Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2017.12.07 Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ларăвĕ иртрĕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://krarm.cap.ru/

Раштав уйăхĕн 6-мĕшĕнче Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Янкасçăсем иртсе пыракан 2017 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç. Тĕп ыйтупа пĕрлĕх ертÿçи, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ И.А.Прокопьев тухса калаçрĕ. Пĕрлĕхĕн пайташĕсенчен взнос укçине пуçтарас енĕпе тухса тăракан ыйтусемпе тата пĕрлĕх ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă укçа-тенкĕ тăкакĕсем çинчен пĕрлĕх ертÿçин çумĕ, халăх академикĕ, район энциклопедийĕн тĕп редакторĕ В.М.Михайлов каласа пачĕ. Вăлах район энциклопедине кăларас ĕç йывăррăн пынине пĕлтерчĕ. Серафимов В.С. музейçĕ район энциклопедине кăçал кăларсан питĕ вăхăтлă пулнине, район бюджетне çакăн валли çителĕклĕ укçа-тенкĕ пăхса хăварма кирлине палăртрĕ.

Кунсăр пуçне ларура районтан тухнă паллă ентешсен юбилейĕсем çинчен Гурьева С.А. вулавăшçă, Константинов В.З. таврапĕлÿçĕ чарăнса тăчĕç. Юбилейçĕсен ячĕпе «Нестер Янкас вулавĕсем» иккĕмĕш ăслăлăх конференцийĕпе таврапĕлÿçĕсен анлă ларăвне ирттермелле тесе йышăнчĕç. Ăна Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕпе килĕшсе пĕрле йĕркелемелле терĕç. Сăмах май, «Нестер Янкас вулавĕсем» ăслăлăхпа таврапĕлÿ конференцийĕн материалĕсем уйрăм кĕнекен пичетленсе тухнă. Ăна кун çути кăларма тĕп вулавăш ĕçченĕсем тăрăшнă.

Правлени пайташĕсем çĕнĕрен виçĕ секци йĕркелерĕç: литературăпа журналистика, музыка тата ÿнер. Вĕсене Ершов Н.Г. поэт, Казаков А.Н. ÿнерçĕ тата Никоноров Н.М. янкасçăсем ертсе пырĕç. Секцисенчи комиссисен йышне те çирĕплетрĕç.

Янкасçăсем 2017 çулхи лауреатсене палăртасси тата вĕсене чыслассине те сÿтсе яврĕç. Сăмах май, вăл 2018 çулхи пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче иртмелле. Çавна май Нестер Янкас Премине парас енĕпе ĕçлекен комиссине суйларĕç. Унта Прокопьев И.А., Михайлов В.М. тата Константинов В.З. янкасçăсене кĕртрĕç.

Юлашкинчен янкасçăсем Нестер Янкас пĕрлĕхĕн Уставне кирлĕ улшăнусем кĕртрĕç.

 

Чувашский национальный сайт 

Система управления контентом
429620,Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д.35
Телефон: 8(83530) 2-12-15
Факс: 8(83530) 2-12-15
E-Mail: krarm@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика