Хисеплĕ вăрçă тата ĕç ветеранĕсем,
тыл ĕçченĕсем, пенсионерсем!
Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕ ячĕпе сире ăшшăн саламлатăп.
Паянхи куна Муркаш районĕнче 9852 пенсионер пурăнать, вĕсенчен 112-ĕшĕ 90 çултан иртнĕ.
Сирĕнтен нумайĕшĕ Аслă Отечественнăй вăрçăра çапăçса мирлĕ пурнăçшăн кĕрешнĕ, ир пуçласа каçчен тылра Аслă Çĕнтерĕве çывхартнă. Вăрçă хыççăнхи çулсенче ял хуçалăхĕ эсир ырми-канми тăрăшнипе тĕрекленсе малалла аталаннă. Эсир паянхи кун та обществăлла активлăха çухатмастăр. Сирĕн ырă ĕçĕрсемпе эпир мухтанатпăр. Тата нумай çул çапла пире савăнтарса пурăнăр.
Сирĕн пурнăç хастарлăхĕ, пуян опыт, ырă пурнăç тĕслĕхĕ пире хавхалантарса тăраççĕ, çитĕнекен ăрăва тĕрĕс çул çине тăма тата йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшаççĕ, ĕçе чунтан юратма вĕрентеççĕ.
Пенсионерсемпе ветеренсене пур енлĕн пулăшасси - патшалăх политикин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Районта та ватă çынсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатас, кирлĕ эмелсемпе тивĕçтерес тата медицина пулăшĕвĕ парас ĕç малалла пырать.
Сире çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, телей, çывăх çыннăрсен чун ăшшипе юратăвне туллин туйма сунатăп.
Район администрацийĕн
пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев