Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://krarm.cap.ru/
Ял старостисен конференцине хутшăннисем ялсене тирпей-илем кĕртес
енĕпе тĕллевлĕ вăй хума районта пурăнакансене
ч ĕ н с е к а л а н и
Хисеплĕ ентешсем !
Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Фçдоров 2005 çула Парксен тата садсен çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Çакăн пĕлтерĕшĕ питех те пысăк, мĕншĕн тесен çынсен пурнăç условийĕсем лайăхланасси, ăс-тăн культурин шайне ÿстерни хамăр пурăнакан тăрăха тирпей-илем кĕртнипе те таччăн çыхăннă. Ялсенче йывăç-курăк, кану вырăнĕ мĕн чухлĕ нумайрах, çынсене пурăнма условисем çавăн чухлĕ аванрах. «Йывăçсем, парксем, скверсем, аллейăсем, чечексем куçа илĕртеççĕ, вăй-хал хушаççĕ, хастарлăха, кăмăл-туйăма ÿстереççĕ», тет Президент. Питĕ тĕрĕс сăмахсем кусем. Ытахальтен мар «илемлĕх тĕнчене çăлать» тенĕ. Апла пулсан ăна упрамалла, хушса, пуянлатса пымалла.
Çавăнпах эпир, ял старостисен конференцине хутшăннисем, Н.Федоров Президентăн «Парксен тата садсен çулталăкĕ çинчен» Указне пĕтĕм чун-чĕререн ырлатпăр тата ялсене тирпей-илем кĕртес енĕпе тĕллевлĕ вăй хума районта пурăнакан кашни çынна çапла чĕнсе калатпăр:
- ялсене тирпей-илем кĕртес тата йывăç-тĕм лартас ĕçе ятарлă планпа килĕшÿллĕн туса пымалла. Ку ĕçе ял администрацийĕн пуçлăхĕпе ял старостисен пĕр тĕллевпе пурнăçа кĕртмелле, çакăнта ĕç коллективĕсене, шкул ачисене, ялти мĕн пур çынна явăçтармалла;
- 2005 çул – юбилейсен çулталăкĕ. Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа - 60, района йĕркеленĕренпе 70 çул çитнине ялсене тирпей-илем кÿрес çĕрти ÿсĕмсемпе те паллă тăвар, «Района йĕркеленĕренпе 70 çул çитнине – эсĕ лартнă 70 йывăç» девизпа ĕçлеме çине тăрар, Йывăç кунĕсенче маттурлăх кăтартар;
- «Чи лайăх ял», «Чи лайăх урам», «Чи лайăх кил-çурт» смотр-конкурссен пĕлтерĕшне малалла та хăпартсах пырар, çĕнтерÿçĕсене тивĕçлипе хавхалантарма тимлер, эрне кунсерен ирттерекен санитари кунĕсене пурте активлă хутшăнар;
- кашниех йывăç лартма, чечек клумби йĕркелеме, çÿп-çап тасатма пултартăр, çынлăх кăтартса тата тавралăха юратса, хăй пурăнакан çуртпа картише ĕçпе савтăр. Йывăçсене хуçасран асăрхаттарасчĕ, вĕсене выльăх-чĕрлĕхпе çĕмĕрттерме те парас марччĕ;
- тивĕçлĕ органсен халăхăн суту-илÿ, йăла, медицина, культура, çыхăну ыйтăвĕсене туллин тивĕçтересси пирки самантлăха та манмалла мар. Лавккасем çăкăр-тăварпа куллен кирлĕ ытти тавартан татăк ан тăччăр, фельдшерпа акушер пункчĕсенче ĕçлекен специалистсем пулччăр, телефон çыхăнăвĕ йĕркеллĕ ĕçлетĕр;
- пушар пысăк инкек кÿнине асра тытса ялсенче каçхи хурал тăрассине пур çĕрте те йĕркеллĕ пурнăçласа пырар.
Хисеплĕ ентшесем, Трак ен çыннисем!
Ырă ĕç çимĕçĕ ырăпа савăнтаратех. Тирпей-илем хамăртан килет. Вăл – пирĕн сăн-сăпат. Апла пулсан халăхпа алла-аллăн тытăнса, тăван тăрăх илемĕшĕн кар тăрар.
(Чĕнсе каланине ял старостисен районти конференцийĕнче
2005 çулхи апрелĕн 22-мĕшĕнче с.тсе явса йышăннă).