Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://krarm.cap.ru/
Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Красноармейски районĕн Культура çуртĕнче Чăваш чĕлхи кунне, Чăваш енре Ĕç çынни çулталăкне, Красноармейски районĕнче Элли Юрьев çулталăкне халалласа «Туслăх кăшăлĕ» фестиваль иртрĕ. Чăваш наци конгресĕн Красноармейскинчи уйрăмĕ йĕркеленипе çак фестиваль виççĕмĕш çул иртет. Çак чаплă уява хатĕрленсе районти тĕп библиотека шкул ачисемпе аслисем хушшинче «Ĕçчен çынна ял савать» сочиненисен конкурсне ирттерчĕ. Конкурса пурĕ 27 çын хутшăнчĕ. Районти «Ял пурнăçĕ» хаçат редакцийĕ «Çын ĕçпе илемлĕ» сăвă çыракансен конкурсне йĕркелерĕ. Унта 17 çын хутшăнма кăмăл турĕ. Районти Культура çурчĕ илемлĕ вулакансен «Пăрчăкан» конкурсне йĕркелесе ирттерчĕ. Сăвва илемлĕ вулама юратакансем 36-ăн пулчĕç. Районти Нестер Янкас ячĕллĕ литература, культура тата искусство пĕрлĕхĕн пайташĕ, Красноармейски шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Виталий Михайлов шкул ачисем хушшинче Элли Юрьев ентеш-художника, Чăваш Республикин гербĕпе ялавĕн авторне халалласа «Улăп – 2016» интернет-викторина ирттерчĕ. Ку ăмăртăва 40 вĕренекен хутшăнчĕ. Асăннă конкурс-викторинăсене йĕркелесе ирттерекенсем пурте ЧНК уйрăмĕн пайташĕсем. Вĕсем – районта чăвашлăха аталантарассишĕн, шкул ачисемпе аслисен пултарулăхĕпе ăсталăхне ÿстерсе пырассишĕн, тăван чĕлхе хăвачĕпе мăнаçлăхне ÿстерессишĕн хастар та тăрăшуллă ĕçлекен çынсем.
«Туслăх кăшăлĕ» фестивальте асăннă конкурссен пĕтĕмлетĕвĕ пулчĕ. Тĕрлĕ енĕпе хăйсен пултарулăхне кăтартма пултарнă вĕренекенсемпе аслисем район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Львович Молотков алă пусса çирĕплетнĕ е Диплом, е Хисеп хучĕ, е Тав хучĕ илме пултарчĕç. Никам та кăмăлсăр юлмарĕ.
Уявра ачасем хăйсен сăввисене тата ентеш-сăвăçсен хайлавĕсене илемлĕ вуласа кăтартрĕç, чăваш юррисене шăрантарчĕç. Культура çурчĕ çумĕнчи «Хавал» ушкăн (ертÿçи – Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Никоноров) хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ.
Чăваш чĕлхи – çепĕç, янăравлă, илемлĕ, мăнаçлă чĕлхе. Чăваш чĕлхи – пирĕн асатте-асанне, атте-анне чĕлхи, мăнаçлă та хăватлă Иван Яковлев Аслă Вĕрентекенĕмĕр чĕлхи, хĕрÿ чĕреллĕ Çеçпĕл Мишши поэтăмăр чĕлхи, хисеплĕ те мухтавлă Андриян Николаев космонавтăмăр чĕлхи, пуян та аслă чун-чĕреллĕ Геннадий Волков ăсчахăмăр чĕлхи.
Çак кăмăллă та сăваплă чĕлхепе яланах пĕр-пĕринпе уççăн та ăшшăн калаçар, çывăххăн туслашар, хаваслăн юрлар, сăвăсем çырар, тăван чĕлхемĕре чунтан юратар, хисеплер, чыслăн упраса пурăнар.