Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://krarm.cap.ru/
Акатуй чăваш халăхĕн ĕлĕкрен пыракан ырă та чаплă уявĕ. Çак уява халĕ те чыслă ирттерни вăл чăваш çынни хăйĕн тăван çĕрне юратнине, тăван халăхне хисепленине, мăн асаттесен сăваплă йăли-йĕркине çирĕп тытса пынине, хамăра тăрантаракан пархатарлă Çĕр-аннемĕре пуç тайса хисепленине пĕлтерет. Çавăнпа та çак илемлĕ уява мăнаçлăн та савăккăн ирттерме тăрăшаççĕ.
Красноармейски районĕнче те Акатуй уявĕ чăн чăвашла сăпайлă та лăпкă, кăмăллă та чыслă иртрĕ. Ăна кăçалхи çул района йĕркеленĕренпе 80 çул çитнине, Аслă Аттелĕх вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине, Литература тата Константин Иванов çулталăкне, Раççей кунне халалларĕç.
Красноармейски сали çумĕнчи хăтлă та илемлĕ лапам… Кунта чăвашсен капăр çи-пуçне тăхăннă çынсем утаççĕ, кашни ял тăрăхĕнчен килнĕ Нарсписемпе Сетнерсем йăл-йăл кулса уява пуçтарăнакан халăха кĕтсе илеççĕ. Кунтах валак умĕнче Сетнер хăйĕн урхамахне шăварать, Нарспи шыв ăсать. Сетнер урхамахĕ тĕп хуламăртан килнĕ сумлă хăнасене янăравлăн кĕçенсе саламлани те асамлăн илтĕнет. Чăн-чăн чăваш тĕнчи… Чăваш уявĕ…
Хăнасене кăçалхи конкурссен çĕнтерÿçисем – «Трак ен пики» – Саша Яковлева тата «Трак ен каччи» – Николай Артемьев – çавра çăкăрпа кĕтсе илчĕç, хĕрсемпе каччăсем вăйă-картине тăрса илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Чыслă хăнасем хушшинче Чăваш Патшалăх Канашĕн ертÿçи Юрий Попов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнчен суйланнă Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Шупашкарти коопераци институчĕн ректорĕ Валерий Андреев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш Наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Алексей Самаркин, Чăваш Республикинчи муниципалитет пĕрлешĕвĕсен ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев, «Трак ен» ентешлĕх ертÿçи Алексей Львов, Мари Республикин Морки районĕн делегацийĕ, кÿршĕллĕ районсенчи представительсем пулчĕç.
Акатуй уявне Красноармейски район ертÿçи, районти депутатсен пухăвĕн пуçлăхĕ Владимир Григорьев тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Шестаков уçрĕç. Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин тата Красноармейски районĕн гимнĕсем янăранă хыççăн район ертÿçисем тата килнĕ хăнасем уява пухăннисене Акатуй ячĕпе, Раççей кунĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕç, çĕр ĕçĕнче тата ытти ĕçсенче палăрнă тăрăшуллă та пултаруллă ентешсене Хисеп хучĕсемпе, Тав хучĕсемпе, парнесемпе чысларĕç. Малашне те харпăр хăй ĕçĕнче çанна тавăрса хастар ĕçлеме, курăмлă çитĕнÿсем тума, тулăхлă тырпул пуçтарса кĕртме, район тата республикăмăр чысне çĕклесе пыма çирĕп вăй-хал, ырă кăмăл-туйăм, таса шухăш-ĕмĕт, тулли телей те ăнăçу сунчĕç. Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов Красноармейски район администрацине, Трак ен çыннисене Акатуй уявне чăваш йăли-йĕркине тĕпе хурса йĕркеленĕшĕн, уявра асаттемĕрсем парнелесе хăварнă илемлĕ те çепĕç чăваш чĕлхи уççăн та мăнаçлăн янăранăшăн, тăван халăхăмăрăн асамлă тĕрри-эрешĕллĕ кĕпе-тумтирĕ уяв техĕмне кÿнĕшĕн çĕкленÿллĕ кăмăлпа тав турĕ, малашне те ырă йăла-йĕркесене упраса пыма, тăван чĕлхепе уявра та, кулленхи пурнăçра та кăмăлтан калаçма сĕнчĕ.
Малалла уявра хаваслă юрă-кĕвĕ янăрарĕ. Хисеплĕ хăнасем вара уяв пуянлăхĕпе паллашрĕç. Вĕсем «Трак ен çыравçисем» тата «Трак ен тĕрĕçисем» стендсене, ентеш-çыравçăсен кĕнекисемпе ăстаçăсен асамлă тĕрри-эрешĕсенчен йĕркеленĕ куравсене кăсăклансах пăхрĕç. Спорт ăмăртăвĕсенче вăй виçекенсене те мухтамасăр хăвармарĕç. Кашни ял тăрăхĕ хатĕрленĕ «хăтлă чăваш кил-çурчĕсенче» пулса курчĕç, «кил хуçисемпе» калаçрĕç.
Ĕçпе юрă уявĕ Акатуй çулсерен чаплăран та чаплă иртет. Ку вăл чăваш халăхĕ чăннипех те пуян чун-чĕреллĕ, çивĕч ăс-хакăллă, ăста та пултаруллă, тарават та ĕçчен, кăмăллă та сапăр пулнине пĕлтерет. Яланах çапла пултăр!
Фоторепортаж