Картран тухмалла мар
Çулпа ача çавăтнă ашшĕ пырать. Хăй çулăн пĕр айккинчен тепĕр вĕçне танкăртатать. Мăнтарăн ачи енчен енне çапкаланакан ашшĕ хыççăн аран-аран ĕлкĕрсе пырать. Хирĕç ÿсĕр водитель килет пулсан... Мĕн пулма пултарасси çинчен калама та хăрушă.
Амăшех кăларса яман пуль ачине ÿсĕр ашшĕпе. Ача садĕнчен те ÿсĕр ашшĕне е амăшне ача парса янă, тесе шутласах килмест...Кам ирĕксĕр карланкăран янă-ши эрехе çак арçынна; Эрех айăплă-и вара эпир картне пĕлмесĕр хыпса лартнăшăн; Мĕн шутлать çакăн пирки православии чиркĕвĕ; Эрех хăй, чăнах, хăрушă япала-и; Кам айăплă хамăр чараксăр пулнишĕн; Çак ыйтăва эпĕ Муркашри Владимирски Турă Амăшĕн турăшĕн чиркĕвĕн настоятельне, Федор аттене патăм. Акă, мĕнле хурав пачĕ вăл.
-Пахалăхĕпе чаплă эрех Турă парни шутланать. Эрех чуна савăнăç кÿрет, эрех сывлăха та сиплет. Чиккине пĕлсен. Турă эрехе хăйпилленĕ, эрех вăл тунă пĕрремĕш тĕлĕнтермĕш пулнă. Ку вăл çапла пулса иртнĕ. Галилейăри Канна хулинче туй пынă. Авланакан каччă чухăн пулнă-ши, туйра эрех çитмен. Турă Амăшĕ хăйĕн ывăлĕнчен Иисусран авланакан каччăна пулăшма ыйтнă. Малтан Турă «Ман вăхăт çитмен-ха» - тесе хуравланă. Кăшт тăхтасан савăтсене шыв тултарма ыйтнă. Туя ертсе пырракан шыва тутанса пăхнă та: «Ку –эрех», - тенĕ. Çапла вара Турă эрехрен шыв тунă. Кирек кам та малтан чаплă эрех лартать сĕтел çине, кайран...
Çакăнпа Турă эрех хăй çылăх маррине кăтартса парать. Танлаштарар-ха эрехе апатпа. Апат çини хăй - çылăх мар. Анчах та ăна ытлашшипех çисе лартни, çăткăнланни - çылăх. Эрех те çавăн пкех. Ĕçнĕ чух виçине пĕлмелле, хăш кун ĕçмеллине тата хăçан ĕçмеллине. Эрехпе иртĕхни çинчен çветтуй аттемюĕр Иоанн Златоуст питĕ тĕрĕс каланă.
Малалла Федор атте çак çветтуй каланă шухăшпа паллаштарма ыйтрĕ вулакансене. Вăл вара çакăн пек:
«Час-часах çапла каланине илтме пулать: «Эрех пулсан, эпир ĕçкĕпе иртĕхмен пулăттăмăр. О, ăсран тайăлнăскерсем! Çынсем çылăх тăваççĕ, Турă парнине вара хурлатпăр. Нивушлĕ эрех пĕтĕм усал ĕçĕн сăлтавĕ пулса тăрать; Çук, эрех мар, хăйсене чараксăр тытса, эрехпе иртĕхекенсем айăплă. Эрех пулман пулсан, тенĕ пекех эпир çапла калама та пултаратпăр: «Эх, тимĕр пулман пулсан, мĕншĕн тесен çынна вĕлерекен çынсем пур* эх, каç пулман пулсан, мĕншĕн тесен каçхине вăрăсем пур* эх, çутă пулман пулсан, мĕншĕн тесен çын çинчен усал ят кăларакансем пур». Кун пек эс пĕтĕмпех пĕтернĕ пулăттăн. Эсĕ кун пек ан хăтлан, мĕншĕн тесен ку сатана хушни пулать. Эрехе кураймалла мар, эрехпе иртĕхнине чăтмалла мар. Çын урăлсан эс ăна вăл хăйне ÿсĕрле мĕнле йĕрĕнмелле тытнине йăлтах каласа пар. Ăна эрехе чуна хăпартма тунине, хăйне çын йĕркинчен кăларма туманни çинчен ăнлантар* эрех - кăшт хавасланма, çынна ял кулли пулма мар* эрех сывлăха çирĕплетме кирлĕ, ăна пĕтерме мар* ÿт-пĕве сыватма кирлĕ - вăй-хала пĕтерме мар. Турă сана çак парнепе чыс тунă, апла пуолсан эсĕ мĕншĕн ăна чысран кăларатăн; Павел апостол Тимофея мĕн каланине итле: «Малашне шыв кăна ан ĕç, кĕштах эрех ĕç, вар-хырăмшăн тата чир-чĕре пĕтерме кирлĕ çакă». Тĕрлĕ чирпе аптракан çветтуй вĕрентекен каличчен эрех ĕçмен пулсассăн, мĕн калĕччĕç-ши пирĕн çинчен, эпир - сывă çынсем сывлăха эрехпе иртĕхсе пĕтернине пĕлсен. Эрехе савăнăç валли тунă, мĕншĕн тесен вăл чĕрене хăпартлантарать, эсир вара унăн паха енĕсене пĕтеретĕр: хăвăр та хăвăр мар пулни, тĕрлĕ чирпе тертленни, пурнăçри пулăмсене йăлтах хура сăрăпа сăрланă пек тĕксĕм курни;
Çавăнпа та тилмĕрсех ыйтатăп: ку чирпе ан чирлĕр, чирленисене вара çак инкекрен хăтарăр, пирĕн хушăмăрта чĕлхесĕррисенчен катăкраххисем ан пулччăр. Выльăхсем хăйсенчен кирлинчен ытлашшине ыйтмаççĕ вĕт, кусем вара чикĕрен тухса шухăшлайми пулаççĕ. Мĕнпур чĕрчун апат çиеççĕ-и, шыв ĕçеççĕ–и - чиккине пĕлеççĕ, Вăйпа çитерсе-ĕçтерсен те - виçерен иртме памаççĕ хăйсене. Апла пулсан хăйсене алăра тытма пĕлменнисем ку енĕпе чĕлхесĕррисене те çитмеççĕ. Эрех ĕçнĕ кун кăна нуша курмастăн эрехпе иртĕхнинчен, кайран та. Тытса пăрахнă тапхăрти пек туйăм иртсен те унăн сиенлĕ йĕрĕ иртмест, мухмăр хыççăн та чунра, ÿт-пÿре çил-тăвăл ахăрать. Мĕскĕн ÿчĕ çил ахрăмĕ салатнă карап пек вăйсăр выртать, чунĕ ун татах та мĕскĕнтерех, мĕншĕн тесен вăйсăр ÿтре те те вăлçил-тăвăла, намăссăр хăтланусене çĕклет. Çил-тăвăл хыççăн йĕри –тавра мĕнле арканчăк - кунта та çакăн пек. Карап çинчен çил-тăвăл вăхăтĕнче таварсем мĕнле тухса вăркăнаççĕ, кунта çапла: мĕн пур ырри тухса ÿкет. Чыслăха та, намăс туйăмне те, вăтанчăклăха та, сăпайлăха та эрех йăлтах чыссăрлăха кăларать. Эрехпе иртĕхни çакăн хыççăн тата мĕн патне илсе пыни çинчен калама та хăрушă. Эрехпе иртĕхекен Çÿлти Патшалăха лекеймест. Çÿлти Патшалăха курма-и; Ÿсĕр çын йĕркеллĕ япаласене те курми пулать: мĕншĕн тесен çак сиенлĕ пулăм кăнтăр кунне çĕрлене кăларать, çутта - тĕттĕмлĕхе, куçĕсекне чарса пăхсан та ÿсĕр çын ура айĕнчине те курмасть. Ĕçке ерни усала кăна çуратмасть, çакăн пек çын асап тÿсет: унăн кăмăлĕ те япăх, вăй çук, çын кулли пулса тăрать, хăйĕнче пĕтĕм вăя сăхса илнĕн туять.
