Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2015.12.21 «Нарспи сăнарне эпĕ мĕнле ăнланатăп» темăпа çырнă сочиненисен конкурсĕн çĕнтерÿçисене чысларĕç

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://krarm.cap.ru/

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ К.Иванов çулталăкне халалласа аслă классенче вĕренекен шкул ачисем хушшинче «Нарспи сăнарне эпĕ мĕнле ăнланатăп» темăпа сочиненисен конкурсне йĕркелесе ирттерчĕ. Çав конкурсра Красноармейски шкулĕн 10-мĕш класĕнче вĕренекен Анастасия Данилова виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Çĕнтерÿçĕсене вара раштавăн 18-мĕшĕнче Шупашкарти Наци библиотекинче Раççейри Литература çулталăкне, Чăваш Республикинчи Константин Иванов çулталăкне пĕтĕмлетсе ирттернĕ уявра чысларĕç. «Вулакан Чăваш Ен» ятпа йĕркеленĕ форумра культура тытăмĕнче ĕçлекенсем, вĕрентекенсем, шкул ачисем пулчĕç. Уява хутшăнакансене Чăваш Республикин пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ. Кĕнеке çын пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăннине, кĕнекепе туслă çыннăн ăс-хакăлĕ те çивĕч, тавра курăмĕ те анлă, чун-чĕри те пуян пулнине палăртрĕ. Литература тата Константин Иванов çулталăкĕ Чăваш Республикинче ăнăçлă иртнĕшĕн пурне те тав турĕ. Çак çул мĕнлерех ĕçсем туса ирттерни çинчен Чăваш Республикин культура министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăх туса пыракан Константин Яковлев каласа кăтартрĕ. Чи сумлă ĕçсенчен «Нарспие» вулатпăр» проект чи ăнăçуллă пулнине палăртрĕ вăл. Пурте юратакан «Нарспи» поэмăна 29 çĕр-шывра 20 чĕлхепе вулама пултарнă. Чăваш хайлавне ытти халăх çыннисем те хаваспах вулани, паллах, пурне те савăнтарать.

Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов сочиненисен конкурсĕнче мала тухнисене Дипломсем тата хаклă парнесем парса чыс турĕ. Çĕнтерÿçĕсене хатĕрлекен вĕрентекенсене вара Тав хучĕсемпе хавхалантарчĕ. Маттур ачасене малашне те ăсталăха аталантарса тăма, пултарулăха ÿстерсе пыма çирĕп вăй-хал та ăнăçу сунчĕ.

 

 

 

Чувашский национальный сайт 

Система управления контентом
429620,Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д.35
Телефон: 8(83530) 2-12-15
Факс: 8(83530) 2-12-15
E-Mail: krarm@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика