Хитре теççĕ, чипер, теççĕ
1. Хитре, теççĕ, чипер, теççĕ,
Сывлăм сыпнă чечексем.
Чечекрен те, чечекрен те хитререх
Пирĕн ялан хĕрĕсем.
2. Ĕлккен, теççĕ, ĕсчен, теççĕ,
Çилçунатлă чĕкеçсем.
Чĕкеçрен те, чĕкеçрен те ĕçченрех
Пирĕн ялăн хĕрĕсем.
3. Яштак, теççĕ, йăрăс, теççĕ,
Шурă Атăл хависем.
Хăваран та, хăваран та яштакрах
Пирĕн ялăн каччисем.
4. Аван, теççĕ, паха, теççĕ,
Эпĕр хывна юрăсем.
Янратар-ха, янратар-ха уççăнрах,
Çунатланччăр чĕресем.