Мĕнле каçару пулĕ хăйсене çапла майпа вĕлерекенсене; Нимĕнле каçару та.
Айтăр-ха çак сиенлĕ йăлана хамăр çывăха ярар мар, вара чăн-чăн ырлăха курăпăр, Иисус Христос Туррăн пилĕпе çынна юратаслăхне тивĕçĕпĕр».
-Чиркÿ ĕçекен çынсене ĕçме пăрахма пулăшма пуларать - и; - ыйтатăп Федор аттерен:
- Çак усал йăларан хăтăлма пулăшакан таинствăсем пур. Енчен те çын чиркĕве килсе чун-чĕререн ÿкĕнет пулсан, чăннипех эрех ĕçме пăрахас, тет пулсан, чиркÿн ăна пулăшма майсем пур. Правслави чиркĕвĕ кĕлĕсемпе, молебенсемпе пулăшма пултарать. Ку тĕлĕшпе васкавлă пулăшу паракан çветтуй аттесем те пур. Асап тÿсĕн Ванифатийран пулăшу ыйтмалла. Хăй вăхăтĕнче вăл хăй те çак инкеке лекнĕ пулнă. Çак лачакаран вăл тухма вăй çитернĕ. Туррăн кăмăлне тупнă. Турă ăна эрех серепине çакланнисене унтан кăларма пулăшма вăй-хăват панă. Ку инкекрен хăтарма ыйтса таса аттемĕрсенчен Моисей Муринпа Иоанн Кроштадскине кĕл тумалла. Турă Амăшĕнчен пулăшу ыйтмалла. Унăн ĕçсе пĕтерейми савăчĕн турăшĕ Умĕнче кĕлĕ вуламалла. .
Федор атте эрех çул çитмен çамрăксемшĕн сăра-эрех сиенлĕ иккенне, хĕрарăмсеналла черкке иличчен хăйсене Турă панă тивĕç çинчен - çемье ăшши, ачасене воспитани парассин тивĕçĕсем хăйсем çинче пулнги çинче шутламаллине палăртрĕ. Нумай инкекпе пĕрлех пурнăçран хăйсен ирĕкĕпех уйрăлакансем те çак тавăрайми инкеке ÿсĕрле тăваççĕ. Кун пирки вара Федор ватте, акă, мĕн каларĕ:
- Çын хăй çинее хăй алă хуни - питĕ хăрушă çылăх. Урăх çынна вĕлернĕшĕн тунă çылăхран та хăрушăраххи Чиркÿ куçĕпе пăхсан, çак утăм - Турра хирĕç тăни. Турă кирек епле çылăха та каçарать. Суицида вара - каçару çук. Мĕншĕн тесен çын çук ĕнтĕ. Леш тĕнчере вара тунă çылăхсемшĕн ÿкĕнмеççĕ. Турă пире ÿкĕнмелĕх вăхăт - çĕр çинчи пурнăçа панă. Хăйсен ирĕкĕпех пурнăçран уйрăлакансене вара чиркÿ кĕл тутармасть.
Мĕншĕн ÿсĕрле çак утăма туни пирки вара çакна каламалла. Ÿсĕрле çын хăйпе хуçа пулма пăрахать: ÿсĕр çын чунĕпе шуйттан хуçаланать. Унăн вара пĕрремĕш тĕллевĕ - çынна пĕтересси: ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен те, ăс-хакăл енчен те. Çавăнпах ĕнтĕ ÿсĕрле çын çапăçать, хĕнет, вăрлать, ытти преступленисене тăвать. Шуйттан ăна çак тавăрайми утăм патне тĕксе ярать: «Сан мĕн пурăнни, ĕç çук , укçа çук....». Пулчĕ те йăнăш утăм.
Эппин, пĕтĕм инкек сăлтавĕ - замăрта. Виçине пĕлмесĕр ĕçнинче. Хамăр пурнăçа хамăр тунă тĕрĕс мар утăмсемпе кĕскетиччен шухăшласа пăхасчĕ: ĕмĕр иккĕ килмест вĕт. Леш тĕнчерен вара халиччен каялла яни пулманччĕ-ха...
Л.Туктина калаçнă.