Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2016.10.14 Лару ăнăçлă иртрĕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://krarm.cap.ru/

Юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн Красноармейскинчи уйрăмĕн черетлĕ ларăвĕ пулчĕ. Унта уйрăм пайташĕсем юлашки тапхăрта туса ирттернĕ ĕçсене тишкерчĕç, уйрăмах Элли Юрьев художник-геральдист çулталăкне халалланă çемье гербĕсен конкурсĕ еплерех иртни çинче чарăнса тăчĕç. Районти тĕп библиотека ĕçченĕ Светлана Гурьева (ЧНК уйрăмĕн пайташĕ) конкурс çитĕнỹсемпе иртнине пĕлтерчĕ. Пурĕ аслисемпе шкул ачисем 30-ăн ытла хутшăннă, вĕсенчен 18-шĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн С. Л. Молотковăн хисеп хутне тивĕçнĕ. Светлана Аверкиевна каланă тăрăх, çитес вăхăтра районти Культура çуртĕнчи фойере ăста ỹнерçĕн, Александр Казаковăн, ятарлă куравĕ уçăлмалла. Трак ен художникĕн чаплă ĕçĕсемпе Краснаормейскисем çулталăк вĕçленичченех паллашма пултараççĕ. Ларура хамăр тăрăхри пултаруллă поэтăн Николай Ершов-Янгерĕн сăввисене илемлĕ вулас енĕпе шкул ачисем хушшинче “Кашни сăмахĕ — чун хĕлхемĕ” конкурс ирттерес ыйтăва пăхса тухрĕç. Ăна чỹк уйăхĕн 17-мĕшĕнче йĕркелесе ирттерес терĕç. Литература уяв-конкурсне хаваслă лару-тăрура ирттерме яваплисене палăртса хăварчĕç. Чи савăнăçлă калаçу районти краеведени музейĕн ĕçĕ-хĕлĕ тавра пычĕ. Трак ен музейĕн экспоначĕсенчен Шупашкарти наци музейĕнче пĕр уйăхлăх курав йĕркеленĕ. Курава хаваслăн та чыслăн уçнă. Унта Владимир Серафимов музей пуçлăхĕпе Валентина Тихонова (ЧНК уйрăмĕн пайташĕ) музей ĕçченĕ хутшăннă. Район музейĕ тĕп хуламăрти курава тивĕçлĕ пулни пире, паллах, савăнтарать. Районти краеведени музейĕнче чỹк-раштав уйăхĕсенче “Пирĕн ентешсем — ял хуçалăх ĕçченĕсем” курав-экскурси ĕçлесси пирки те каласа хăварчĕ Валентина Аркадьевна. Çитес вăхăтра районти тĕп библиотекăра “Çын пурнăçĕнчи кино пĕлтерĕшĕ” темăпа шкул ачисемпе аслисем валли лекци-презентаци йĕркелесси çинчен те каларĕç ларура. Çулталăк вĕçлениччен туса ирттермелли ытти ĕç-хĕле те аякра хăвармарĕç, еплерех пурнăçламаллине сỹтсе яврĕç. Лару ĕçĕ тухăçлă пулчĕ. Уйрăм пайташĕсем малашне те хастар ĕçлес кăмăл-туйăмлă, ырă шухăш-ĕмĕтлĕ пулни пурне те савăнтарчĕ.

 

Чувашский национальный сайт 

Система управления контентом
429620,Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д.35
Телефон: 8(83530) 2-12-15
Факс: 8(83530) 2-12-15
E-Mail: krarm@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика