№№
|
ĔÇ-ХĔЛ
|
ВĂХĂТ
|
ЯВАПЛИСЕМ
|
1. |
Чăваш наци конгресĕн 2017 çулхи ĕç планĕпе паллашасси,
Чăваш наци конгресĕн Красноармейскинчи уйрăмĕн
2017 çулхи ĕç планне çирĕплетесси
|
Кăрлач
|
Район администрацийĕ,
уйрăм правленийĕ
|
2. |
Красноармейски районĕнче 2017 çулта Экологи, Амăшĕ тата Ашшĕ çулталăкне халалланă ĕçсене йĕркелесе ирттерме пулăшасси
|
Çулталăк тăршшĕпе
|
Уйрăм пайташĕсем
|
3. |
Чăваш наци конгресĕн Красноармейскинчи уйрăмĕн
ларăвĕсене ирттересси
|
2 уйăхра 1-2 хут
|
Уйрăм ертÿçи, уйрăм правленийĕ
|
4. |
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркелесе ирттерекен уяв каçне хутшăнасси
|
Нарăс (февраль)
|
Уйрăм пайташĕсем
|
5. |
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхпе пĕрле ентеш-поэта халалласа «Янкас вулавĕсем» конференци йĕркелесе ирттересси
|
Пуш (март)
|
Уйрăм пайташĕсем
|
6. |
Регионсем хушшинчи «Чăваш тумĕ – халăх пуянлăхĕ» конкурса хутшăнасси
|
Кăрлач-пуш (январь-март)
|
Уйрăм правленийĕ,
район администрацийĕн социаллă аталанупа архив ĕçĕсен пайĕ, районти краеведени музейĕ, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем
|
7. |
«Трак ен пики-2017» конкурса хутшăнасси, пултаруллă пикесене саламласси
|
Пуш (март)
|
Уйрăм пайташĕсем
|
8. |
Амăшĕ тата Ашшĕ çулталăкне халалласа шкул ачисемпе аслисем хушшинче «Чи юратнă çыннăмсем»сăвă çыракансен конкурсне ирттересси
|
Пуш-ака (март-апрель)
|
Уйрăм правленийĕ,
«Ял пурнăçĕ» хаçат редакцийĕ,
район администрацийĕн социаллă аталанупа архив ĕçĕсен пайĕ
|
9. |
Амăшĕ тата Ашшĕ çулталăкне халалласа шкул ачисемпе аслисем хушшинче «Атте-аннерен хакли çук» сочиненисен конкурсне ирттересси
|
Пуш-ака (март-апрель)
|
Уйрăм правленийĕ, районти тĕп библиотека,
район администрацийĕн социаллă аталанупа архив ĕçĕсен пайĕ
|
10. |
Экологи çулталăкне халалласа шкул ачисемпе аслисем хушшинче «Çут çанталăка упрар» ÿкерчĕксен конкурсне ирттересси
|
Юпа-чÿк (октябрь-ноябрь)
|
Уйрăм правленийĕ,
район администрацийĕн вĕренÿ пайĕ, районти ача-пăча пултарулăх çурчĕ
|
11. |
«Тăван тавралăх илемĕ» тата «Трак енĕн паллă вырăнĕсем» сăн ÿкерчĕксен куравне йĕркелесси
|
Пуш-раштав (март-декабрь)
|
Уйрăм правленийĕ,
район администрацийĕ,
районти краеведени музейĕ
|
12. |
Красноармейски районĕнче Василий Васькин поэт çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа шкул ачисем хушшинче «Улăп – 2017» Интернет викторина ирттересси
|
Пуш-ака (март-апрель)
|
Уйрăм правленийĕ,
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх,
чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем
|
13. |
Районти шкул ачисем хушшинче Гурий Дубров сăввисене илемлĕ вулакансен конкурсне ирттересси
|
Ака (апрель)
|
Район администрацийĕн вĕренÿ пайĕ,
районти культура çурчĕн информаципе культура центрĕ
|
14. |
Район тата республика ирттерекен конкурссене, уявсене хутшăнасси
|
Конкурс ирттерекенсен планĕсемпе килĕшÿллĕн
|
Уйрăм пайташĕсем
|
15. |
Чăваш чĕлхи кунне халалласа ача садне çÿрекенсемпе шкул ачисем хушшинче «Туслăх кăшăлĕ» фестиваль йĕркелесе ирттересси
|
Ака (апрель)
|
Уйрăм правленийĕ,
район администрацийĕн вĕренÿ пайĕ,
район администрацийĕн социаллă аталанупа архив ĕçĕсен пайĕ, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем
|
16. |
Николай Ершов сăвăçăн юбилей каçне йĕркелесе ирттересси
|
Юпа (октябрь)
|
Уйрăм правленийĕ,
Районти культура çурчĕн информаципе культура центрĕ
|
17. |
«Раççей чăваш пики – 2017» конкурса хутшăнасси
|
Чÿк (ноябрь)
|
Уйрăм правленийĕ, район администрацийĕн çамрăксемпе ĕçлекен пайĕ
|
18. |
Экологи, Ашшĕ тата Амăшĕ çулталăкне пĕтĕмлетнĕ уяв каçне хутшăнасси
|
Раштав (декабрь)
|
Уйрăм правленийĕ,
район администрацийĕн социаллă аталанупа архив ĕçĕсен пайĕ
|
19. |
2017 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетесси
|
Раштав (декабрь)
|
Уйрăм правленийĕ
|