Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2015.11.23 «Сăввăмçăмсем, шăнкăртатса шăранăр…» конкурс иртрĕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://krarm.cap.ru/

Чÿк уйăхĕн 19-мĕшĕнче Красноармейски культура çуртĕнче Литература тата  Константин Иванов çулталăкне халалласа шкул ачисем хушшинче Юрий Сементер сăввисене илемлĕ вулакансен «Сăввăмçăмсем, шăнкăртатса шăранăр…» конкурсĕ иртрĕ. Юратнă ентеш-сăвăçăмăра, Чăваш халăх поэтне, Красноармейски районĕн хисеплĕ гражданинне, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, Çеçпĕл Мишши, Мустай Карим, Нестер Янкас премийĕсен лауреатне, 40 ытла кĕнеке авторне Юрий Сементере сума суса ирттернĕ уяв-вулава йĕркелекенсем Чăваш наци конгресĕн Красноармейскинчи уйрăмĕ, район администрацийĕн вĕренÿ пайĕ, районти тĕп библиотека тата районти культура çурчĕ пулчĕç.

Уява пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ С. Л. Молотков, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ А. И. Васильев тата Юрий Сементер саламларĕç, хастарлăх, çирĕп вăй-хал, ăнăçу сунчĕç.

Конкурса Трак енри шкулсенчен 47 вĕренекен хутшăнчĕ. Вĕсем виçĕ ÿсĕмпе ăмăртрĕç. Икĕ сехет хушши янăрарĕç мухтава тивĕçлĕ поэтăмăрăн чаплă сăввисем. Вĕсенче тăван çĕре, атте-аннене, çут çанталăка, тăван чĕлхене  юратса  хисеплени курăнса-янăраса тăчĕ. Кашни сăвви-поэминче мĕн чухлĕ ырă шухăш-туйăм, ырă кăмăл, таса чунлăх, ырă сĕнÿ, пехил-халал… Сăвă йĕркисем урлă çыравçăн кăмăл-туйăмне  куракансем патне çитерме пултарчĕç ачасем: уççăн та илемлĕ вулама тăрăшрĕç. Конкурса районти культура çурчĕн методисчĕ, ЧНКан Красноармейскинчи уйрăмĕн пайташĕ Людмила Игнатьева йĕркелесе пычĕ.

Ачасен пултарулăхне ятарлă жюри хакларĕ. Жюри пуçлăхĕ Юрий Семенович хăй пулчĕ. «Трак ен» ентешлĕхĕн ертÿçи Алексей Николаевич Львов вара конкурс çĕнтерÿçисене çеç мар, кашни вулаканах хаклă парнесемпе хавхалантарчĕ.  Юрий Сементер хăйĕн сăввисене чи илемлĕ вулакансене Хисеп хучĕсемпе чысларĕ, хăйĕн сăвă кĕнекисене парнелерĕ. Ачасем конкурса тĕплĕн те тăрăшса хатĕрленнине палăртрĕ.

Районти культура çурчĕн ĕçченĕсем (ертÿçи – Н.М.Никоноров) Юрий Сементер сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсене  шăрантарчĕç. Трак ен сăвăçи, Нестер Янкас премийĕн лауреачĕ, ЧНКан Красноармейскинчи уйрăмĕн пайташĕ Николай Ершов Юрий Сементере халалланă сăввине вуласа пачĕ. Роза Деменцова радиожурналист шкул ачисен сăвă вулас ăсталăхĕпе кăмăллă пулнине палăртса хăварчĕ.

Хисеплĕрен те хисеплĕ поэтăмăр Юрий Сементер хăйĕн кĕнекисен выставкине йĕркеленĕшĕн, уява кăмăллă йĕркелесе ирттернĕшĕн тав турĕ, сăвă вулакансене тата вĕсене хатĕрленĕ чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсене малашнехи пурнăçра çĕнĕ ÿсĕмсем тума ырлăх-сывлăх та вăй-хал сунчĕ.

 

Чувашский национальный сайт 

Система управления контентом
429620,Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д.35
Телефон: 8(83530) 2-12-15
Факс: 8(83530) 2-12-15
E-Mail: krarm@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика