăр ял каччи” (Прунькка) тата “Гражданла брак” (Якуркка) камитсенчи В.Чайкин калăпланă сăнарсем халĕ те асрах-ха. Ял çыннисем ахăлтатсах кулатчĕç вăл вылякан курăнусенче. Кулăш вара эмел пекех сиплĕ. Режиссер пултарулăхĕ те ют мар ывăнма пĕлмен общественникшăн. Н.Угарин драматургăн “Улька кинĕн виçĕ кинĕ” мыскарине вăл тăрăшнипе кăларнă сцена çине. Унпа Тăвайри халăх театрĕ тĕрлĕ районти ялсенчи ĕçченсене савăнтарнă.

–Сана парнелеме эп парне шырарăм,

Анчах парнийĕ тупăнмасть çаплах.

Каçар мана, ман мăшăрăм, ман арăм,

Парне пулам-и саншăн эп хамах, – янăрать В.Шемекеевпа А.Кириллов çырнă юрă сцена çинче. Çапла, тĕрĕс ăнкартăр вулакансем, Валерий Васильевич юрлать ăна. Концертсене те кăмăлласах хутшăнать вăл.

Тепĕр ырă ен пур район администрацийĕнче вун-вун çул тăрăшакан организаторăн, ĕçлекене вăхăтра хавхалантарма пĕлет. 2005 çулта В.Чайкин пуçарнипе Тăвай районĕн Хисеп Кĕнекине ĕçе кĕртеççĕ. Унăн эскизне хатĕрленĕ вăл малтан. Халĕ кĕнекере районти сумлă ĕçченсемпе тĕрлĕ шайри ертÿçĕсен, культурăра, вĕрентÿре, сывлăх сыхлавĕнче малта пыракансен, вăрçă паттăрĕсен (24 çын) хушамачĕсене çырса хунă, сăн ÿкерчĕкĕсене вырнаçтарнă.

АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ В.Чайкин ферма ĕçченĕсен кăтартăвĕсене уйăхсерен пĕтĕмлетессине, мала тухнисене “Тăвай районĕнчи сĕт туса илекен чи лайăх коллектив” куçса çÿрекен кубок, парне, Диплом парассине йĕркелесе янă. Çавăн пекех вырмари комбайнерсен харсăрлăхне тимлĕхсĕр хăварман асăннă пай. 1000 центнер тырă çапса илмессерен Хисеп грамоти парса чысланă вĕсене, комбайнĕ çине пучах çыпăçтарнă.

Пичет кунĕнче çулсерен хаçатçăсене ручка парса саламлани те вăл чăннипех те пысăк чунлă çын пулнине çирĕплетет. Районти библиотекăсене кĕнекесем парнелесе, тĕрлĕ хаçат-журнал çырăнса парса, “Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе” марафон пухмачне укçа-тенкĕ хывса, юратнă ашшĕпе амăшĕ ыттисене ырлăх кÿме вĕрентсе ÿстернине пурнăçа кĕртет Валерий Васильевич.

Ответлă должноçсенче вăй хурса тĕрлĕ шайри мероприятисем йĕркелессипе пысăк опыт пухнă вăл, чаплă уявсен сценарисене те хатĕрлеме пултарать. Концерт программисене ертсе пырасси те уншăн юратнă тивĕç, çынна ăнланмалла, уççăн калать сăмахсене. Ак, иртнĕ çул В.Чайкин ял хуçалăх ĕçченĕсен уявне çĕнĕлле йĕркелесе тĕлĕнтерчĕ. Тырă пучахне аса илтеретчĕç çĕр ĕçченĕсем вырнаçнă сĕтелсем. Асăннă мероприятире панă “Тăвай районĕнчи ял хуçалăхĕн чи лайăх работникĕ” медаль миçе çынна савăнтарчĕ-ши? Çакăнтан пуçланать те ĕнтĕ çынлăх. Ял хуçалăх отрасльне ертсе пыракан арçын уй-хирти кашни агрегат патне çитме, фермăсенчи коллективсен ĕçне-хĕлне тимлеме тăрăшать.

Чăн-чăн ертÿçĕн çапла пулмалла та. Сасса хăпартмасăр, теприне нихăçан та хурламасăр, ырă тĕслĕх кăтартса пымалла унăн, кашни работник еннелле çул хывма пĕлмелле, кирлĕ пулсан пулăшмалла.

–Эсир вăй-хал илсе тăракан çăлкуç ăçтарах вырнаçнă-ши, Валерий Васильевич? – малалла кустаратăп калаçу çăмхине.

Яланах ăшă кулăллă çÿрекен арçын салхулланчĕ, шăпланчĕ вăл. Çĕнĕ Ишпуçĕнчи, Амалăхри шкулсенче ĕç сукмакĕпе утма пуçланине, унтан ВЛКСМ Тăвай райкомĕнче, КПСС Тăвай райкомĕн инструкторĕнче, каярахпа пай заведующийĕнче тăрăшнине куç умне кăларчĕ, ахăртнех. 1990 çулта вара Тăвай райсовет председателĕн заместителĕнче ĕçлеме пуçланă. Район администрацийĕн кадрсемпе, депутатсен пухăвĕпе, хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пая ертсе пырать çакăн хыççăн. Кадрсемпе тимлекен, организациллĕ-контроллĕ ĕçсене тăвакан пайра та активлăх кăтартнă ăста специалист. Чутей ял тăрăхне ертсе пыма шанчĕç ăна темиçе çул каялла, унтан вара район администрацийĕн ĕçĕсен управляющине куçарчĕç. Пуçаруллăскере тата ответлăрах должноç шанса пачĕç пĕлтĕр. Район администрацийĕн пĕрремĕш çумĕ, АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçĕсене аван пурнăçласа пырать В.Чайкин. Ăсĕ-тăнĕ, тавракурăмĕ, харсăрлăхĕ çителĕклĕ унăн. Ĕçленĕ хушăрах Шупашкарти ял хуçалăх академийĕнче аслă пĕлÿ илнĕ ответлăха кашни утăмра туякан организатор.

–Ĕçлеме пуçланăранпа 40 çул хыçа юлчĕ. Тăтăшах çынсем хушшинче пулма тăрăшнă. Аслисенчен вĕренсе пынă, çамрăксене тÿрĕ çулпа утма хавхалантарнă, – шухăшĕсен ытамĕнчен тухса сăмах хушрĕ умри арçын.

Пирĕн çĕр-шывра çын ĕçне хаклаççĕ. Район администрацийĕн, ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн, ЧР Патшалăх Совечĕн, КПСС Чăваш обкомĕпе ЧАССР Министрсен Совечĕн, ЧР культура, наци ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн, Раççейри культура министерствисен Хисеп грамотисемпе, РФ Тĕп суйлав комиссийĕн Тав хучĕпе, ”Раççейри профсоюз организацине – 100 çул” медальпе тата ытти наградăсемпе чысланă В.Чайкина.

Чутей ялĕн сывлăшĕ, сиплĕ шывĕ, улăх-çаранĕ, вăрманĕ, çуралнă вырăнсен илемлĕ тавралăхĕ вăй-хал парса тăраççĕ иккен ăна. Учительсен çемйинче çутă тĕнче курнă вăл, Марфа Сергеевнапа Василий Егоровичăн çиччĕмĕш ачи шутланать. Пурĕ тăхăр пепке пулнă Чутейри Чайкинсен. Çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнаççĕ халь Валерий Васильевичăн пĕр тăванĕсем, çемьеленнĕ, ача-пăчаллă, кашнин хăйĕн йăви.

–Сирĕн хушамат питĕ кăсăклă,– тĕпчетĕп татах.

–Суймастăп, аттепе аннерен те ыйтса пĕлмен çакăн пирки. “Чайка” ятлă шыв кайăкĕнчен мар-ши? Чутейре ĕлĕк чарлансем йăва çавăрма пултарнă, – кулса тинкерчĕ мана калаçу юлташĕ.

Валерий Васильевичпа Валентина Григорьевна хĕрпе ывăл пăхса çитĕнтернĕ. Таня çемйипе Сургутра пурăнать, профсоюз лидерĕ. Андрей районти Тĕп суйлав комиссийĕн система администраторĕнче тăрăшать. Тăватă мăнук Тăвай ялĕнче кил хуçалăх çавăрса пурăнакан аслă Чайкинсен.

–Çамрăк ăру валли яланах вăхăт тупатăп. Тăваттăшĕ те арçын ача, сывлăхлă ÿсчĕр, спорта юратчăр. Физкультурăпа туслă çын çулпа яланах çирĕппĕн утать, – терĕ В.Чайкин сăмах хутаççине хупма вăхăт çитнине систерсе.

Каç кÿлĕм, кил хуçалăхĕнчи ĕçĕсенчен пушансан, йĕлтĕр çине тăрать çемье пуçĕ, сывлăха çирĕплетекенсем хушшинче пулма васкать. Спорткомплекс вĕсенчен аякрах мар, кану вăхăчĕ çитиччен пĕр-икĕ çаврăм тума ĕлкĕрет стадионра.

А.НИКИТИНА.

Сăн ÿкерчĕкре: Тăвай район администрацийĕн пĕрремĕш çумĕ, АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ В.Чайкин хресчен фермер хуçалăх ертÿçисемпе – С.Хумышевпа, Б.Алексеевпа, С.Михайловпа канашлать.

В.НИКИТИН сăн ÿкерчĕкĕ.

 

Система управления контентом
429290 с.Янтиково, пр.Ленина, д.13
Телефон: 8(83548) 2-12-15
Факс: 8(83548) 2-12-15
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика