Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2017.03.09 Трак енре «Янкас вулавĕсем» иртрĕç

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://krarm.cap.ru/

Пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче Красноармейски районĕн Культура çуртĕнче район администрацийĕн социаллă аталанупа архив ĕçĕсен пайĕ, районти Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕ, Чăваш наци конгресĕн Красноармейскинчи уйрăмĕ пуçарнипе  Нестер Янкас ентеш-поэта тата 2017 çулхи ентеш-юбилярсене халалласа «Янкас вулавĕсем» ăслăлăхпа таврапĕлÿ конференцийĕ иртрĕ. Тухса калаçакансем (пурĕ 27 çын: Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн тата Чăваш наци конгресĕн Красноармейскинчи уйрăмĕн пайташĕсем, культура ĕçченĕсем, журналистсем, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем) Нестер Янкас тата 14 юбилярăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа кăтартрĕç. Юбилярсем: Василий Васькин, Борис Романов, Николай Ершов, Николай Карай поэтсем, Георгий Тусли, Виктор Данилов журналистсем, Вилорик Романов, Николай Филимонов композиторсем, Дмитрий Александров таврапĕлÿçĕ, Зоя Ананьева юрăçă, Раиса Федорова артистка, Дмитрий Иванов учĕнăй, Александр Кириллов тухтăр тата  Александр Сымокин общество деятелĕ. Кусем пурте ятлă-сумлă, пултаруллă, хисепе тивĕçлĕ çынсем. Хамăрăн Трак ен çĕрĕнче çуралса ÿснĕ, район историне пуянлатса пынă тата пыракан  талантлă çынсене пирĕн тивĕçлипе хакламалла, вĕсен пархатарлă ĕçĕсемпе мухтанмалла, вĕсен ятне çĕклесе пымалла. Çак тĕллевпе иртрĕ те ĕнтĕ «Янкас вулавĕсем» конференци.

Тухса калаçакансем тĕплĕн хатĕрленни, хăйсем суйласа илнĕ темăна тарăннăн тишкерсе çутатса пани, ентешсем çинчен мăнаçланса калаçни питĕ савăнтарчĕ. Хăйсен калаçăвне мультимедиллĕ презентацисемпе, асаилÿсемпе, юрăсемпе,  сăвăсемпе пуянлатни пушшех те кăмăла çĕклерĕ. Тăватă сехете пынă конференци сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Мĕншĕн тесен кашни тухса калаçакана итлесе ларма питĕ камăллă пулчĕ. Хамăр юратнă ентешсем çинчен нумай çĕннине пĕлтĕмĕр.

Ăслăлăх конференцине Чăваш наци конгресĕн Красноармейскинчи уйрăмĕн ертÿçи Зинаида Михайлова йĕркелесе пычĕ. Самантпа усă курса çак кунсенче хăйĕн 60 çулхи юбилейне паллă тунă  Виктор Данилов журналиста Чăваш наци конгресĕн Красноармейскинчи уйрăмĕн Хисеп хучĕпе чысларĕ. Николай Ершов ентеш-поэт хăйĕн ятарлă премине ку хутĕнче Туçи-Çырма ялĕнче пурăнакан районти «Ял пурнăçĕ» хаçатăн общество корреспондентне Аврам Николаева пачĕ.

Конференцие хутшăннисем «Янкас вулавĕсене» кашни çулах ирттерме, унта Чăваш енре пурăнакан ытти ентешсене, çитес çулхи юбилярсемпе вĕсен тăванĕсене чĕнсе йыхравлама йышăнса хăварчĕç, конференцире тухса калаçнисен материалĕсене кĕртсе кĕнеке пичетлеме палăртрĕç.

Каçхине вара 2016 çулхи сумлă та пархатарлă ĕçсемшĕн Нестер Янкас премине илме тăратнă лауреатсен чыславĕ пулчĕ. Чыслав каçне Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн ертÿçи Иван Прокопьев уçрĕ. Вăл каланă тăрăх, çак пĕрлĕх 1989 çултанпа ĕçлет, çав вăхăтра кăçалхипе пурĕ 85 уйрăм çын тата пултарулăх ушкăнĕ лауреат ятне илме тивĕç пулнă.

Лауреатсене преми парас енĕпе ĕçлекен комисси председателĕ Виталий Михайлов преми пама тăратнă лауреатсемпе паллаштарчĕ. Вĕсем: поэт тата публицист, «Ял пурнăçĕ» хаçатăн общество корреспонденчĕ Татьяна Борисова;  поэт, журналист, Йĕпреç районĕн «Çĕнтерÿшĕн» хаçат редакцийĕн ĕçченĕ Геннадий Кузнецов; Чăваш наци библиотекин литературăпа искусство пайĕнчи информаципе тивĕçтерес тата массăллă ĕçсен тĕп библиотекарĕ Вера Архипова; художник, дизайнер Александр Казаков; районти Культура çурчĕн культурăпа массăллă кану ĕçĕсен ертсе пыракан менеджерĕ Надежда Филиппова. Çак пултаруллă çынсене чаплă лару-тăрура лауреат Дипломĕпе медальне парса чыс турĕç.

Лауреатсене Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Молотков, Чăваш наци конгресĕн Красноармейскинчи уйрăмĕн ертÿçи Зинаида Михайлова, «Трак ен» ентешлĕх ертÿçи Алексей Львов саламларĕç, малашне те çирĕп вăй-хал, иксĕлми пултарулăх, пысăк çитĕнÿсем, тулли телей сунчĕç. Савăнăçлă уяв лауреатсен пысăк концерчĕпе вĕçленчĕ.

 

Зинаида Михайлова, Чăваш наци конгресĕн Красноармейскинчи уйрăмĕн ертÿçи

 

Чувашский национальный сайт 

Система управления контентом
429620,Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д.35
Телефон: 8(83530) 2-12-15
Факс: 8(83530) 2-12-15
E-Mail: krarm@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика