Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2018.04.17 Ырă ĕçсем тума йыхравлатпăр

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://krarm.cap.ru/

Кăçалхи çула Раççейре Ырă ĕç тăвакансен çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕç. Çавна май пирĕн тăрăхра та ырă ĕçсем пулмаллах ĕнтĕ. Красноармейски ялне Шупашкар енчен пырса кĕнĕ çĕрте чунра ăшă туйăмсем çуратакан лапам пур. Унта нумай çул хушши ентешсемпе хăнасем Трак пуххинче савăнма пуçтарăннă. Çынсен чун-чĕринче халĕ те ун чухне çуралнă ăшă туйăмсем çухалман. Çавăнпа та ку лапама çĕнĕлле илемлетсе ярас туйăм çуралчĕ. Эпир кунта аслă ăру çыннисен йăли-йĕркипе паллашмалли, кирек хăш вăхăтра та чунпа канмалли вырăн тăвасшăн. Унăн ятне “Виçĕ хĕвел” хурас кăмăл пур. Чăвашсен ĕлĕк-авалхи халапĕсенче çĕре виçĕ хĕвел çутатни çинчен тупса вулама пулать. Кашни çемьерех виçĕ хĕвел пулнă имĕш: пĕри — çỹлти тỹпере, тепĕр иккĕшĕ вара — юратупа пĕрлешнĕ арçынпа хĕрарăмăн чун-чĕринче. Ун чухне çĕр çинче пурте ырă кăмăл-туйăмпа пурăннă. Çавăнпа та çут çанталăк та ăшă пулнă. Тавралăха нумай тĕрлĕ ỹсен-тăран, чĕр чун, кайăк-кĕшĕк илемлетнĕ. Юхан шывсем сенкер тỹпе пек таса та илемлĕ пулнă. Анчах та çĕр çине усал сывлăшлă вăй килекен вăхăт çитнĕ. Çынсен чун-чĕрисем хуллен сивĕнме пуçланă. Вара чăваш хĕрарăмĕсем хĕрлĕ тĕспе “хĕвел тĕрри” тĕрлеме пуçланă (халĕ те чăваш тĕрриллĕ ĕçсенче нумай чухне “виçĕ хĕвел” курма пулать). Хуллен-майĕпен çỹл тỹпери хĕвелĕн вăй-хăвачĕ вăйланнă. Çĕр çĕнĕрен илемленме пуçланă. Хальлĕхе тепĕр икĕ хĕвелĕ çĕр çине таврăннă теме çук-ха. Анчах та авалхи мăн асатте-мăн асаннесен ĕмĕчĕпе кăмăлĕ пурнăçланас шанчăк пур. “Чун-чĕре ăшшине вăйлатма ырă ĕçсем пулăшаççĕ”, — тенĕ ватăсем. Нумай ĕçе вĕсем нимепе тунă. Çавăнпа та пирĕнте çак йыхрав çуралчĕ. Эпир хамăр ентешсене Трак пуххин лапамне тĕрлĕ ỹсен-тăранпа, чечексемпе, илемлĕ сак-тенкелсемпе, тĕрлĕ чĕр чунсен кỹлеписемпе илемлетме йыхравлатпăр. Çак ырă ĕçе хутшăнакан кашни çыннах вăй-хăватпа чун илемне вăйлатакан йывăç — кедр хунавĕ парне илĕ. Трак пуххин лапамĕ илемленни пирĕн тăрăхра пурăннă çынсене сума суни тата пулас ăрăва валли сумлă парне пулса тăрĕ. Малашне илемлĕ ку евĕр вырăнсем кашни ял çумĕнчех пулччăр! Хăвăрăн шухăшсемпе сĕнỹсене тата кăмăл-туйăма çак телефонсемпе шăнкăравласа пĕлтерме пултаратăр: 8-902-341-21-68; 8-961-347-67-33. Ырă ĕмĕтсемпе — “Кедр тăрăхĕ — Трак ен” проект ĕçченĕсем.

 

Чувашский национальный сайт 

Система управления контентом
429620,Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д.35
Телефон: 8(83530) 2-12-15
Факс: 8(83530) 2-12-15
E-Mail: krarm@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика