Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Поздравление главы администрации Моргаушского района Р.Н. Тимофеева

Хисеплĕ физкультурниксем, спортсменсем, спортпа туслă çынсем тата физкультура юхăмĕн ветеранĕсем!

 

Сире Физкультурниксен кунĕ ячĕпе ăшшăн  саламлатăп.

Физкультурăпа спортпа туслă пулни пурнăçра пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакă пире çирĕп сывлăхлă, çавăн пекех çирĕп кăмăллă  пулма пулăшать. Сывă пурнăç йĕркипе пурăнакансем вара нимĕнле йывăрлăх умĕнче те çухалса каймаççĕ. Палăртнă тĕллеве пурнăçлама майне те тупаççĕ, ăна пурнăçлама вăй та çитет вĕсен. Çавăнпа та пирĕн, аслисен, ачасене мĕн пĕчĕкрен спортпа туслă пулма вĕрентмелле. Ку енĕпе вĕсемшĕн хамăрăн ырă тĕслĕх пулмалла.

Пирĕн ентешсем республика шайĕнче çеç мар, Раççей, Европа, тĕнче шайĕнчи ăмăртусене хутшăнаççĕ. çĕнтерÿсем тăваççĕ. Çапла майпа районăн ятне-сумне çĕклеççĕ. Çакă йăлтах эсир хăвăрăн ĕçĕре чун-чĕре хушнă пек пурнăçланипе çыхăннă. Тавах сире пархатарлă ĕçĕшĕн. Малашне те физкультурăпа спорт районта пурăнакансемшĕн кун йĕркин уйрăлми пайĕ пулса тăтăр.

Сире пурне те çирĕп сывлăх, телей, тулли кăмăл сунатăп. Ĕçĕрсем ăнса пыччăр, спортра та çĕнĕ çитĕнÿсем пулсах тăччăр.

 

 

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                    Р.Н. Тимофеев.

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика