Сире Пĕтĕм тĕнчери Ватă çынсен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп.
Сирĕн хушăра Аслă Отечественнăй вăрçăра Тăван çĕршыв ирĕклĕхне хÿтĕленĕ, Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн тылра ырми- канми вăй хунă ватă çынсем те сахал мар. Вăрçăн нуши-тертне аслисемпе тан чăтса ирттернĕ, паянхи пуласлăхшăн пĕчĕкренех тăрăшнă «вăрçă ачисем» те чылай районта. Вăрçă хыççăн та сирĕн пурнăç çăмăл пулман: халăх хуçалăхне ура çине тăратассишĕн кунне-çĕрне пăхмасăр вăй хунă, çĕршывăмăр çирĕп те хăватлă пултăр тесе тимленĕ. Тавах сире нимпе танлаштарма çук паттăрлăхăршăн, пархатарлă ĕçĕршĕн, пире мирлĕ пурнăç парнеленĕшĕн. Паян та эсир район пуласлăхĕшĕн çунса тăратăр. Çитĕнекен ăрура ăс-хакăл, ĕçченлĕхпе патриотизм туйăмне çирĕплететĕр. Сирĕн умăрта эпир çĕре çити пуç таятпăр.
Хисеплĕ çыннăмăрсем! Эсир нихăçан та нимĕнле йывăрлăха та парăнман. Пĕрмаях çирĕппĕн малаллах утнă, çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тунă. Сирĕн пуян опытăр пирĕншĕн çав тери хаклă. Эпир сирĕнтен вĕренсе пыратпăр, йывăрлăхсене чыслăн çĕнтерме тăрăшатпăр.
Районти ветерансен, район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи пуян опытлă ватă çынсен Канашĕсем, вĕсен усăллă сĕнĕвĕсем пире ĕçре пулăшса пыраççĕ, малаллахи çула кăтартса пыраççĕ, çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантараççĕ.
Сывлăхăр сирĕн çирĕп, кунçулăр вăрăм пултăр. Телейпе ăнăçу пĕрлех çÿреччĕр. Çывăх çыннăрсем яланах юнашар пулччăр, пурăнма вăй-хал парса тăччăр. Вĕсен ăнланăвĕпе чун ăшши ватлăхăра канлĕх кÿтĕр.
Район пуçлăхĕ Ю.А.Иванов.