Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2016.03.11 Ырă тĕллевсемпе ĕçсем

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://krarm.cap.ru/

Нарăсăн 10-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн Красноармейскинчи уйрăмĕ хăйĕн черетлĕ ларăвне ирттерчĕ. Уйрăм пайташĕсем 2016 çулхи планпа килĕшÿллĕн çитес вăхăтра йĕркелесе ирттермелли ĕçсене пăхса тухрĕç, вăхăтне, яваплисене палăртрĕç. Тумалли ĕçсем вара сахал мар. Пуш-ака уйăхĕсенче Ĕç çынни çулталăкне халалласа шкул ачисемпе аслисем хушшинче «Çын ĕçпе илемлĕ» сăвă çыракансен  конкурсне  тата «Ĕçчен çынна ял савать» сочиненисен конкурсне ирттермелле, шкулта вĕренекенсем хушшинче илемлĕ вулакансен «Пăрчăкан» конкурсне йĕркелесе ирттермелле.

Районти краеведени музейĕнче Ĕç çынни çулталăкне халалласа «Трак енĕн ĕçчен çыннисем» курав-экскурси йĕркелемелле.

Красноармейскинче 2016 çул Элли Юрьев çулталăкĕ пулнă май, талантлă ентеш-художника халалласа  шкул ачисем хушшинче «Улăп – 2016» Интернет викторина тата çемье гербĕсен конкурсне ирттерме палăртнă. Çак ырă ĕçсене йĕркелесе ирттерме пулăшакансем: районти «Ял пурнăçĕ» хаçат редакцийĕ, районти тĕп библиотека, районти культура çурчĕ, районти краеведени музейĕ, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх, «Трак ен» ентешлĕх, район администрацийĕн вĕренÿ пайĕ, район администрацийĕн социаллă аталанупа архив ĕçĕсен пайĕ. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса та пулăшса, пĕр тĕллевлĕ пулса, тивĕçе туйса тунă ĕç тухăçлă пулатех.

Асăннă конкурссемпе викторина çĕнтерÿçисене Чăваш чĕлхи кунне  халалласа ирттерме палăртнă «Туслăх кăшăлĕ» фестивальте чыслама йышăннă.

Çепĕç те илемлĕ чĕлхемĕре чунтан юратар, чăвашлăха упраса пурăнар, ĕçченлĕхе ÿстерсе пырар, пур ĕçре те хастар пулар.

 

Чăваш наци конгресĕн Красноармейскинчи уйрăмĕн ертÿçи 

Зинаида Михайлова

 

Чувашский национальный сайт 

Система управления контентом
429620,Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д.35
Телефон: 8(83530) 2-12-15
Факс: 8(83530) 2-12-15
E-Mail: krarm@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика