Муркаш
Сăртамлă ен эс, çут Муркаш!
Вăрманусем кашлаç каш-каш.
Ыр çыннусем чăн-чăн чăваш,
Сана савать ватти те яш!
Пулсам эс маншăн та юлташ!
Хастарлă ен эс, çут Муркаш!
Чěру сан вайлă та ачаш.
Утту сан çирěп те ваш-ваш,
Çултан ан пăрăн, ан аташ!
Санна курма васкать йăхташ.
Ěç-хěллě ен эс, çут Муркаш!
Ан пул эс мěскěн те йаваш.
Йыварлăха ан парăн, аш!
Уй-хир тулли ўстер ыраш!
Хура çăкру сан пиçтěр паш!
Ăс-тăнлă ен эс, çут Муркаш!
Чăваш Енпе пěлсе капаш!
Çут тěнчепе калаç, туслаш.
Çěн шухăшпа вăр-вар паллаш.
Сунам чунтан сана малаш!
Альбина ЮРАТУ.
Паян - уяв
Ыр хăна-вěрлене, ывăлне те хěрне
Ыр сунса ытамлать ман Муркаш,
Чěрери туйăмсен ытармихăватне
Туйса илчě паян кашни кас.
Районти пур яла килсе ситрě çак сас-
Муркашра паян чаплă уяв.
Муркашсем чунěпе яланпулнă йаваш,
Пулас çук ман сăмахăм суя.
Эс, Муркашăм, йăваш, эсě чăн-чăн чăваш,
Хăнана яланах пит хавас.
Кам курмарě сана, каммухтамě сана,
Пур Рассей çыннине эспултартăн савма.
Ман салам саланать, юрриян-ян каять,
Тăрăшни харама сан кайман.
Кашниех халь сана чěререн пуç таять,
Кун пекне паянччен эс курман.
Ольга КЛЕМЕНТЬЕВА
Уяв
Шухăшсен, ěмěтсен,
Асра юлнă кунсен
Кěввине кěвелет çак уяв.
Кунта килнě паян
Ытарми ыр сынсем
Ятлă-сумлă Муркаш
хăнисем.
Куç тулли сăнěсем,
Чунěсем кěмěлтен –
Юррисем янараç кăмăптан.
Епле ырă хăват,
Епле çывăх таван,
Епле капăр, капмар ман
Муркаш
Чи хитре сăмахсем
Ман калассăм килет
Кунта килнě кашни ыр
çынна.
Каласси ман нумай,
Çырасси те самай,
Вěçлем пулě хам пěчěк
сăвва.
Çапах та хушас тетěп
Тепěр виçě йěрке,
Ирěк парăр тархасшăн
мана.
Эсир манăн хăват,
Эсир манăн вай-хал,
Сирěнпех ман пуласчě ялан.
О. КЛЕМЕНТЬЕВА.
.