Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Ĕненекенсене валли

Ваттисене асăнса, масарсене тирпейлĕ тытар

 

Çулталăкри чи çутă уяв Мăн кунччен шутлă кунсем юлчĕç. Мăн кун эрни тухсан ваттисен кунне асăнаççĕ. Мĕн пĕлмелле пирĕн çак кунсенче; Çак ыйту тавра калаçрăмăр та эпир Муркашри Владимирски Турă Амăшĕн чиркĕвĕн настоятелĕпе Федор аттепе. Хăйĕн сăмахне Федор атте, акă, мĕнрен пуçларĕ:

-Чи çутă та аслă праçник Мăн кун çитсе килет. Çак куна эпир çулталăкĕпех кĕтетпĕр, хатĕрленетпĕр. Аслă типĕре типĕ тытатпăр. Çапла майпа хамăра тунă  çылăхсенчен тасататпăр, пÿрт-çурта, урамсене  тирпейлетпĕр, илемлтетпĕр. Мăн кун эрни иртсен пĕрремĕш ытлари кун вара Ваттисен кунне асăнатпăр.

-Федор атте, ваттисене асăнмалли йĕрке çинче тĕплĕнрех чарăнсан аванччĕ. Çамрăксем кăна мар, пур ватăсем те, тен, пĕлсе çитереймеççĕ ун çинчен;

-Ваттисен кунĕнче эпир  масар çине каясси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Хамăрăн вилнĕ тăванăмăрсен вил тăпри çинче пулса вĕсене асăнатпăр, кĕл тăватпăр.

Çакна асра тытмалла. Чи кирли - кĕл туни. Масар çине кайма пуçтарăнсан малтан, чиркĕве кĕмелле. Чиркĕве килнĕ ытти çынсемпе пĕрле кĕлĕ вуламалла, çурта çутмалла. Просфор кастарма заказной памалла - ку чи кирли.

Ваттисене асăннă хыççăн чиркÿре панихида тăватпăр. Урăхла каласан, ваттисен праçникне илсе пынă çимĕçсене светить тăватăпр. Çав кĕл тунă çимĕçе киле илсе кайса асăнса çиеççĕ. Кунта çакна та каласа хăвармалла. Пур кĕл тунă çимĕçе киле илсе каймасан та юрать. Чиркĕве хăварни лайăх: Çакă Турра парне пани пулать. Çавăнпа та чылайăшĕ чиркĕве çимĕçсене икĕ пакетпа илсе пырать, пĕрне киле илсе каять, теприне чиркĕве парса хăварать.

-Масар çине çитсен, мĕн тумалла, мĕн пĕлмелле;

-Вилнĕ тăвансене юратса  вил тăприне таса та тирпейлĕ тытмалла. Вил тăпри вăл -вилнĕ тăванăн чĕрĕлсе тăмалли вырăнĕ.  Масар çине çитсен, çурта çутсан аван пулмалла, вилнĕ тăвана  асăнса кĕлĕ вуламалла, Турă унăн чунне канлĕх кĕрттĕр тесе  акафист е канон вуламалла. Вилене асăнса кĕске кĕлĕ вулани аван пулмалла, Евангели е Псалтирь вулама юрать. Вара вил тăприне тирпейлемелле, тăвана аса илсе пĕр хушă шăп тăмалла. Масар çинче ытлашши нуиай тăмалла мар. Нумай вăхăт кулянни чуна ыраттарать, чуна кичемлĕх вырнаçма пултарать. Пур çĕрте те, çав шутра масар çинче те виçине пĕлмелле.

-Масар çине мĕнле çимĕç илсе кайма юрать виллисене асăнма;

-Ытларахăшĕ масар çинче асăнса çини килте асăннинчен лайăхрах тесе шутлаççĕ. Ку апла мар. Тĕрĕссипе, ваттисене килте асăнса çимелле. Ваттисене апат çисе тĕрĕс асăнни Турăна çав çыншăн парне пани пулать. Апата масар çине илсе каймасан та юрать. Эрех пач та ĕçме юрамасть масар çинче. Ку вăл çăвана тасамарлантарни пулать. Спирт пур шĕвек чуна çĕклентерсе ярать. Виллисене асăнни вара пĕрре те савăнмалли сăлтав мар.

Мĕнле çимĕçпе  асăнасси енчен вара чару çук. Çакна çеç асра тытмалла: типĕ вăхăтĕнче типĕ апат пултăр, типĕрен тухсан - кирек епле çимĕç те.

Енчен те çăва çинче асăнса çиме апат-çимĕç илтĕр пулсан, çакна асра тытмалла. Асăннă хыççăн юлнă апат-çимĕçе масар çинче пăрахса хăвармалла мар, киле илсе килмелле. Нумайăшĕ çапла тума хăрать, кун пек юрамасть, имĕш. Тĕрĕс мар ку. Хăвăрах шутласа пăхăр. Виле валли шăтăк чавма кайсан, кĕреçесене, ытти ĕç хатĕрĕсене унта пăрахса хăвармастпăр вĕт. Апат та çавах. Пăрахса хăвармалла мар. Çумăр хыççăн, çанталăк ăшăтса янă хыççăн вил тăпри çинчи çимĕçсем çĕрсе выртни, пушă банкăсемпе кĕленчесем йăваланни  пĕрре те йĕркеллĕ мар. Эпир пурте леш тĕнчене каймалласкерскем. Нивушлĕ сирĕнтен хăшĕ те пулин хăвăр çинче çакăн пек тирпейсĕрлĕх пултарас килет. Çук вĕт. Апла пулсан, айтăр-ха, тăванăмăрсем ваттисене асăннă хыççăн çăва çинче тирпейлĕ пултăр тесе тăрăшар, унта нимĕн те пăрахса хăварар мар. Çакă вăл хамăртан ĕмĕрлĕх уйрăлнă тăвансене хисеплени, юратни пулать.

-Тавах, Федор атте, калаçушăн.

Л.ПАВЛОВА калаçнă.    

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика